Хулара
![]() Шупашкарта ЕТК карточки сутлӑхран ҫухалнӑ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Хӑшӗ-пӗри темиҫе ҫӗре ҫитнӗ — карточка ҫук. Тӗп офисра та тупайман ӑна. «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑн техника директорӗ Лев Швецов карточка уяв хыҫҫӑн пулассине пӗлтернӗ. Ҫынсем 10–20-шер карточка тӳрех туяннӑ. Ҫавна май пӗр ҫынна мӗн чухлӗ карточка пама юранине палӑртас патне те ҫитнӗ. Ҫынсем нумай туяннӑран Мускаври типографи пичетлесе ӗлкӗреймест. Сӑмах май, «ЕТК» тулли мар яваплӑ общество юлашки икӗ-виҫӗ эрнере 70 пин ытла карточка сутнӑ. Вӑл сутлӑха тухсанах ҫынсем ӑна черет тӑрса илнӗ. Хӑшӗ-пӗри черет пӗтсен ЕТКна лӑпкӑн кайса илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ун чухне карточка та юлман ав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Саккунпа килӗшӳллӗн, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур маршруткӑра карточкӑпа тӳлемелли терминал лартмалла. Анчах Шупашкарти икӗ маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуссем ҫакна пурнӑҫламан. Вӗсем — 49-мӗш тата 51-мӗш маршруткӑсем. Ҫакна пула Шупашкар хула администрацийӗ вӗсемпе килӗшӗве пӑрахӑҫласшӑн. Ара, вӗсем саккун йӗркине пӑсаҫҫӗ-ҫке-ха. Карточкӑпа (ЕТКпа) усӑ курса билет туянакансен йышӗ вара юлашки вӑхӑтра ӳснӗ. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, унпа халӗ 80 процент ытларах усӑ кураҫҫӗ. Ку кӑтарту билета карточкӑпа усӑ курса туянни анлӑ сарӑлса пынине ҫирӗплетет. Эппин, кашни маршруткӑрах терминал пулни халӑхшӑн питӗ меллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланӑ. Маларах уншӑн Чӑвашавтодор яваплӑ пулнӑ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух унӑн пассажирсене каҫса ҫӳремелли те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Ҫул урлӑ каҫса ҫӳремеллине тӑвакан подрядчика палӑртакан конкурсра вӑл ҫӗнтернӗ. Контрактпа пӑхнӑ тӑрӑх, Храмов усламҫӑн 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ иртнӗ уйӑхра кӑтартнӑ репортажра подрядчик проекта хурласа калаҫнӑ. Вӑл начаррине пула унӑн хӑйӗн шучӗпе ӑна йӗркелеме тивнӗ-мӗн. Ӗҫе халӗ те вӗҫлейменнине кура ҫынсем ҫул урлӑ малтанхиллех шоссе ҫийӗн каҫса ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Сталининградри тиреке лартӗҫ. Ҫав йывӑҫ тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр саманана тӳссе иртнӗ. Унтанпа ҫичӗ теҫетке иртсен те типсе хӑрман йывӑҫӑн темиҫе авӑрне илсе ятарлӑ хутӑшра ӳстерме йышӑннӑ. Хунав паллӑ тирекӗн пахалӑхне упраса хӑварма пултарнӑ. Волгоградри ботаника пахчинче ӗҫлекен ученӑйсем хунава икӗ метра яхӑн ӳстернӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернӗ йывӑҫа «Ҫӗнтерӳ тирекӗ» акци ирттерсе лартма пӑрахнӑ. Ку акцие ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттермелле. Унта Мурманск, Чулхула, Пенза, Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Волгоград, Омск, Кемӗр облаҫӗсем, Карели, Чӑваш, Мӑкшӑ, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкесск, Ингушети, Чечен, Тыва республикисем, Ямал-Ненецк автономи округӗсем хутшӑнмалла. Тиреке Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта лайӑх калаҫма вӗренеймен ача нумай-мӗн. Нумаях пулмасть ку ыйту тавра Шупашкар хула администрацийӗнче калаҫнӑ. Ку ыйту ҫивӗч пулнӑран тӗп хулари ача пахчисенче логопед должноҫне ҫирӗплетмеллине сӳтсе явнӑ. Паянхи куна илес тӗк, Шупашкарти шкул умӗнхи 87 учрежденире япӑх калаҫакан 1500 ытла шӑпӑрлана лагопед пулӑшӑвне тӳлевсӗр парассине йӗркеленӗ. Анчах черетре тата нумай ача тӑрать: 734 шӑпӑрлана ҫак специалист пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫакна шута илсе Шупашкар хула администрацийӗ пӗтӗм ача пахчинче логопед ставкине штат расписанине кӗртме палӑртнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тӗп хулари 128-мӗш тата 202-мӗш ача пахчисем медицина пулӑшӑвӗ (массаж, физиотерапи, галокамера) пама пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперне туса пӗтермешкӗн тата сахал мар укҫа кирлӗ. Кун валли тепӗр 518 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: Мускав кӗперне 2015 ҫулта тума тытӑннӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах Мускав кӗперне вӑхӑтра хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кӑҫал кӗпере тунӑ ҫӗре 435 миллион тенкӗ яма палӑртнӑ. 340 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ. Сӑмах май, Мускав кӗперӗн ҫур пайне кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫмалла. Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков подрядчик умне ҫакнашкал тӗллев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан ултӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем контрафактлӑ эрех сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи кӑрлас уйӑхӗччен вӗсем, 31–54 ҫулсенчи ҫынсем, лицензи ҫук пулсан та маркӑламан тата пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан эрех сутнӑ. Ӑна вӗсем республика тулашӗнчен туяннӑ — ҫур литршӑн 50 тенкӗ ҫеҫ тӑкакланӑ. Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ене йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫак эрехпе килнӗ. Пӗтӗмпе унта 370 пин тенкӗлӗх алкоголь пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем шырав ирттернӗ хыҫҫӑн 22 канистра, 555 курупка эрех туртса илнӗ. Кашни курупкара ҫур литрлӑ, пӗр литрлӑ 6–20 кӗленче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 4-мӗш гимназие нумай ҫул хушши чӑрмав кӳрекен никӗс валли чавнӑ шӑтӑка хупласа хума йышӑннӑ. Ку йышӑнӑва хула админисстрацийӗ вырӑна ҫитсе тишкернӗ хыҫҫӑн тунӑ. Комисси пӗлтернӗ тӑрӑх «Два капитана» (чӑв. Икӗ капитан) пулмалли катлован вырӑнне машинсем тӑратмалли парковка тӑвасшӑн. Ҫавӑн пекех ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн шкула ҫитмелли ҫула лайӑхлатма май пулӗ. Ку ӗҫе тума ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ металл гаражсенчен хӑтӑлма тивӗ. Энгельс урамӗ, 1а адрес ҫумӗнчи никӗс шӑтӑкӗ 4-мӗш гимназие нумай ҫул лӑпкӑлӑх памасть. Ҫурта хӑҫан хӑпартма пуҫласси паллӑ мар, ҫавӑнпа та шӑтӑк ҫумӗнчи ҫӗр ишӗлет. Пӗр ҫулхине шкул карти те унталла ишӗлсе аннӑччӗ. Ҫавӑн пекех гимназие ҫитерекен тротуар та ҫурӑлса тайӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта юр йывӑрӑшне пула ҫурт тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Юрать, никам та шар курман. Ҫав вӑхӑтра подъездран тухнӑ хӗрарӑм суранланман. Ку нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Ашмарин урамӗнче 38 ҫуртра пулнӑ. Подъезд тӑрринче юр нумай пухӑннӑ, ҫавна пула вӑл йӑтӑнса аннӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ҫӳп-ҫап тӑкма ватӑ хӗрарӑм тухнӑ. Ҫурт тӑрри вӑл иртсе кайнӑ хыҫҫӑн ӳкнӗ. Ку ҫурт авариллӗ шутланать. Анчах унта пурӑнакансене халӗ те урӑх ҫӗре куҫарман. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тумалла пулнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурта авариллисен йышне кӗртсен управляющи компанийӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахнӑ: юр тасатман, подъездра ҫуман. Анчах коммуналлӑ тӑкаксемшӗн килекен квитанцире «Ҫурта пӑхса тӑнӑшӑн» йӗрке пур, уншӑн укҫа тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем валли Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркка уҫӑлӗ. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 23-мӗшӗнче «Мегастрой» гипермаркет павильонӗнче уҫӑлӗ. Мероприятие «Удмуртия» курав центрӗ йӗркелӗ. Ярмӑрккана Раҫҫейри 30 регионти 70 предприяти хутшӑнӗ. Сентресем ҫинче Сахалинтан, Камчаткӑран кӳрсе килнӗ пулӑ вӑлчи, пулӑ пулӗҫ. Ҫавӑн пекех фермерсем хатӗрленӗ чӑкӑтсене, сӗт юр-варне, Таджикистанри тата Узбекистанри мӑйӑрсене тата ытти япалана сутӗҫ. Корея, Япони, Китай продукцине те — соус, икерчӗ тата ытти те — туянма май пулӗ. Ярмӑрккара ҫи-пуҫ илме те, интерьера улӑштарма та май килӗ. Сочирен, Шри-Ланкӑран илсе килнӗ техӗмлӗ чей те ӗҫме сӗнӗҫ. Ярмӑркка нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |