Хулара
![]() «Чӑвашавтотранс» водителӗсем ҫула тухман Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем ӗнер забастовка тунӑ: вӗсем рейса тухман. Пассажирсене турттаракансем шалу ҫур ҫула яхӑн илеймесӗр ывӑннипе ҫавӑн пек кутӑнлашас тенӗ. «Чӑвашавтотранс» предприятири пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те хыпарланӑччӗ. Пӗррехинче унӑн Вӑрмарти филиалӗн водителӗсем рейса тухманччӗ, каярах вӑл предприятие хупса хунӑччӗ. «Чӑвашавтотранса» финанс тата экономика тӗлӗшӗнчен сыватас тесе Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, предприятин 200 ытла ӗҫченӗ рейса тухман. Ҫав кунах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ шалу тӳлемен фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе унти тӳре-шара пассажирсене коммерци маршручӗпе турттаракан автобуссен ӗҫне тӗрӗсленӗ. Кунта уйрӑм ҫынсен ГАЗелӗсемпе ҫавӑн йышши машинисем пирки каламалла. Чи хӑрушӑ маршрутсен шутне 61-мӗш тата 65-мӗш номерлисене кӗртнӗ. Хӑрушӑ маршрутсен танлаштарӑмне транспорт хуҫисем машинӑна епле хӑвӑртлӑхпа хӑвалани тӑрӑх хатӗрленӗ. Критери вырӑнне пӗр сехетре 82 километртан ӳстернине кӗртнӗ. Хӑвӑртлӑха ӳстернисем кӑҫалхи кӑрлачра 2016 ҫулхи раштавринчен 59 процент йышланнӑ. Ю.Г. Вангаев тата Н.Ш. Шарафутдинов уйрӑм усламҫӑсем тытса тӑракан маршрутҫӑсем хӑвалама уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ иккен. 43-мӗш тата 49-мӗшпе (хуҫисем — «ГТП» общество тата В.И. Захаров уйрӑм усламҫӑ) ҫил вӗҫтерсе ҫӳремеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман. Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ. Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Депутатсем Хӗрлӗ Хӗрес сӗнӗвӗ пирки пуҫ ватаҫҫӗ Ҫак кунсенче Шупашкарта депутатсен планерки иртнӗ. Хальхинче «халӑх тарҫисемпе» Раҫҫейӗн Хӗрлӗ Хӗресӗн уйрӑмне пулӑшасси пирки калаҫнӑ. Хӗрлӗ Хӗрес пайташӗсем Халӑха пулӑшмалли центр йӗркелеме сӗннӗ. Унта ҫынсем юридици канашӗ илӗччӗҫ, вӗри апат ҫийӗччӗҫ, ҫи-пуҫпа вӗсене пулӑшӗччӗҫ. Хӗрлӗ Хӗрес обществӑн Шупашкарти уйрӑмӗн ертӳҫи Ольга Абукина депутатсене ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Ун пеккисене хуларах халӗ те ирттереҫҫӗ. «Они тоже люди» (чӑв. Вӗсем те ҫынах) ятли, сӑмахран, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене пулӑшма йӗркеленӗскер. «Спешите делать добро» (чӑв. Ырӑ тума васкӑр) йывӑр лару-тӑрури, юрлӑ ҫемьесене тӗрев кӳрет. «Маяк» унччен тӑрмере ларнисемпе наркотик авӑрне лекнисене пулӑшас тесе пуҫарнӑскер. Пулӑшу ыйтакансем, Ольга Абукина каланӑ тӑрӑх, йышлӑ-мӗн. Пӗлтӗр вӗсем патне 3 пин ытла ҫын пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР влаҫӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта малашне пӗр транспорт чарӑнӑвӗ сахалрах пулӗ. Нумаях пулмасть пӗр чарӑну вырӑнне пӗтернӗ. Хулари «Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗ» чарӑну кирлӗ марри пирки иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех калаҫнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков икӗ уйӑх мониторинг ирттерме хушнӑ. Ҫав вырӑнта транспорт нумай ҫӳрет. Ҫав еннелле пассажирсем те сахаллӑн ҫӳреҫҫӗ. Чарӑнӑва ҫак сӑлтавсене пула пӗтернӗ те. Ӗнертенпе чарӑну ҫук шутланать. Ҫакна та каламалла: ун ҫывӑхӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна та хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти следовательсем 8 ҫулти хӗрачана антарса хӑварнӑ маршрутка водительне тӗрӗслеҫҫӗ. Ача билетшӑн карттӑпа тӳленӗшӗн кӑларса янӑ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16 сехет те 45 минутра пулнӑ. Вӑл «Чернышевски урамӗ» чарӑнура 60-мӗш маршруткӑна ларнӑ, музыка шкулне ҫитме тӗллевленнӗ. Анчах хӗрачан ҫумра укҫа мар, карточка ҫеҫ пулнӑ. Водителӗн вара унпа усӑ курмалли хатӗр пулман, ҫавӑнпа вӑл ӑна тепӗр чарӑнура антарса хӑварнӑ. Следовательсем водитель тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтерер: республикӑри общество транспортӗнче карточкӑпа тӳлемелли терминалсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен лартмалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропорта ҫӗнетсе тӗнче шайӗнчи евер тӑвасшӑн. Ку ӗҫе пурнӑҫламашкӑн ҫур миллиард тенкӗ кирлӗ. Аэропорта 2021 ҫулччен юсаса пӗтересшӗн. Аэропортра ҫӗнӗ рейссем уҫасси тата ҫурта ҫӗнетесси пирки нумаях пулмасть иртнӗ ларура калаҫнӑ. РФ транспорт министрӗ Михаил Резников аэропорта аталантармалли план хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, аэровокзал комплексне ҫӗнетмелле, ҫурта икӗ хутлӑ тумалла. Багаж тӗрӗслемелли пункта та ҫӗнетесшӗн. Регистраци вырӑнне, хурал тытӑмне тата ытти вырӑна юсӗҫ. Ҫӑлав станцине, техникӑна ҫӗнетесси пирки те калаҫнӑ. Кӑҫал Мускава самолетсем нумайрах вӗҫессине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех Симферополе, Анапӑна, Анталие рейссем уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вара ҫак ӗҫсене планра палӑртнинчен кая юлмасӑр пурнӑҫламаллине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти троллейбуссенче Wi-Fi ҫыхӑнупа тӳлевсӗр усӑ курма май туса парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ертсе пынипе ирттернӗ канашлура ку ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Мэр Шупашкарти троллейбус управленине троллейбусра ку ҫӗнӗлӗхе кӗртессине тишкерме сӗннӗ. Ҫамрӑксем кӑна мар, аслӑрах ҫулхисем те тӗнче тетелӗнчен тухма пӗлменнине кура вай-фай ҫыхӑну актуаллине тавҫӑрма йывӑр мар. Сӑмах май, ҫитес уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти троллейбус-автобусра тата маршрут таксийӗнче ҫул укҫи хакланӗ. Вай-фай ҫынсене троллейбуса илӗртмелли меслет тесен те йӑнӑш мар. Аса илтререр, троллейбусра хальхи 15 тенкӗ вырӑнне 17 тенкӗ, автобусра 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ тӳлеме тытӑнӑпӑр. Маршрут таксипе те малашне 20 тенкӗпе илсе ҫӳремӗҫ — тепӗр 2 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сӑрана рекламӑланӑшӑн явап тыттарӗҫ. Лавкка вырнаҫнӑ ҫурт ҫинче унӑн ячӗ ҫакӑнса тӑнӑ — «Свежее разливное пиво» (чӑв. Ярса памалли сӑра). Анчах лавкка ача-пӑча спорт шкулӗнчен 30 метрта кӑна вырнӑҫнӑ пулнӑ. Ҫитменнине, ҫывӑхра ача-пӑча лапамӗ пулнӑ. Полици уйрӑмӗ ку рекламӑна саккунсӑр майпа вырнаҫтарнӑ тесе монополипе кӗрешекен службӑна пӗлтернӗ. Ведомство ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра лавкка ҫинчи реклама ҫухалнӑ. Баннера хура тӗспе сӑрланӑ. Сӑмах май, ача-пӑча, вӗренӳ, медицина, санаторипе курорт, сывлӑха ҫирӗплетмелли организацисен, театр, цирк, музей, культура ҫурчӗ, концерт, курав залӗсен ҫывӑхӗнче алкоголь продукцине рекламӑлама юрамасть. Кунашкал реклама асӑннӑ учрежденисенчен 100 метр аяккарах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫитес уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарта ҫул укҫи хакланать. Троллейбусра хальхи 15 тенкӗ вырӑнне 17 тенкӗ, автобусра 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ тӳлеме тытӑнӑпӑр. Маршрут таксипе те малашне 20 тенкӗпе илсе ҫӳремӗҫ — тепӗр 2 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивӗ. Кӑмӑла пӑсакан ҫак хыпарпа пӗрлех ырри те пур. Транспорт картти туянмалла. Ӑна троллейбус е автобус валли уйрӑм та туянма пулать, иккӗшӗ валли харӑс та илме май пур. Вӑл хай 100 тенкӗ тенкӗ тӑрать. Картта ҫине укҫа хумалла та маршрутра унпа тӳлесе ҫӳремелле. Пӗр уйӑхра пӗтмесен укҫа тепӗр уйӑха юлать. Карттӑпа тӳлесен троллейбусра 17 тенкӗ вырӑнне 13 тенкӗ илӗҫ, автобусра 18 тенкӗ вырӑнне — 14, маршрут таксийӗнче 22 тенкӗ вырӑнне — 18 тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, транспорт картти 4-шер тенкӗ перекетлеттерӗ. 25 хут унта-кунта хутласан 100 тенкӗпе илни хӑйӗн хакне кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |