Хулара
![]() Елена Есина тунӑ сӑн Шупашкарта 9 ҫулти арҫын ачапа чутах инкек пулман. Вӑл урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уҫӑ люка кӗрсе ӳкнӗ. Ку нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Зоя Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Юрать, ача кӗрсе ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ, часрах пулӑшма васканӑ. Арҫын ача кӗрт ӑшӗнчи люк уҫӑ пулнине курман, унта кӗрсе ӳкнӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫакна курсан пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Люк тавра пӗр 15 ҫын пухӑннӑ. Пӗр арҫын вӗрен тупса ачана люкран тухма пулӑшнӑ. Люк 5 метр тарӑнӑш пулнӑ. Юрать, ача хытах ӳкмен. Вырӑна полици ӗҫченӗсем тата васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑр ачана тӗрӗсленӗ те киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта виҫӗ ача пахчи валли, кӗҫех хута каяканскерсем валли, ят суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ ача пахчисене — ҫӗнӗ ят» акцие пӗтӗмлетнӗ. Акци вӑхӑтӗнче ҫынсем ҫӗнӗ ача пахчисем валли ятсем сӗннӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасӑлава пӗтӗмпе 300 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хута каякан ача пахчисем валли 800 яхӑн ят сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: «Мамонтенок», «Умка», «Капитошка», «Эврика», «Алые паруса», «Асамат», «Шевле», «Цветик-семицветик», «Золушка»… Чылайӑшӗ суйланӑ ята ача пахчисене парӗҫ. «Радужнӑй» микрорайонти — «Радуга детства», «Новый город» микрорайонта — «Новоград», Алькешра «Антошка» ятлӑ пулӗҫ. Шел те, чӑвашла ятсенчен пӗрне те суйламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Ҫӑварни эрнинче чӑваш тата вырӑс юмахӗсене кӑтартӗҫ. Театрласа выляса кӑтартнисене кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫӑварни тепӗр эрнинче пуҫланать. Кӑҫал ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ: вӑйӑсем ирттерӗҫ, юрласа-ташласа савӑнӗҫ. Нарӑс уйӑхӗн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кашни кунах аниматорсем кӗтсе илӗҫ. Кашни кунах 16 сехетре чӑваш тата вырӑс юмахӗсене тӗпе хурса театрласа выляса парӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче — «О том, как Вовока хотел Весну встречать», нарӑсан 21-мӗшӗнче — «Как на Маслену неделю», нарӑсӑн 22-мӗшӗнче — «Волк против!», нарӑсан 23-мӗшӗнче — «Тимӗркке тата Ҫӑварни», нарӑсӑн 24-мӗшӗнче «Масленица, прощай!», нарӑсан 25-мӗшӗнче — «Вовка и Масленичное гуляние!», нарӑсӑн 26-мӗшӗнче «Ох, Масленица широка!» юмахсем лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Урамри канашлу Пассажирсене 63-мӗш маршрутпа турттаракан Шупашкарти водительсемпе ӗнер тӗлпулу иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт, энергетика тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулӑва вырӑна тухса йӗркеленӗ. Пуҫтарӑннисемпе нарӑсӑн уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен ҫул укҫи хакланассине, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сӳтсе явнӑ. Пассажирсене турттаракан транспорта ятарлӑ вырӑна лартмаллине те асӑрхаттарнӑ. Транспортра ҫынсемпе епле тытмалли пирки те калаҫу пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑсмалла марри ҫинчен те тӳре-шара сӑмах пуҫарнӑ. Аса илтеретпӗр, пассажирсене коммерци маршручӗпе турттаракан автобуссен ӗҫне нумаях пулмасть тӗрӗсленӗччӗ. Шупашкарта чи хӑрушӑ маршрутсен шутне 61-мӗш тата 65-мӗш номерлисене кӗртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын тӑванӗ патне шӑнкӑравланӑ. Анчах лешӗ телефона тытман. Алӑкран шаккасан та уҫман. Анxах хваттерте ача макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ. Ку нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехетре пулнӑ. Арҫын Эгер бульварӗнче пурӑнакан тӑванӗ патне килнӗ. Лешӗ алӑка уҫманнипе вӑл сисчӗвленнӗ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 62 ҫултискер, урайӗнче тӑнсӑр выртнине асӑрханӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ача хӗрарӑмшӑн кам пулни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Канашри предприятисемпе те паллашнӑ Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канашра пулнӑ. Унта вӑл муниципалитет администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владислав Софроновпа тата хула пуҫлӑхӗпе Андрей Константиновпа тӗл пулнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем пысӑк технологиллӗ проектсене пурнӑҫа кӗртессине, хулара пурӑнма хӑтлӑх кӳрессине сӳтсе явнӑ. Владислав Софронов Элтепере ӗнентернӗ тарӑх, канашсем ҫитес пилӗк ҫулта кашни картише хӑтлӑх кӗртесшӗн. Михаил Игнатьев ку енӗпе ятарлӑ программа ҫирӗплетме сӗннӗ. Вӑл пулсан хӑҫан ӑҫта мӗн тӑвассине ҫынсем малтанах пӗлсе тӑрӗҫ. Ҫав кунах Канашра иртнӗ ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ, малашлӑх плансем пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта «Водителе — ҫыру» акцие ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта тӗп хулари 49-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем хастар хутшӑннӑ. Ҫамрӑк инспекторсем дежурствӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле тухнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, ачасем водительсене ҫырусем валеҫнӗ. Ҫырура руль умӗнче ларакансене ҫул ҫинче тимлӗрех пулма ыйтнӑ, такӑр ҫул суннӑ. Кунашкал ҫырусем водительсене кӑна мар, ҫуран ҫӳрекенсене те лекнӗ. Вӗсене вара ҫул урлӑ каҫнӑ чухне тимлӗхе ҫухатмалла марри пирки аса илтернӗ. Чӑваш Енри патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсемпе ҫуран ҫӳрекен ҫынсем ачасене тимлӗ итленӗ, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чӑвашавтотранс» водителӗсем ҫула тухман Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем ӗнер забастовка тунӑ: вӗсем рейса тухман. Пассажирсене турттаракансем шалу ҫур ҫула яхӑн илеймесӗр ывӑннипе ҫавӑн пек кутӑнлашас тенӗ. «Чӑвашавтотранс» предприятири пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те хыпарланӑччӗ. Пӗррехинче унӑн Вӑрмарти филиалӗн водителӗсем рейса тухманччӗ, каярах вӑл предприятие хупса хунӑччӗ. «Чӑвашавтотранса» финанс тата экономика тӗлӗшӗнчен сыватас тесе Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, предприятин 200 ытла ӗҫченӗ рейса тухман. Ҫав кунах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ шалу тӳлемен фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе унти тӳре-шара пассажирсене коммерци маршручӗпе турттаракан автобуссен ӗҫне тӗрӗсленӗ. Кунта уйрӑм ҫынсен ГАЗелӗсемпе ҫавӑн йышши машинисем пирки каламалла. Чи хӑрушӑ маршрутсен шутне 61-мӗш тата 65-мӗш номерлисене кӗртнӗ. Хӑрушӑ маршрутсен танлаштарӑмне транспорт хуҫисем машинӑна епле хӑвӑртлӑхпа хӑвалани тӑрӑх хатӗрленӗ. Критери вырӑнне пӗр сехетре 82 километртан ӳстернине кӗртнӗ. Хӑвӑртлӑха ӳстернисем кӑҫалхи кӑрлачра 2016 ҫулхи раштавринчен 59 процент йышланнӑ. Ю.Г. Вангаев тата Н.Ш. Шарафутдинов уйрӑм усламҫӑсем тытса тӑракан маршрутҫӑсем хӑвалама уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ иккен. 43-мӗш тата 49-мӗшпе (хуҫисем — «ГТП» общество тата В.И. Захаров уйрӑм усламҫӑ) ҫил вӗҫтерсе ҫӳремеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман. Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ. Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |