Хулара
![]()
Шупашкара Гена крокодилпа Чебурашка килнӗ. Паллах, вӗсем чӑн-чӑннисем мар. Совет Союзӗнче ӳкернӗ мультфильм сӑнарӗсем кӳлмекре вырӑн тупнӑ. Вӗсене ятарласа Республика кунӗ тӗлне лартнӑ. Чебурашкӑпа Гена крокодила симӗс курӑкпа илемлетнӗ. Атӑл хӗрринче пӗр-пӗрне юратакан мӑшӑра та курма пулать. Вӗсене те Чебурашкӑпа Гена крокодил евӗрех хатӗрленӗ. Вӗсем те симӗс тӗслӗ, мӗншӗн тесен курӑк евӗр япалапа илемлетнӗ. Кӳлмек ҫийӗн «кӑвакалсем» те вӗҫеҫҫӗ. Кӳлепесене тимӗр каркасран хатӗрленӗ, газон курӑкне аса илтерекен пусмапа ҫыпӑҫтарнӑ. Вӑл хӗвел ҫинче ҫийӗнсе каймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче тухтӑра, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорне, 80 ҫултискере, хӑйӗн пӳлӗмӗнче вилӗ тупнине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ ку. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫак преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл профессорӑн 48 ҫулти пӗлӗшӗ. Ӑна тытса чарас ӗҫе ШӖМ, МЧС ӗҫченӗсем хутшӑннӑ, мӗншӗн тесен арҫын хӑйӗн хваттерӗнче питӗрӗнсе ларнӑ. Вӑл юрисконсультра ӗҫлет. Унччен ӑна ют пурлӑха вӑрланӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Арҫынран ыйтса тӗпченӗ. Анчах вӑл профессора вӗлернине йышӑнмасть. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе суд экспертизи ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта троллейбус управленийӗн ыйтӑвне уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Ӑна пулӑшас тесен мӗн тумалла? Халӗ депатутсем троллейбус маршручӗсемпе ҫӳрекен маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ку ыйтӑва депутатсен пухӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков троллейбус управленийӗ йывӑр лару-тӑрура пулнине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Унӑн парӑмӗ 100 миллион тенкӗрен те иртнӗ. «Эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, маршруткӑсем, пӗчӗк автобуссем чылай чухне троллейбус ҫулӗпех ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа маршрутсене улӑштарас ыйтӑва пӑхса тухма сӗнетпӗр», - тенӗ Алексей Ладыков. Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара 22-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ районӗпе ҫыхӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Иван Долгушин Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ. Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ. Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Улатӑрта пурӑнакансем Комаров урамӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушено Алатырь» ушкӑнра хӑйӗн ятне кӑтартма ыйтман ҫын унти хӑтлӑх ҫуккине пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫурта хута янӑ хыҫҫӑн йӗрке туман. Строительсем ҫуртсене хӑпартасса хӑпартнӑ. Анчах унта пыма тата унтан иртсе кайма меллӗ мар-мӗн. Сӑмаха ҫирӗплетме ҫав ҫын сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ. Нумай хутлӑ виҫӗ ҫурта хӑпартакансем туалетне те ҫавӑнтах хӑварнӑ, кабельсем те унтах йӑваланаҫҫӗ. «Пирӗн ҫырусене администраци хуравламасть», — тесе ҫырнӑ унта. Вырӑнти тӳре-шара халӑх пӑшӑрханӑвне хӑлхана та чикмест тенипе пуҫлӑхсем килӗшесшӗн мар. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫуртсене туса кӑна пӗтернӗ, ҫавӑнпа тирпейлесе ӗлкереймӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ. Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре пысӑк уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чарассине йӑлана кӗртнӗ. Чылайӑшӗ ҫакна ырлать. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта каллех эрех-сӑра сутмӗҫ. Хальхинче ку шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен сывпуллашу каҫӗпе ҫыхӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чару ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫав кун яш-хӗре аттестат параҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти мӗнпур лавккара эрех-сӑра сутмӗҫ. Анчах ку чару общество апатланӑвӗн предприятийӗсене пырса тивмест. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян каҫхине Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра икӗ сехет каялла пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, автомобиль Гагарин палӑкӗ ҫине, тата тӗрӗсрех каласан, постамент картлашки ҫине, пырса кӗнӗ. Инкекре ача аманнӑ. Ӑна пульницӑна васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Маргарита Красотина ҫырнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ паллӑ мар. «Те ҫынсем ҫине пырса кӗрес темен, те тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ», — тесе хыпарланӑ журналистка. Халӑх сетӗнче хӑшӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, ҫемье коляскӑпа иртсе пынӑ. Инкекре пӗчӗк ача шар курнӑ. Телее, вӑл вилмен. Хыпар-хӑнара ӗненсен, водителӗн права пулман. Тата тепӗр верси — хӑвӑрт пыракан машина хирӗҫ килекен машинӑран пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар сарӑлать Шупашкар хулинче ҫӗнӗ микрорайон пулмалла. Нумаях пулмасть хулара ку ыйтупа халӑх итлевӗ те иртнӗччӗ. Шупашкар хула варринчи 53,6 гектар ҫӗре межевани ирттерсе унта пурӑнмалли 24 ҫурт, 2 ача пахчи тата шкул тума палӑртнӑ. Ҫӗнӗ микрорайон, тӗпрен илсен, Пирогов урамӗпе, Чебоксарка юханшывпа, Николай Никольский проспекчӗпе, 30-мӗш автоҫулпа чикӗленмелле. Унта сад юлташлӑхӗ кӗрет, «Рассвет», «Электрик», «Дружба» сад юлташлӑхӗсем те кӑштах лекмелле. Пурӑнмалли ҫуртсене сахал хутлӑ тума палӑртаҫҫӗ. Вӗсенче 9,2 пин ытларах ҫын пурӑнӗ. Ача пахчисене 205 тата 250 вырӑнлӑх хӑпартасшӑн, шкула 1040 ача вырнаҫайӗ. Автомашинӑсене лартмалли вырӑн та пӑхса хӑварасшӑн. Калаҫу шайӗнчи проект хӑҫан пурнӑҫа кӗрессине хальлӗхе татса калама йывӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ача пахчи уҫӑлмалла. Тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсенче чылай чухне ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшнине кура та пула ача ҫуратакансем те халӗ йышлӑ. Вӗсене вара ача пахчисем кирлӗ. Хуласенче ку ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ социаллӑ инфраструктура обьекчӗсене хӑйсем пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче пултарасшӑн. Ҫак шухӑша маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та палӑртнӑччӗ. Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш поселокӗсенче пулаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин администрацийӗ вӗсенчен иккӗшне ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерессине пӗлтерет. Хулари тӳре-шара вӗсене Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ пулӗ, Садовӑйӗнчи – 240 вырӑнлӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |