Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Министр хӗрарӑмсем мӗншӗн хӗсӗр пулнине пӗлтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.02.2018 18:32 | 1435 хут пӑхнӑ
Хулара

Хӑш-пӗр хӗрарӑм мӗншӗн хӗсӗр? ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫакӑн сӑлтавне пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чапрасова умӗнчех каланӑ.

Владимир Викторов хӑйӗн докладӗнче акӑ мӗн пӗлтернӗ: ача ҫуратиччен хӗрарӑмӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк вӑл хӗсӗр, 100 проценчӗпех. Ку доклада вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2017 ҫулти аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ мероприятире вуланӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗсӗрлӗх пирки калаҫма тытӑнсан залра ларакансем тӑрук «чӗрӗлсе» кайнӑ. «Интереслӗ тема-им? Пурте тӳрех вӑрантӑр. Эппин, шухӑшлӑр кӑштах», - тенӗ министр.

Кунашкал хыпара «Правда ПФО» пӗлтернӗ. Сайтра министр каланӑ сӑмахсен аудиоҫыравӗ пуррине те каланӑ.

#тӳре-шара, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамар ял // 2581.93.5174
2018.02.20 18:51
Ку сене специальность - стоматогинекология?
Agabazar // 1085.33.0125
2018.02.22 15:55
Agabazar
Малашне арçынсем мĕншĕн хĕсĕр пулни пирки каласа парасса кĕтетпĕр.
петр // 1191.9.0783
2018.02.23 12:45
Кунта ним кулмалли те ҫук. Ӑнланмалла каланӑ. Путин та 1999 ҫулта мочить в сортире терӗ. Стратекиллӗ задачасем: тӑшмансене пӗтересси тата ача ҫуратса пурнӑҫа врентесси.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем