Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти кӳлмек ҫулран ҫул хитреленсе пырать. Анчах ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Одис-Отель» питӗ хитре мар курӑнса ларать. Нумай хутлӑ ҫурта туса пӗтермен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис-Отеля» 2010 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шантарнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйтӑва Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле татса пама сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков ку вӑхӑта ӗлкӗрейменнине, ҫурта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫеҫ туса пӗтерессине пӗлтернӗ.
Отель харпӑрҫисемпе суд вӗҫленнӗ. «Бинбанк» парӑма, 8 миллион тенке, татнӑ, отель валли ҫӗнӗ инвестор шырама пуҫланӑ. «Бинбанкпа» тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ виҫӗ ҫул вӑйра пулӗ. Ҫав тапхӑрта проекта пурнӑҫламасан муниципалитет ҫурта туртса илсе сутма пултарать.
Хамар ял // 2581.93.5174
2018.02.21 18:25 | |

Ку пирен Чаваш Енен хальхи историйе. Сакна суйлавсем чух манмалла мар. Малтанхи мошенниксене асра тытмалла. Весемшен суйламалла мар. Сене сич ют шапанасене хамар пата кертмелле мар. Асурханулла пулмалла.