1-мӗш курсра вӗренекен студент тивӗҫлӗ канури кинемее ҫаратнӑ. 72 ҫулти хӗрарӑм каҫхине урампа пынӑ. Такам чупса пынӑ та унӑн сумкине туртса илнӗ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӑлтах хӑвӑрт пулса иртнӗ. Ватӑскер тапӑннӑ ҫыннӑн сӑнне астуса юлайман. Сумкӑра банк картти те пулнӑ. Хурах унпа та усӑ курнӑ: кинемей патне унӑн карттипе лавккара таваршӑн тӳленӗ тесе смс килнӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑ карточкӑпа ЧР ШӖМӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккара тӳленӗ.
Вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл – Чулхула облаҫӗнчи каччӑ, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Хайхискер унччен те ватӑ ҫынна ҫаратнӑ пулнӑ. Ун чухне вӑл 7 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ куҫарса панӑ укҫа пӗтнӗ-мӗн унӑн, ҫавӑнпа кинемейсене ҫаратма шухӑшланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл следовательсене.