Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӗнер, Шупашкарта чӑвашла ҫыракан ҫамрӑк журналистсен слечӗ иртнӗ. Корреспондентсен конкурсне чылай материал килнӗ, вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илнӗ, авторӗсене слета чӗннӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене грамотӑпа, парнепе чысланӑ. Слетра журналистикӑпа кӑсӑкланакансемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскерсем камера умӗнче мӗнле пулмаллине пӗлнӗ, хӑйсене телеертӳҫӗ пек тӗрӗсленӗ. Слета йӗркелекенсен шучӗпе, чӑн-чӑн журналистӑн литературӑна питӗ лайӑх пӗлмелле. Ҫавна май ачасем чӑваш поэтессипе тӗл пулнӑ, унпа калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Рябцева тата Илтимӗр Ефремов Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Илтимӗр Ефремов ҫак кунсенче Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттернӗ. Кун пирки вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттеретӗп... Чӑваш киноӳнерне аталантарас тӗлӗшпе ӗнер Раҫҫей кинематографи пӗрлӗхӗнче пултӑм. Паян вара, Елена Рябцева кинорежиссёрпа Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» киносценарисен питчингне хутшӑнакансене валли ятарлӑ мастер-классем йӗркелесси пирки тӗлпулса калаҫрӑмӑр. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче (кунне каярах пӗлтеретӗп) унӑн мастер-классӗ иртӗ», — хыпарланӑ Илтимӗр. Аса илтерер, «Асам» пӗтӗм чӑвашсен IV кинофестивалӗ иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелеме йышӑннӑ. Кинофестивале чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кама леш енчи чӑвашсем «Учук» фольклор фестивальне кӑҫал та ҫертме уйӑхӗн 29-мӗшнче уявлама палӑртнӑ иккен. Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ӑна 13-мӗш хут ирттерӗҫ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшӑнать. Ҫав кунах чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттерме палӑртнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан «Ҫумӑр пӑтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслӑх ярмӑнкки», «Сӗркке патӗнче хӑнара» лапамсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен чӑваш дискотеки ирттерме шухӑшланӑ. «Сувар» хаҫатра Илья Туманов хыпаралнӑ тӑрӑх, ташӑ каҫне чӑваш эстрада артисчӗсем ирттерӗҫ. «Йӑлана пӑсать-ши ку – калама йывӑр. Тепӗр тесен, халӑх савӑнма килет вӗт праҫнике. Ҫавӑнпа та чуна уҫса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Ҫамрӑксен хӑйсенле савӑнас килет», — пӗтӗмлетнӗ автор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсене ӗҫрен кӑларса ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ Наталья Володина ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫырнӑ. Ун патне ӗҫтешӗсем шӑнкравласа Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн мӗнпур музыкантне ӗҫрен кӑларассине пӗлтернӗ иккен. «Ӑслӑ чӑваш правительстви фанерӑпа та юрласа ташлама пултаратпӑр тесе шухӑшлать курӑнать. Маларах Юрий Васильевич Васильева ӗҫрен кӑларчӗҫ», — ҫырнӑ Наталья Володина. «Мӗн тумалла тесе ыйтаҫҫӗ манран. Республика ертӳҫи патне кайма сӗнетӗп. Тен, вӑл пӗлмест те», — шӑрҫаланӑ культура министрӗ пулнӑ ҫын. |
Культура
![]() Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче «Салам» республикӑри ташӑпа юрӑ фестивалӗ иртнӗ. Асӑннӑ мероприятие Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен Гульчачак Мухамедьянова «Салам» фестивале республикӑри чи анлӑ мероприятисенчен пӗри тесе хакланӑ. Кӑҫалхи фестивале С.Т. Аксаков ячӗллӗ культурӑпа кану пахчинче иртнӗ. Кӑҫал мероприятие республикӑри 24 районпа 4 хуларан пултарулӑх коллективӗсемпе уйрӑм ташӑҫӑсем тата юрӑҫӑсем, пурӗ 295 ҫын, килсе ҫитнӗ. «Салам» ташӑпа юрӑ фестивалӗ Пушкӑртстанри чӑваш культура обществипе унӑн Ӗпхӳ хулинчи уйрӑмӗ (ертӳҫисем — Ю.П. Михайлов, Т.Е. Петрова), Ӗпхӳ хулинчи ЧНКА (В.Ф. Иванов), ПР Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ (А.А. Ибрагимов) йӗркеленипе иртнӗ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫсейри ачасен уҫӑ фольклор фестивалӗ уҫӑлӗ. «Легенды. Сказки. Предания» (чӑв. Халапсем. Юмахсем) ят панӑскере ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Республика кунӗ ҫитнине халалланӑ. Фольклор фестивальне Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ пуҫарнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ тесе вӗсем халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшасси тесе калаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫейри халӑхсен юрӑпа ташӑ фольклорне те упраса хӑварас тӗллевлӗ. Фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчен килсе ҫитмелле. Фестиваль иртнӗ май финпа угор юмахӗсемпе халапӗсене тӗпе хурса йӗрклеенӗ ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вилӗмсӗр Иосиф Трерӑн кӗнекине хӑтлӗҫ. Тӗлӗнсе каймалла тарӑн шухӑшлӑ поэт тата драматург, пултаруллӑ тӑлмачӑ, актер тата театр режиссерӗ пирӗнтен иртнӗ ҫул уйрӑлса кайрӗ. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн ӗҫӗсем пӗр уйрӑм кӗнекере пичетленмен. «Хӗрӗх чалӑш хӗрлӗ ту» ҫавна кура та пирӗншӗн, Иосиф Дмитриева хисеплесе те аслӑласа пурӑннисемшӗн тата пурӑнакансемшӗн, чӑннипех те хаклӑ парне пулса тӑчӗ. Кӗнекене кӗртнӗ материалсене пухса хатӗрлекенни — шухӑшлавӗпе Иосиф Дмитриева ҫывӑхрах Борис Чиндыков драматург, поэт тата публицист. Иосиф Трер Борис Чиндыков хӑйӗн ӗҫӗсене пухнине пӗлнӗ-ха. Анчах кӗнекене алла тытса ӗлкӗреймерӗ вӑл. Пичет кӑларӑмне пичетлеме Николай Лукианов усламҫӑ кӗмӗл уйӑрса пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗнче, Мари Эл республикинчи Морки районне кӗрекен Шоруньжа ялӗнче, пысӑк форум иртнӗ. Ҫав яла Тутарстанри «Сувар» хаҫат финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули тесе хаклать. Ҫапла хисеп туни ытахальтен мар. Асӑннӑ ялта «кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ» иккен. «Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур», — хыпарлать «Сувар». Ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе вӑл ята тивӗҫнӗ. Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Республикинчи икӗ ушкӑн: Шупашкарти «Уяв» тата Патӑрьел районӗнчи «Пашьел». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗнеке хуплашки Ҫак кунсенче Шупашкарта, 7-мӗш типографире Чӑваш халӑх поэчӗ, Комсомольски районӗн «Кӗтне» ентешлӗхӗн Канашӗн председателӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ «Это — наша с тобой биография!.. Комсомольский район, 1939-2019. Только самые интересные факты» документсен пуххи кун ҫути курнӑ. Ку пулӑ республикӑри чи ҫамрӑк районсенчен пӗри, Комсомольски районӗ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. З000 экземплярпа кӑларнӑ кӗнекен аннотацийӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗмпех иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчи, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлакан, куҫ умне кӑларса тӑратакан документсенчен тӑрать. Валери Туркай пухса хатӗрленӗ, кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекен умсӑмахӗн авторӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Раҫҫей Федерациӗн хисеплӗ строителӗ В.Н.Гордеев документсен пуххине акӑ еплерех хаклать: «Это — наша с тобой биография!..» кӗнекен алҫырӑвне эпӗ савӑнса та хавхаланса вуласа тухрӑм, тӑван районӑм ҫинчен — унӑн пурте пӗлекен паттӑрӗсемпе ял ӗҫченӗсем ҫинчен ял хуҫалӑхӗн район экономики еплерех аталанни ҫинчен — ҫӗннине нумай пӗлтӗм. Шансах тӑратӑп, эсӗ те ку кӗнекере хӑвӑн валли хӑвна кирлине, хӑвӑншӑн усӑллине тупатӑнах! |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |