![]() Харпӑр шухӑш
Культура
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр. Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!! Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ! Е.В. Николаева опернӑйне е вырӑс драма театрне директор пулма тухса кайӗ! К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн тӗп режиссёрӗ В.Н.Оринов пулса тӑрӗ! М.Н. Юхмашӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ! Унӑн спектаклӗсене драма театрӗнче нихӑҫан та выляман! Опернӑйӗнче ачашланса пурӑнакан В.Л. Клементьевне чӑваш театрӗн директорне лартас! Ҫамрӑксен театрӗнчен вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсенче выляс кӑмӑллӑ артистсене вырӑс театрне куҫарас! Урӑх ҫул ҫук! Чӑваш этемӗ вырӑс чӗлхиллӗ рольсене выляс тени ирсӗрлӗх! Чӑваш чӗлхине юратманнине пӗлтерет анчах! Сценӑна юратаҫҫӗ пурте, чӗлхемӗре пурте мар! Пирӗн хисеплӗ Олег Алексеевич килӗшетех! Тимофеев В.Н. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |