Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Алексей Каныгин хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ канашлура юлашки троллейбуссем 23 сехетчен мар, 22 сехетчен ҫеҫ ҫӳрессине каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, ҫӗнӗ йӗрке ҫине троллебуссем юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех куҫнӑ иккен.
Чӑваш машиностроителӗсем каҫхи троллейбуссене хӑварасшӑн. Раҫҫейӗн машина тӑвакансен пӗрлешӗвӗн республикӑри уйрӑмӗ ку ыйтупа Шупашкар хула администрацийӗн тата троллейбус управленийӗн пайташӗсемпе канашлу ирттерме йышӑннӑ.
«Трактор савучӗсем» концернӑн ӗҫченӗсем каҫхи троллейбуссене ҫӳреттерменнине хирӗҫ иккен. Ҫапла туни вӗсене каҫхине ӗҫрен тухсан киле кайма кансӗр иккен. Лару-тӑрӑва предприяти пайташӗсем малашне сӑнаса тӑрасса пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки концернӑн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне паян хыпарланӑ.