Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫитес тунтикунран, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шупашкартан районсене ҫӳрекен 7 маршрут автобусӗсем ҫӗнӗ автостанцирен тапранса кайӗҫ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автостанци Бабушкин урамӗнчи 8-мӗш А ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑнланмалла каласан, вӑл «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗ ҫумӗнче пулӗ. Унтах билет сутакан касса ӗҫлӗ. Ку ҫӗнӗлӗх 137, 148, 217, 230, 252, 321, 330 маршрутсемпе ҫӳрекен автобуссене пырса тивӗ.
Палӑртса хӑвармалла, автобуссен расписанийӗ улшӑнмӗ. Хайхи автобуссем Хулаҫум автовокзалӗ ҫумӗнчен иртӗҫ, пассажирсене унтан та лартса кайма пултарӗҫ:
№ 137. Шупашкар — Ҫӗрпӳ — Кӑнар.
№ 148. Шупашкар — Апакасси.
№ 217. Шупашкар — Вӑрӑмҫут.
№ 230. Шупашкар — Аксарин — Ҫатракасси.
№ 252. Шупашкар — Малтикасси.
№ 321. Шупашкар — Янӑш.
№ 330. Шупашкар — Ҫӗньял Покровски.
