Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Ӳнер: Ҫамрӑксен театрӗнче ачасем валли ҫыракан драматургсен лабораторийӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.10.2014 17:05 | 2068 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Юпан 20–24-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Ачасем валли ҫыракан наци драматургӗсен пултарулӑх лабораторийӗ» регионсем хушшинчи лаборатори-форум ирттерет.

Мероприяти тунтикун, юпан 20-мӗшӗнче, 13 сехет те 30 минутра театрӑн Пӗчӗк залӗнче уҫӑлать. Ун чух пӗрремӗш лаборатори те иртӗ. Теми — юмахсемпе халапсем ачасене воспитани парассине витӗм кӳни. Беларуҫ Республикинчи Светлана Лаптева текен авторӑн «Небесные звонари» пьеса эскизне Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Наталья Шамбулина режиссер евӗр кӑтартӗ. Михаил Сунталӑн «Тӑм чӗлхе» пьесине те ҫав кун вуламалла. Ку та Наталья Шамбулина ӗҫӗ пулӗ. Унтан лаборатори ертӳҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ Ирина Мягкова, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, эксперт-режиссер Валерий Персиков тата Сергей Фишер критик хутшӑннипе лабораторие сӳтсе явӗҫ.

Каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, Наци спектаклӗсен фестивальне Калмӑкри А.Басангов ячӗллӗ наци драматурги театрӗн «Араш» спектакльне кӑтартӗҫ.

Ытти кун та лабораторисем ӗҫлӗҫ-ха. Наци спектаклӗсен фестивалӗ пынӑ май ытларикун, сӑмахран, Иосиф Трер лартнӑ «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль кӑтартӗҫ. Кӗҫнерникун калмӑксем «Экин зуркн» (чӑв. Амӑш чӗри) спектакль лартӗҫ.

#ҫамрӑксен театрӗ, #культура, #канашлусем, #театрсем, #спектакльсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем