Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Ҫармӑссен театрӗнче чӑвашӑн «Мунча кунне» кӑтартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.10.2014 18:11 | 2053 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Ыран Мари Элти Шкетан ячӗллӗ наци драма театрӗнче хальхи вӑхӑтри чӑваш драматургӗн, Арсений Тарасовӑн, «Мунча кунӗ» пьеси тӑрӑх «Монча кечын» премьера кӑтартӗҫ.

Пьеса авторӗ ӳнерӗн ҫак енӗпе ӗҫлекен ҫармӑсри пултарулӑх ҫыннисене палланине пытармасть. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченех пӗлет иккен. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗн хальхи режиссерӗпе, Иосиф Дмитриевпа, кӳршӗллӗ республикӑна спектакль курма кайнине те вӑл кӑмӑлтан аса илет. Ҫавӑн чухне Геннадий Гордеев драматургпа, сӑмахран, паллашса-туслашса кайнӑ. Гордеев паян унти Ҫамрӑксен театрӗнче литература пайне ертсе пырать. Ҫармӑссем хӑйсем те пирӗн пата Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльсене курма килсе ҫӳренӗ. Ҫавӑн пек чухне кӑмӑлланӑ та вӗсем «Мунча кунӗ» спектакле. Хайлава маларах асӑннӑ Геннадий Гордеев ҫармӑсла куҫарнӑ. Унти наци драма театрӗ вара куракан патне ҫитерес тенӗ.

«Мунча кунӗ» хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра та пырать. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑччӗ. Режиссер пулса ӑна куракан патне театрӑн ӳнер ертӳҫи Валерий Яковлев хӑй ҫитернӗччӗ.

«Ӑҫта лайӑхрах лартнӑ та, ӑҫта апла мар-ши тесе танлаштарас шухӑш ҫук-и?» — тӳсейместӗп ыйтмасӑр «Монча кечын» (ара, ҫармӑссемшӗн вӑл ҫапла янӑрать-ҫке) авторӗнчен. «Ҫук, — тет Арсений Тарасов. — Кашни режиссер хайлава хӑйне май курни паллӑ. Ҫавӑн пек пулмалла та».

Сӑмах май каласан, Тарасовӑн ӗҫне урӑх регионти наци театрӗ пуҫласа куҫарнине палӑртма кӑмӑллӑ. Театра питӗ юратакансем чӑваш драматургӗн ҫармӑсла лартнӑ спектакльне курассишӗн Йошкар-Олана пӗр-пӗр кун ҫитсе те килӗҫ-и, тен?.. Тата, кам пӗлет, пӗр-пӗр чух ҫармӑссем гастрольпе хӑйсем персе ҫитмӗҫ-и?

Сӑнсем (10)

#Мари Эл, #кӳршӗре, #академи драма театрӗ, #Йошкар-Ола, #спектакльсем, #премьерӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем