Персона
Олег Марков министр Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Олег Марков «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Пысӑк шайри пуҫлӑха чысласси пирки калакан хутра Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Олег Марков Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӳпе хывнине, вӑл нумай ҫул таса чунпа тӑрӑшнине палӑртнӑ. Олег Марков 1966 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Шупашкарти машина тӑвакансен техникмуне вӗренсе пӗтернӗ. Малтанласа «Чӑвашсетьгазра» тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2012–2013-мӗш ҫулсенче строительство министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013-мӗшӗнче ӑна министр пуканне шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарти аэропорт Шупашкарти аэропорт пуҫлӑхне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарни пирки эпир ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Александр Николаевича ҫӗртмен 22-мӗшӗнче тилхепесӗр хӑварнӑччӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Александр Жирнов — ҫар ҫынни пулнӑcкерччӗ. Вӑл 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинче, Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ. Малашне аэропорта Олег Игмунов ертсе пырӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва паян Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вӑл — Шупашкара 1994–2002-мӗш ҫулсенче ертсе пынӑ Анатолий Игумнов ывӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Михаил Игнатьев (сылтӑмри) тата Вячеслав Колесников Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫи пулнӑ Вячеслав Колесникова ҫав тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ятарлӑ хушӑва Михаил Васильевич алӑ пуснӑ. Ҫав хут 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑну вӑйне ҫухатнине пӗлтерет. Вячеслав Колесников Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре 1963 ҫулта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтерсе унтан «Промышленноҫ тата гражданла строительство» специальноҫпа тухнӑ. Тата вӑл хӑй пирки темле Наци хӑрушсӑрлӑхӗн, оборонӑн тата право йӗркин академийӗнче юриста вӗренни ҫинчен пӗлтернӗ. 2006 ҫулччен вӑл ӑҫта тар тӑкни уҫӑмлах мар. Асӑннӑ тапхӑртан «Чӗрӗлӳ» компанисен ушкӑнӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑннӑ. Вячеслав Колесникова хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсем баптист тесе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗ куславккасемшӗн паллӑ кун пулнӑ. Ун чухне вӗсене ентешӗ 100 ҫул тултарнӑ. Евдокия Тимофеевна Матросовӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Васильева саламлама килнӗ. Евдокия Тимофеевна ҫамрӑк чухне ыттисем пекех кун кунланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен вӑл ывӑл Геннадий ҫуратнӑ. Кӗҫех упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1942 ҫулта вӑл паттӑрла пуҫ хунӑ. Ҫавӑнтанпа Евдокия Тимофеевна пӗчченех ҫитӗнтернӗ ывӑлне. Вӑл Аслӑ Куснарти колхозра ӗҫленӗ. Вӑл — ӗҫ тата тыл ветеранӗ. Вӑл мӑнукӗсене, вӗсен ачисене юратать. В.Колумб Евдокия Тимофеевнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 73 ҫулти арҫын чӑннипех те паттӑрла ӗҫ тунӑ. Ватӑскер путакан ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Улатӑр ҫынни, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ватӑ арҫын путакан хӗрарӑма ҫӑлнине тепӗр ҫын курнӑ. Путакан ҫамрӑк хӗрарӑм 27-ре кӑна-ха. Юраман вырӑнта шыва кӗнӗ вӑл. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм кӑшкӑрма тытӑнсан ватӑ арҫын пулӑшма ыткӑннӑ. Унсӑрӑн… Арҫын ӑна ҫыран хӗррине илсе тухса васкавлӑ медпулӑшӑва тата ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Лев Васильев журналист Ӗнер республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Лев Васильев вилнӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Вӗсем кӑна мар, тӳре-шара та, хирте тата фермӑра ӗҫлекенсем те, савут-хапрӑкра станок умӗнче тӑракансем те. «Ним ҫукран хыпар тупма пӗлетӗр», — тесе каланӑччӗ пӗринче эпӗ ӑна сӑмах май. Чӑн та, Лев Васильев политикӑпа тата экономикӑпа ҫыхӑннӑ темӑсене те ҫутатчӗ, пысӑк мар ялти ик урама ҫыхӑнтаракан пӗр-пӗр кӗпере юсанине пӗлтерекен хыпар таранах вуланмалла ҫырса кӑтартма ӑстаччӗ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче 62 ҫул тултарнӑ. Тивӗҫлӗ канура пулин те Лев Леонидович хастарччӗ, тӗрлӗ мероприятие тухса ҫӳретчӗ, район-хулана ҫитетчӗ. Мӗнех, йывӑр тӑпрӑр ҫӑмӑл пултӑр тесси кӑна юлать ӗнтӗ... |
Персона
Тутарстанри хастар чӑваш Константин Яковлев Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Тутар ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш Хусанти педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтах вӑл хӑй хастарлӑхне тата правурлӑхне кӑтартнӑ: факультетра комсомол ҫыруҫи пулнӑ. Е тата стройотряд йышне кӗрет те Украинӑна Чернобыль инкекне сирме тухса каять. Радиоактивлӑ вырӑнта вӗсем ҫӗнӗ ял тӑваҫҫӗ. Унти урамсенчен пӗрне Казански ят параҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳрте куҫакансене уҫӑ тыттарнӑ сӑнӳкерчӗк унӑн архивӗнче халӗ те пуррине Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Николай Сорокин пӗлтерет. Константин Яковлев Тутарстанра чӑваш чӗлхине аталантарас тесе самай тӑрӑшать. Вӑл тӑрӑхрисем ӑна шӳтлесе «иккӗмӗш Яковлев» (Иван Яковлев ҫулпуҫӑмӑр хыҫҫӑн ӗнтӗ) тесе те калани пирки ӗнентерет маларах асӑннӑ Николай Сорокин. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне Константин Яковлев Тутарстанра иртнӗ «Янра, хуткупӑс» фестиваль вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пани пирки Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Леонид Якубовичӑн «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑма хутшӑннӑ. Наталья Петрова Мускава аслӑ ывӑлӗпе Кириллпа кайнӑ. Вӗсем эфира утӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ виҫҫӗмӗш турта вылянӑ. Леонид Якубович шупашкарсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Ара, вӑл хӑй кунта час-часах килсе ҫӳрет вӗт. Кирилл Леонид Якубович пирки ҫырнӑ сӑвва вуланӑ. Унта вӑл икӗ пӗчӗк арчана уҫма ӗмӗтленни пирки каланӑ. Телеертӳҫӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлантарнӑ. Кирилл укҫаллӑ арчана уҫнӑ. Шел те, Наталья Петрова финала тухайман. Анчах вӗсем Мускавран савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи Светлана Каликова Чӑваш Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулса маларах Михаил Вансяцкий журналист ӗҫленӗччӗ. Нумаях пулмасть ӑна ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Халӗ вара Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи должноҫне Светлана Каликовӑна лартасси пирки официаллӑ йышӑну кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. «Каликова Светлана Анатольевнана малтанхи должноҫрен хӑтарса Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫине лартас», — тесе ҫырнӑ Михаил Игнатьев Хушӑвӗнче. Светлана Каликова маларах Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи шутланнӑччӗ. Вӑл нумаях пулмасть журналистсемпе тата блогерсемпе тӗлпулу та йӗркеленӗччӗ. Вӗсемпе вӑл тата Элтепер Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев курнӑҫнӑччӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Михаил Игнатьев Тӗп суйлав комиссийӗнче Чӑваш Республикине ертсе пырас шухӑш-кӑмӑллине 11 ҫын палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Суйлава хутшӑнас тесен кирлӗ хутсене вӗсен утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑратмалла. Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма хатӗр шухӑшлисен хушшинче ячӗсем халӑхра сарӑлманнисем те пур. Элтепер пулма кандидат евӗр шута илме республикӑн Тӗп суйлав комиссине хутсем тӑратакан тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Михаил Васильевич унччен Элтепер пулса республикӑна ертсе пычӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти «Прогресс» ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫинче те, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче те, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ял хуҫалӑх министрӗнче те ӗҫлерӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |