Персона
Чӑваш Енӗн Финанс министерствин специалисчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. «Финанс пуҫламӑшӗ» конкурса «Раҫҫейӗн финансисчӗсен пӗрлӗхӗ» коммерцилле мар юлташлӑх йӗркеленӗ. Конкурса Раҫҫейӗн регионӗсен финанс тытӑмӗсен тата муниципалитетсенчи специалисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи конкурса кайма хӑюлӑх ҫитернисен хушшинче Чӑваш Енӗн Финанс министерствин виҫӗ специалисчӗ пулнӑ, Владимир Миронов, Ирек Ямалиев тата Алена Постнова. Вӗсем «Профессире чи лайӑххи» ятшӑн «Чи лайӑх ҫамрӑк финансист» номинацире тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннисен «2015-мӗш ҫулта тата 2016–2017-мӗш ҫулсенче хыснан тупӑш пайне ҫул-йӗрпе майсем» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика ӗҫӗ ҫырма тивнӗ. Конкурсра Алена Постнова лауреат пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сӑвӑсем шӑранаҫҫӗ Георгий Федорович Орлов — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Пурӑннӑ пулсан паян 90 ҫул тултарӗччӗ. Ӑна асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ. Ялти клуба чылаййӑн пухӑнчӗҫ: ӑна пӗлекенсем, кӳршисем, ҫамрӑксем. Чӑрӑшкасси ялӗнчи вулав ҫурчӗн ертӳҫи Е.Г. Иванова поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштарчӗ, шкул ачисем Георгий Орлов ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Ялти фольклор ушкӑнӗ Г.Орловӑн сӑввипе кӗвӗленӗ «Ҫӗмӗрт» тата ытти юррисемпе савӑнтарчӗ. Сӑвӑҫа манманни, унӑн ячӗ малашне те асрах юлассине шанаҫҫӗ ял ҫыннисем. |
Персона
Ольга Тимофеева-Оболенская Ӗнер, пушӑн 27-мӗшӗнче, эфира тухнӑ «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра Шупашкар хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ. Ольга Александровна Тимофеева-Оболенская поэтесса та ыттисем пекех тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн тӑрӑшнӑ. Шел те, Ольга Александровна финала тухайман пулин те Леонид Якубовича вӑл хӑйӗн хушамачӗпе тӗлӗнтернӗ. Пирӗн ентеш пӗрремӗш тапхӑра Сарӑтури тата Тверьти ҫынсемпе лекнӗ. Ольга Александровнӑн паспорт ҫинче хушамачӗ Тимофеева-мӗн. Оболенская — псевдоним иккен. Хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырнине пӗлтернӗ. Ольга Александровнӑн асламӑшӗн амӑшӗ Оболенская хушаматлӑ пулнӑ. Ентеш телеертӳҫӗне парнесемпе савӑнтарнӑ. Леонид Якубович Шупашкар чи таса хула пулнине пӗлтернӗ. Ун пекки вӑл хальлӗхе ниҫта та курман-мӗн. Тапхӑрта Тверь хӗрарӑмӗ ҫӗнтернӗ. Ольга Александровна ҫапла финала ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Анатолий Калафати Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Анатолий Калафати 104 ҫул тултарнӑ. Анатолий Васильевич Питӗрте 1911 ҫулта паллӑ композиторсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Василий Калафати, теоретик вӗрентекен, Питӗрти консерватори профессорӗ пулнӑ. Анатолий Васильевич ачалӑхӗ Питӗрте иртнӗ. Вӑл 1917 ҫулхи революцие астӑвать. Анатолий Калафати ашшӗ пекех пурнӑҫне кӗвӗпе ҫыхӑнтарма шутланӑ. 22 ҫулта чухне вал джаз оркестрне ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑрҫӑра Анатолий Калафати пулеметчик пулнӑ. Йывӑр кунсенче те вӑл кӗвӗ пирки манман. Фронтра вӑл тӑрӑшнипе оркестр йӗркеленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл сӑвӑсем, юрӑсем сахал мар ҫырнӑ. Ҫав йышра — «Забайкалье помнится седое». Вӑл каярахпа стрелоксен 65-мӗш дивизийӗн маршӗ пулса тӑнӑ. 1965 ҫулта Анатолий Калафати Вырӑс драма театрӗн директорӗ чӗннипе Шупашкара куҫса килнӗ. Унтан вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче концертмейстерта ӗҫленӗ, унтанах 1980 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑвашсен пултаруллӑ юрӑҫи Иван Христофоров ҫак кунсенче 80 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпа саламлама Трактор тӑвакансен культура керменне ентешӗсем, тус-юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем пухӑннӑ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов чӑваш халӑхне нумай ҫул илемлӗ сассипе савӑнтарнӑшӑн, халӗ те маттур пулнӑшӑн тав тунӑ, ҫавра ҫулпа чун-чӗререн саламланӑ. Юрӑҫа сцена ҫинче мӗн кирли паллӑ ӗнтӗ — микрофон. Николай Федорович Иван Христофорова чаплӑ микрофон парнеленӗ, малашне те халӑха сассипе савӑнтарма сывлӑх суннӑ. Чӑваш халӑх артистне Елчӗк районӗн ентешлӗхӗ те саламланӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ хастарсем — ЧНК спорт комитечӗн ертӳҫи Виталий Васильев, кире пуканӗ йӑтакансен федерацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Карпов, Петр Пупин скульптор тата ыттисем — Иван Христофоровпа мухтаннине пӗлтернӗ. Юбиляра ывӑлӗ Ваня Христофоров, ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валерий Клементьев, Фарида, Марта Зайцева тата ытти юрӑҫсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Елисеевсем хӑнасемпе Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Геннадий Пантелеймоновичпа Валентина Васильевна Елисеевсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Маттур мӑшӑра район администрацийӗн тата ЧР Юстици министерствин специалисчӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ачисемпе мӑнукӗсем, Карапай Шӑмӑршӑри «Шӑнкӑрав» фольклор ансамблӗ саламлама пынӑ. Елисеевсем ӑшӑ та ырӑ сӑмахсене чӑннипех те тивӗҫ. Геннадий Пантелеймонович тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Киров ячӗллӗ колхозра зоотехникра ӗҫленӗ. Ӑна нумай ҫул чунне парса ӗҫленӗшӗн «Хисеп палли» орденпа чысланӑ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ» ята панӑ. Вӑл халӗ те ялти ӗҫсене хастар хутшӑнать. Вӑл – Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ. Валентина Васильевна шкулта математика вӗрентекенӗнче, директор ҫумӗнче вӑй хунӑ. Унӑн «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» ят пур. Елисеевсем тӑватӑ ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ, тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пулӑшнӑ. Ҫемье Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче тӗслӗх шутланать. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Николай Угаслов Марта Зайцева юрӑҫа саламлать Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи «Янра, юрӑ» ушкӑн юрӑҫи Марта Зайцева сцена ҫине тухнӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ӗнер иртнӗ концертра чунтан саламлани пирки ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Конгресс ертӳҫи Мартӑна Чӑваш Патшалӑх Канашӗн тата ЧНКн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ, конгресс ятне ялан ҫӳллӗ шайра тытма ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрӑ» ушкӑна лекнишӗн Турра тав тӑвать иккен вӑл. Ҫак ушкӑнра юрлани ӑна пысӑк сцена ҫине ҫул уҫнӑ тесе шутлать. Марта Зайцева Тӑвай районӗнче 1985-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи уйрӑмне пӗтерсе вӗрентекен дипломне алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупӑрли — Юрий Зорин шӑл тухтӑрӗ Ҫак кунсенче чӑваш ЧНК хастарӗ, «Дентамед» акционерсен хупӑ обществин тӗп тухтӑрӗ Юрий Зорин ҫур ӗмӗрне паллӑ тунӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслани пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Юрий Александрович Чӑваш наци конгресӗн «Сывӑ наци» комитетне ертсе пынӑ май ҫамрӑк ӑрӑва спортпа явӑҫтарас енӗпе ырми–канми ӗҫлени пирки ӗнентерет ЧНКн пресс-служби. Вӑл тӑрӑшнипе ялӗсемпе хуласенче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ иккен. Пирус туртнин, эрех ӗҫнин тата ытти усал япала сиенӗ пирки Юрий Зорин вӗренӳ учрежденийӗсенче усӑллӑ калаҫусем нумай ирттерет-мӗн. 2007 ҫулта Юрий Александровича Куслакка ентешлӗхӗн ертӳҫине суйланӑ. Ю. Зорин тӑрӑшнипех пӗлтӗр Куславкка районӗн сумлӑ энциклопедийӗ кун ҫути курнӑ иккен. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, президиумӑн пайташӗсем тата ӗҫ тӑвакан комитет Зорина ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламласа шупӑр парнеленӗ, малашне те пархатарлӑ та яваплӑ ӗҫӗнче хастар пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Юрий Зорин Чӑваш «Айболичӗ» тесе Зорин тухтӑр пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби калать. Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн М.В. Игнатьевӑн хушӑвӗпе Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташне, «Сывӑ наци» комитет ертӳҫине, «Дентамед» акционерсен хупӑ обществин тӗп тухтӑрне Юрий Зорина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Юрий Александрович Зорин 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. 1992-мӗш ҫулта Юрий Александрович шӑл тухтӑрӗн дипломне алла илнӗ те юратнӑ ӗҫе кӳлӗннӗ. Юрий Зорин тухтӑра 2005 ҫулта Чӑваш Республикин Стоматологи ассоциацийӗн вице-президентне суйлаҫҫӗ, 2010 ҫулта вӑл «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» ята илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Александр Кириллов Республикӑра юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ кадр улшӑнӑвӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те хыпарласа тӑнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче те улшӑну пулнӑ. Сӑмахран, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР ШӖМӗн пуҫлӑхӗн ҫумне 52-ри Ольга Кузнецовӑна лартнӑччӗ. Ӗнертенпе ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пайне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа министр ҫумӗ Олег Яковлев паллаштарнӑ. Пуҫлӑх пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Унччен те вӑл шалти ӗҫсен пайнех ертсе пынӑ. Шупашкар районӗнчине. Министр ҫумӗ Олег Яковлев Кириллов пирки «хӑйӗн ӗҫне пӗлекен тата юратакан ҫын» тесе шухӑшлать иккен. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пая унччен ертсе пынӑ Григорий Григорьев ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |