Персона
Сергей Легостаев Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ черетсӗр сессийӗ иртесси, унта депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалли пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Палӑртнӑ кун сесси иртнӗ, унта прокурор кандидатурине тишкернӗ, халӑх тарҫисем кандидата ырланине палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Кисан облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Виталий Родионов профессор Паллӑ чӑваш литераторӗ Виталий Родионов профессор «Хыпар» хаҫат редакторне, Валерий Туркай поэта хирӗҫлесе каланӑ тесе пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Валерий Туркай «Хыпарта» 1990 ҫулсенчи наци юхӑмӗн ертӳҫи пулнӑ Атнер Хусанкай пирки памфлет пичетленӗ-мӗн. Унччен маларах, иртнӗ ҫулхи раштавра, Атнер Хусанкай «Время Чувашии» онлайн-кӑларӑма интервью панӑ. Унта Атнер Петрович Раҫҫейри политика тытӑмӗ хӑйне кӑмӑла кайманнине палӑртнӑ май «ирӗксӗрлӗх лару-тӑрӑвӗ тивӗҫтермест» тесе каланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех Атнер Хусанкай чӑваш литературипе ӳнерӗн хальхи вӑхӑтри тӑрӑмне ырласа калаҫман. Ун шучӗпе ҫавсем иккӗмӗш вырӑна тӑрса юлнӑн хӑш чух туйӑнаҫҫӗ иккен. Валерий Туркай редактор тата поэт Хусанкай шухӑшлавӗпе килӗшменнине палӑртса унтан тӑрӑхласа статья кӑларнӑ пулать. А. Хусанкай «паян суйлав ҫук» тени Туркая уйрӑмах килӗшмен имӗш. Унчченхи президент суйлавӗнче Туркай Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнине те аса илнӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Туркай шучӗпе чӑваш нацийӗ те, чӑваш культури те хальхи Раҫҫейре лайӑх туяҫҫӗ. Родионов профессор Туркай статйине хуравланине «Ирӗклӗ сӑмах» чӑвашла пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Шывра ишме алӑ кирлӗ-и? Ҫук иккен. Ҫакна пӗр тӗслӗх ҫирӗплетет. Шупашкарти «Спартак» спорт шкулне шывра ура пулӑшнипе ҫеҫ ишме вӗренекен ача ҫӳрет. Вӑл — 3-ри Кирилл. Хальлӗхе республикӑра ку пӗрремӗш опыт кӑна-ха, анчах витӗмӗ пур. Кирилл бассейна хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр кӗме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Амӑшӗ те унӑн кунтах, пӗчӗк ывӑлне ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Темиҫе уйӑх каялла пӗчӗк Кирилл бассейна кӗресси, ишме вӗренесси пирки никам та шухӑшлама пултарайман. Унӑн аллисем ҫук. Мӗн тӑвӑн — ҫапла ҫуралнӑ вӑл. Ашшӗ-амӑшне тухтӑрсем варти ачи кун пек ҫураласса систермен те. Ашшӗ Евгений Александров каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ шывра ҫурӑм ҫинче выртса тытӑнса тӑма пултарать. Ку ҫурӑм шӑмминине ҫирӗплетет — ара вӑл йӑлтах урипе тӑвать-ҫке-ха. Ҫемьене хула администрацийӗ пулӑшма тӑрӑшать. Халӗ ав ача бассейна тӳлевсӗрех ҫӳрет. Шыва ашшӗпе пӗрле чӑмать — кун пек шикленмест. Специалистсем кунашкал ачасем хӑйсене спортра тӗрӗслеме пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Анчах спортпа пӗчӗкренех, нимрен хӑрама пӗлмен чухне, туслашмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Юлашки вӑхӑтра республикӑри тӗрлӗ ведомствӑна ҫӗнӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Ҫурт-йӗр инспекцин лавне, акӑ, унччен ӗҫлӗх службин ертӳҫин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Димитриева шанчӗҫ. Федерацин налук службин республикӑри управленине Марина Петрова ертсе пыма тытӑнчӗ. Халӗ тата Суд департаменчӗн управленийӗнче ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерьян Петров Суд департаменчӗн «Правосудие» пулӑшакан информаципе аналитика центрӗн республикӑри филиалне ертсе пыма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Суд департаменчӗн управленине вара малашне Валентин Воронов ертсе пырӗ. Вӑл 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Комсомольски районӗнчи Янкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл экономист специальноҫне алла илнӗ. Ӗҫ биографине ревизортан пуҫланӑ, РФ Президенчӗн тӗп тӗрӗслев управленийӗн Атӑл-Вятка округӗнчи инспекцийӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче РФ президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ инспекцине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сулахай енче лараканни Марина Петрова Ӗнер Федерацин налук службин республикӑри управленине кам ертсе пырассине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршывӑн Финанс минситерствин хушӑвӗпе ҫак должноҫе Марина Петрована шаннӑ. Ҫак ятпа управленире канашлу иртнӗ. Канашлӑва тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пухӑннӑ: Федерацин налук службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи пуҫлӑхӗ В.Н. Губанов, федерацин Чӑваш енри инспекторӗ Г.С. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи И.Б. Моторин, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн ҫумӗ — финанс министрӗ С.А. Енилина, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи А.П. Мигушов, ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ А.В. Тимофеев, республика прокурорӗн ҫумӗ И.Г. Сахаров, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Л.И. Черкесов. Налукҫӑсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ май Губановпа Федоров Петрован ӗҫлес пултарулӑхӗ пысӑк тесе ырланӑ. Управленин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Ольга Никинӑна та ӗҫшӗн тав тунӑ. Марина Валерьяновна 1970 ҫулта Вӑрнарта ҫуралнӑ. Бухгалтер учечӗпе аудичӗ енӗпе специальноҫ алла илнӗскер налук службине 1995 ҫулта ӗҫлеме пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инспекцире вӑл пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, инспекцин пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Шанель пике» спектакльти самант Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылякан Василиса Петрова 55 ҫул тултарать. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ыран «Шанель пике» спектакль умӗн саламлӗҫ. Василиса Петрова Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме килнӗ. Унтанпа Василиса Петрова чылай сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра Н. Терентьевӑн «Пушар лашинче» — Ливадине, А. Заридзен «Вунсарккӑрта чухӗнче» — Маринӑна, Ф. Достоевский «Юрату мар ку — чирӗнче» — Аделаидӑна тата ытти асра юлмалли самай роле те вӑл ӗнентерӳллӗ вылянӑ. Ыранхи «Шанель пикере» 55-ри артистка Нина Андреевна пулса сцена ҫине тухӗ. Василиса Петрован хӑйне евӗрлӗхӗ шутне унӑн хаваслӑхне, шӳтлес ӑсталӑхне, чеченлӗхне кӗртеҫҫӗ. Вӑл психологи тӗлӗшӗнчен кӑткӑс сӑнарсене те, кулӑшлисене те пӗр пек ӗнентерӳллӗ вылять. Вӑл эпизодла сӑнарпа та асра юлма пултарни те ку енпе театрсем хушшинчи конкурса ҫӗнтерни те ҫавнах ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сергей Легостаев Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР Патшалӑх канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалла. Ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Рязань облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ. Регион прокурорне РФ тӗп прокурорӗ сӗннипе ҫӗршыв Президенчӗ ҫирӗплетет. Прокурорта чи нумаййи 10 ҫул ӗҫлеме юрать. Маларахри ларура ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем прокурор пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ун чух вӗсенчен ытларахӑшӗ ку должноҫе ютри ҫынна памасан лайӑхраххине палӑртнӑ иккен. Чӑваш Ен прокурорӗ пулмалли кандидатсен хушшинче маларах Тутарстанпа Мордва Республикин прокурорӗсем пирки те калаҫкаланӑ иккен. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма пуҫланӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче пурӑнакан Дмитрий Герасимовичпа Зинаида Яковлевна Даниловсем пӗрле пурӑнса хыҫа 60 ҫул хӑварнӑ. Ҫак тапхӑра вӗсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӗр-пӗрне хисеплесе ирттернӗ. Даниловсем кевер туя ҫемйипе уявланӑ. Дмитрий Герасимович чылай ҫул Ҫӗмӗрлери автобазӑра водительте, хими савутӗнче ӗҫленӗ. Зинаида Яковлевна автоҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Даниловсем пурӑна-киле Якуртушкӑнь ялне куҫса килнӗ. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Герасимович «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, Зинаида Яковлевна – шкулта. Вӗсем иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Мӑшӑр ывӑлӗпе хӗрне тивӗҫлӗ воспитани панӑран хӑйсене телейлӗ туяҫҫӗ. Вӗсем халӗ 5 мӑнукпа, вӗсен 4 ачипе киленеҫҫӗ. Даниловсем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Вӗсене кура ӳсекен ӑрун вӗренмелли пурах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Галина Кузнецова 55 ҫул тултарнине халалласа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ун чухнех Александр Пӑррта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле те кӑтартнӑ. Арсений Димитриев хӑнасене Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Юбиляра ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та саламлама пынӑ. Галина Юлиановнӑна театрта нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Театр артисчӗсем те ӑшшӑн саламласа автор юррине шӑрантарнӑ. Ҫак кун Галина Кузнецова йӑл кулӑпа ҫиҫнӗ, ӑна чечек ҫыххисем парнеленӗ. Театрта, фойере, Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан курав йӗркеленӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе кашниех киленме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Владимир Свешников Ҫакна ырӑ тӗслӗх вырӑнне хума пулать. Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ ҫав. Мӗн пытармалли: вулавӑшсем ҫӗнӗ кӗнекесемпе ҫав тери пуянах мар. Уйрӑмах – ялтисем. Вулавӑшсемшӗн чи пысӑк парне – кӗнеке. Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсем ҫак кунсенче питӗ савӑннӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, пӗр фирма филиалӗн директорӗ Владимир Свешников кӗнекесем парнеленӗ. Вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ вулавӑшсен фондне ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать. Кӗнекесенче юрату романӗсем нумай. Ара, хӗрарӑмсем вӗсене ҫав тери юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Пӗтӗмпе 180 экземпляр, 35 пин тенкӗлӗх, туяннӑ. Вӗсен йышӗнче Н.Козлов публицистӑн, психологӑн кӗнекисем те пур. Ачасем вара вулавӑшра Т.Крюковӑн, Е.Усачевӑн, Л.Чарскаян «Тӗнчене пӗл» серинчи кӗнекесем пурришӗн савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |