Паян Чӑваш Енри паллӑ тӗпчевҫӗ, литератор, профессор, фолькорист тата поэт Виталий Родионов (Сувар Эрдиван) 70 ҫул тултарнӑ.
Виталий Григорьевич чӑваш литературине тата ҫырулӑхне, чӑваш сӑввин хӑйне евӗрлӗхне тӗпченӗ. Фольклора та вӑл тӗпчет.
Вӑл — 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, вӗрентӳ тата методика пособийӗсен авторӗ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Чувашский стих», «Чувашское и тюркское стихосложение», «Революцичченхи чӑваш литератури (XX ӗмӗрччен)», «Этнос. Культура. Слово», «Ермей Рожанский: жизнь и творчество», «Чувашская литература 1909-1917 годов» тата ыттисем.
1960 ҫултанпа вӑл сӑвӑсемпп поэмӑсем ҫырма пуҫланӑ. Тӗрлӗ ҫулта унӑн «Вӗҫев», «Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем» кӗнекисем кун ҫути курнӑ.
Тимĕр Акташ // 3022.60.8780
2017.10.05 22:58 | |
Ҫуралнӑ кун, юбилей ячӗпе Виталий Григорьевича саламлатпӑр! Сирӗп сывлӑх, ҫивӗч калем, ӑнӑҫу, вӑрӑм кунҫул сунатпӑр! |