Персона
Леонид Лебедев сенатор Чӑваш Енрен сенатора кайнӑ Леонид Федоров хӑйӗн полномочине вӑхӑт тухичченех пӑрахма шут тытнӑ. Ҫак утӑма вӑл мӗншӗн тунине унӑн пресс-секретарӗ Константин Шварцкопф ҫапларах ӑнлантарнӑ: «Эп хамӑн полномочине вӑхӑт ҫитичченех пӑрахас терӗм, мӗншӗн тесен Федераци Канашне сиен кӳрекен тӗрлӗ калаҫу объекчӗ пулас теместӗп. Хамӑн малашнехи плансем пирки каласан, оппонентсем пӑснӑ саккунлӑ правасене суд урлӑ хӳтӗлессипе ҫине тӑрӑп». Чӑваш Енрен сенатора кайнӑ Леонид Лебедев хӑйӗн полномочине пӑрахасси пирки ҫырса панӑ. Ӑна паян Федераци Канашӗн пленарлӑ ларӑвӗнче пӑхса тухмалла. Асӑннӑ органӑн вице-спикерӗ Юрий Воробьев Лебедев тупӑш тата пурлӑх пирки деклараци тӗрӗс тӑратнипе тӑратманнине тӗрӗслессине пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Тӗрӗслеве пуҫӑнма РФ Президенчӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен управленийӗн кӑтартӑвӗ хистенӗ-мӗн. Леонид Лебедев хӑйӗн тупӑшне 97,2 миллион тенкӗ ытларах кӑтартнӑ. Уйрӑм ҫурт-йӗр тума унӑн пилӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур иккен, усламҫӑра ӗҫлеме – пӗр участок, пурӑнмалли виҫӗ пӳрт тата 10 хваттер. Сенаторӑн сакӑр машина: «Феррари», «Тойота Тундра», икӗ тӗрлӗ БМВ, икӗ «Мерседес Бенц» (300ЭС и ЭС500 4 Матик), ГАЗ 21М тата ЗИС 110. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Мускавра кондитерсен MODERNBAKERYMOSCOW 2015 конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарта вӗренекен студентка пӗр номинацире ҫӗнтерме пултарнӑ. Жюри вӑл торта илемлетме пултарнине пысӑка хурса хакланӑ. Конкурс ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче иртнӗ. Людмила Румянцева Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренет. Жюрире Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн вице-президенчӗ Александр Прокопович тата Коркунов шӑккалат шкулӗн директорӗн ҫумӗ Елена Сучкова пулнӑ. Жюри председателӗн вырӑнӗнче Германири SweetART команири Роберт Оппенедер пулнӑ. Конкурсҫӑсен ӗҫӗсене тӑватӑ номинацире хакланӑ: юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), профессионалсен йышӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), шӑккалатран хатӗрленӗ чи лайӑх ҫимӗҫ, сахӑртан тунӑ чи лайӑх ҫимӗҫ. Ӑмартӑва Мускаври, Пятигорскри, Брестари, Дон ҫинчи Ростов хулинчи, Шупашкарти тата ытти хулари кондитерсем хутшӑннӑ. Шупашкар студентки 14 кондитерпа пӗрле юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси) номинацире тупӑшнӑ. Вӗсем икӗ сехет хушшинче торт илемлетнӗ. Ҫапла Людмила Румянцева пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Нумаях пулмасть Олег Таланов депутат пула Шупашкарта оперӑпа балет театрӗ ҫывӑхӗнче авари пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ӳсӗр пулнӑ тесе сас-хура сарӑлнӑччӗ. Унтанпа вӑхӑт нумай иртмерӗ. «Халӑх тарҫи» аварире хӑйӗн айӑпне туйса «Ҫыхӑнура» канашлӑва ҫыру ҫырса каҫару ыйтнӑ. Унӑн ҫырӑвӗпе паллашма сӗнетпӗр. Паллах, вӑл ӑна вырӑсла ҫырнӑ. Эпир ӑна чӑвашла текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшӑпӑр. «Ырӑ кун! Эпӗ Олег Таланов. Аварире айӑплӑскер. Эпӗ сире ку пулӑм пирки тӳррӗнех пӗлтересшӗн. Пулни-иртни пирки чунран шеллетӗп. Хама ҫеҫ айӑплатӑп. Хама каҫараймастӑп — руль умне кун пек чухне лармалла марччӗ. Ҫав каҫ унта ҫитнӗ Альберт Ильинпа унӑн ӗҫтешӗсем тӗрӗсех пулчӗҫ. Ҫӳлти Турӑ ман ҫине сасӑ хӑпартрӗ. Аварире суранланнӑ ҫыннӑн сывлӑхне питех вӑйлӑ сиен кӳменни енчен ӑннӑ мана. Вӑл урапара пӗччен пынӑшӑн, манӑн айӑп питӗ пысӑк хурлӑх кӳменшӗн Турра тав тӑватӑп. Ку маншӑн урок. Питӗ вӑйлӑ урок. Хама валли пӗтӗмлетӳ турӑм, никама та кун пек лару-тӑрӑва лекме сунмастӑп. Сирӗн умра айӑплӑ эпӗ. Хамӑн юлташсемпе ӗҫтешсен умӗнче те. Каҫарӑр». Унтан Олег Таланов канашлура сӳтсе явнине кура хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Валерий Яковлев Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев Раҫҫей наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. «Ылтан маска» фесиваль президенчӗ Георгий Тараторкин наци премийӗн лауреачӗсемпе паллаштарнӑ май ҫапла каланӑ: «Вӗсем пурнӑҫне театра парнеленӗ». Ҫав лауреатсен йышӗнче Валерий Яковлев та пулнӑ. Шел те, чыславра Валерий Яковлев тата Майя Плисецкая пулайман. Валерий Яковлев ҫав вӑхӑтра сипленнӗ-мӗн. Анчах «Ылтӑн маска» чыслава унӑн мӑшӑрӗ Нина Яковлева актриса кайнӑ. Шӑпах Нина Яковлева наградӑна Шупашкара илсе килнӗ. Кӑҫал театр ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн номинацире Армен Джигурханян актер, Майя Плисецкая балерина, нимӗҫ режиссерӗ Петр Штайн ҫӗнтернӗ. Валерий Яковлевшӑн вӗсемпе пӗр ретре тӑрасси те пысӑк чыс. Аса илтерер: пӗлтӗр Валерий Яковлев 75 ҫул тултарнӑ. 50 ҫулне вӑл театра парнеленӗ. Унӑн спектаклӗсене халӑх юратса курать. Вӑл «Ылтӑн маска» фестивальте икӗ хут жюри пулнӑ. Халӗ ав хӑй те ку хисепе тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ирина Спиридонова ЧР Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗ те хӑйне евӗр конкурс ирттерет. Унта ҫулталӑкри чи лайӑх вулакана тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ. Конкурса вулавӑша ҫӳрекенсем пурте хутшӑнӑҫҫӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекен Ирина Спиридонова хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑлах «Вулав лидерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ирина Спиридонова вулавӑша кашни эрнере килсе кӗнеке куравӗсемпе паллашать, ҫӗнӗ кӗнекесене алла тытать, журналсемпе кӑсӑкланать. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлекен хӗрача вуласа тухнӑ кӗнекесем пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет. Вӑл ҫутҫанталӑк, чӗрчунсем пирки ҫырнӑ кӗнекесене кӑмӑллать-мӗн, фантастикӑпа кӑсӑкланать. Ирина Спиридоновӑна ЧР Наци вулавӑшӗнче номинацире ҫӗнтернӗшӗн Дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри шкулта вӗренекен Мая Егорова «Баллада о маленьком сердце» мюзиклта тӗп сӑнара вылӗ. Премьера Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче пулӗ. Пирӗн ентеш суйлав тапхӑрӗсем витӗр тухса ҫӗр-ҫӗр ачаран малта пулма пултарнӑ. Мая Мускавра иртнӗ «Ылтӑн нота» конкурсра Лара Фабиан репертуарӗнчи Адажио Альбиноние выляни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Жюрире пулнӑ Иосиф Кобзон, Олег Газманов, Алексей Кортнев, Николай Агутин пултаруллӑ ачана тӳрех асӑрханӑ. Музыкӑпа цирк театрӗн элчисем вара ӑна «Баллада о маленьком сердце» ҫӗнӗ мюзикл кастингне йыхравланӑ. Мая Егорова икӗ суйлав витӗр тухнӑ, ҫапла ӑна тӗп роле выляма шаннӑ. Мюзикл ачасем пирки. Вӗсем ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Майӑн сцена ҫинче 10 сехет 10 ытла юрӑ шӑрантарма тивӗ. Репетици кашни кун пырать. Мая халӗ Турцире иртекен тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен вокал конкурсне те хутшӑнма хатӗрленет. Мая 12 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл чылай ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурсра гран-при ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Паттӑрлӑх урокӗ» иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциаци членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, тӗрлӗ фестивальсен лауреачӗ, паллӑ юрӑҫ Александр Мингалев ертсе пычӗ. Александр Мингалев спецназ ветеранӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Грозный хулинче хӗсметре пулнӑ, шӑпах ҫавӑнпа вӑл хальхи вӑхӑтра мире хирӗҫ кӗрешекен акцисене хастар хутшӑнать. Хӑйӗн чылай юррине вӑл Ҫурҫӗр Кавказра ҫырнӑ. Малтанах юрӑҫ аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май пухӑннисене ветерансене тивӗҫлӗ шайра чыслама, вӗсене пулӑшма чӗнсе каларӗ. Пулас салтакӑн мӗнлерех пулмалли, сиенлӗ йӑлапа туслашмалла марри ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑрҫӑ ҫухатусӑр пулмасть, юрӑҫ хӑйӗн ача чухнехи тусӗ Олег Беспалов душмансене хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫне хуни ҫинчен пӑлханса каласа пачӗ. «Нас Грозный ждет», «Вернуться бы домой», «Это наша работа», «Псковский десант» юрӑ сӑмахӗсем пуля-мина хушшинче ҫуралнӑран чуна пырса тивеҫҫӗ. Галина Ордем ҫыравҫӑн ывӑлӗ те Чечняра пулнӑ. «Российский солдат» юрӑ сӑмахӗсене вӑл Раҫҫей салтакӗсене халалласа ҫырнӑ. |
Персона
Николай Федоров Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Николай Федорова ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗнчен хӑтарасси пирки юлашки вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче сас-хура вӑйлах ҫӳрерӗ. Хӑйӗн ӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитереймест тесе те шухӑшлама пӑхрӗҫ хӑшӗсем, Чӑваш Ене прокурор пулса килет пуль текен те тупӑнчӗ. Халӗ акӑ пӑх та кур: Николай Федоров малашне Владимир Путина канашпа пулӑшса тӑрӗ. Кун пек йышӑнӑва РФ Президенчӗ паян йышӑннӑ. «Ял хуҫалӑх министрӗнче эсир виҫӗ ҫул ӗнтӗ ӗҫлетӗр. Отрасле аталантарма нумай турӑр. Юлашки уйӑхсенче ял хуҫалӑхне хальхи условире аталантарма план хатӗрлессипе ҫине тӑтӑр», — ырланӑ Николай Федорова Владимир Путин. Унтан ӑна ӗҫшӗн тав тунӑ, малашне тата час-часрах тӗлпулса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Иосиф Кобзон Чӑн-чӑн ӑстасен пултарулӑхне хаклама пӗлекенсемшӗн ӗнер Чӑваш Енри концерт учрежденийӗсенчен пӗринче чӑннипех те сумлӑ ӑстасем пулнӑ. Ку вӑл — СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон. Совет тата Раҫҫей эстрадин мэтрӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнинен халалласа концертпа ҫӳрет иккен. Шупашкарта вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухнӑ. Ӗнер 19 сехетре пуҫланнӑ концертра Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли те пулнӑ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин профессор ертсе пыракан ушкӑн СССР халӑх артисчӗпе пӗрле куракан патне темиҫе хайлав ҫитернӗ. Концертчен Иосиф Кобзонпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫни пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Юрӑҫ А.Г. Николаев летчик-коммонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексне те ҫитсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Министр ҫумӗ пулнӑ Алексей Новиков Чӑваш Енре ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева ӗҫрен хӑтарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем экс-министр хӑй вӑхӑтӗнче (министрта чухне) вӑрмана саккунлӑ мар касса сутнипе 300-е яхӑн миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Сӑмах май, пӗр кун маларах тата тепӗр улшӑну пулса иртнӗ. Вӑл та — правительство шайӗнче. Министрпах ҫыхӑнман та, анчах министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин информаци политикин министрӗн ҫумне Алексей Новикова ӗҫрен хӑтарасси пирки Хушу кӑларнӑ. Министр ҫумӗ пулма тек мӗншӗн тивӗҫ маррине палӑртман. 37 ҫулти министр ҫумӗ пулнӑ ҫав ҫынна ку пукана 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шанса панӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |