Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫеҫпӗл Мишши музейне хупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.12.2021 05:51 | 1696 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Надежда Лисоваян Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Надежда Лисоваян Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнӑ. Украинӑри хастар асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче ӗнер пулнӑ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.

Шкулта уҫнӑ Ҫеҫпӗл музейне хупнӑ. Халӗ гимнази террторийӗнчен Ҫеҫпӗл бюстне ӑҫта илсе каймалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.

«Шел пулин те общество япӑхса пырать. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем бюст ҫинче кам сӑнланнине пӗлменни мана тӗлӗнтерчӗ тата пӑшӑрхантарчӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Надежда Лисовая.

#музейсем, #шкулсем, #астӑвӑм, #Украина, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2532.71.3915
2021.12.02 11:33
Agabazar
Тĕлли-паллисĕр сÿпĕлтетмеле мар. Пурпĕрех эсĕр Украинăна кайса хăвăра кирлĕ пек йĕрке туса хураймастăр. Остёрти Çеçпĕл еткерĕ темĕн урăххи патнелле трансформациленме пултарать. Эсĕр çавна ниепле те тытса чарма пултараймастăр.

Кам вăл Лисовая? Шутсăр хăватлă эксперт-и? Апла мар пуль.
Антонина Андреева // 1251.57.6853
2021.12.02 19:58
Надежда Лисовая Украина́ри ча́вашсене пе́рлештерекенни, пе́рле́хе́н ерту́çи пулса е́çлене́ пе́р 10 çул ытларах, хале́ - ерту́çин çуме́.
Надежда Ивановна ха́йе́н укçине нумай та́каклана́ Остер шкуле́нче Çеçпе́л музейне çе́не́рен уçма.
Поэтпа çыха́нна́ тата ытти е́çсене те йе́ркелесе пына́ ва́л, нухратне нумай та́каклана́.
Agabazar // 3132.53.5393
2021.12.03 04:26
Agabazar
Тӑккаланӑ пуль-ха та, анчах та эпир пурпӗрех ним те тӑваймастпӑр. «Тумалла» тесе ыйту тӑратма та тивӗҫ-ирӗк ҫук.
Украина патнелли ҫыхӑнусем пӗртен-пӗр Ҫеҫпӗл тавра ҫеҫ ҫаврӑнмалла мар. Урӑх сюжетсем те пайтах.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.05 15:25
Чее Акапасар "ним те тӑваймастпӑр,тивӗҫ-ирӗк" ҫук тесе ӗнентересшӗн? Пирӗн Ҫеҫпӗл Мишин фончӗ пур пулсан ялавӗ аллисенче пулмалла. Уҫӑ ҫырусем министерствӑсене,тен Зеленский патне те ? Финанс енчен илсен пирӗн "хамӑр ҫын" текекн банкирсем те пур , е ҫук ?
Agabazar // 2985.04.0224
2021.12.05 17:29
Agabazar
Ҫеҫпӗл фончӗ сан мар вӑл, Валери Туркайӑн. Ҫын аллинчи кукӑле ан хапсӑн.
Хапсӑнан пулсан, тыт та ху ҫавнашкал фонд туса хур. Ячӗ «Ҫеҫпӗл-2 фонд» пулма пултарать.
А эс сасартӑк темӗнле «Зеленский» патне «ҫырусем» ҫырма тытӑнсан, сана милиццисем шӑнкӑрт! ҫеҫ тытса каяҫҫӗ.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.06 19:41
Ҫыннисене ахальтен ан хӑратса лар Акапасар. Милици тахҫанах ҫок. Фонт тенӗ пулсан фонт пулмалла ,кӗсьери хунар пулмалла маррине пурте ӑнланаҫҫӗ. Украинӑпа пирӗн вӑрҫӑ ҫок, темиҫе политиксен пуҫӗнча анчах вӑл, ҫавӑнпа ҫыруне ҫырма чаракан ҫок. ЧРФ М.СЕСПЕЛЯ ЧУВАШСКИЙ РЕСПУБЛИКАНСКИЙ ФОНД МИХАИЛА СЕСПЕЛЯ. Телефон
+7 835 262-58-89
Электронная почта
valeriturgay@mail.ru
Agabazar // 2697.76.6666
2021.12.06 22:54
Agabazar
Эре, туса хур эппин Фондна, ма тумастăн!

«Ан ту!» тесе каламаççĕ вĕт сана.

Анчах та санран пулмасть. Валери Туркай мĕншĕн пултарнă? Ăçта вăрттанлăх.

«Вăрттăнлăхĕ» çукпа пĕрех. Вăл çапларах уçăлать; Фонд валли укçа парас текенсем Валери Туркая шанаççĕ, ылттăн-кĕмĕле тĕлли-паллисĕр салатса пĕтермессе шанаççĕ.

Микулана шанма пулать-и ку тĕлĕшпе? Çук, шанма кирлĕ мар.

Ну, Фонд укçине хăйĕн валли канихвет-перемĕк-шокколоат илсе тултарать пулсан тарам-ха. Вăл темех мар. Анчах та вăл йывăррăн пухăннă укçи-тенкине темĕнле «Зеленский» йышши авантюристсемпе çыру çÿретсех шыв пек юхтарса ярать.

Чĕлхипе çеç «хастар» вĕсем, Микуласем.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.07 19:19
Фонтсем пирки ,Акапасар, пӗлместӗн. Музей шӑпине Зеленский татса пама пултарать пулсан ҫылӑх пулас ҫук уҫӑ ҫыру ярсан та .анчах та молчалинсен ӗҫӗ мар "кнешно" ҫӳлтен хушманнине тума.
Agabazar // 3467.27.4021
2021.12.07 20:47
Agabazar
Йăлтах анраса кайнă çын çеç çапла çавăрттарса хума пултарать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем