Вӗренӳ
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме йыхравлать. Ун пеккисем пилӗк аслӑ шкул таран иккен: Мускавра академи, Санкт-Петербургра университет, Воронеж, Иваново тата Екатеринбург хулисенче институтсем. Вӗсенче «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫпа специалистсене тата бакалаврсене хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлӗве куҫӑн майпа ӑша хывтараҫҫӗ. Вӗреннишӗн укҫа тӳлемелле мар. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӳлевсӗр апатлантарассине, укҫа пырса пулӑшассине, ҫи-пуҫ тата вӗреннӗ вӑхӑтра пурӑнма вырӑн уйӑрса парассине пӗлтереҫҫӗ. Унта вӗренме кӗрес текенсен салтака кайма «А» ушкӑнпа юрӑхлӑ пулмалла. Пӗрлӗхлӗ экзамена лайӑх тата питӗ лайӑх паллӑпа тытнине тӗпе хураҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин аслӑ шкулӗсене 24 ҫула ҫитичченхисене йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ведомствӑран ыйтса пӗлме май пуррине ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Культура ҫулталӑкне ирттернӗ май вӗсен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемеллех тесе шут тытнӑ май Етӗрне районӗнче ӳкерме, юрлама вӗрентекенсеме технологи учителӗсене ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пултарнӑ. Унта вӗсем «Раҫҫей гуманитари, информаци тата культура уҫлӑлӑхӗнче» темӑна сӳтсе явнӑ. Маларах каланӑ предметсене ӑша хывтаракансем ача чӑн-чӑн ҫын пулса ӳстӗр тесе мӗнле меслетсемпе усӑ курнине тишкернӗ. Ҫак ӗҫе лайӑхлатас тесен мӗн тумалли пирки те калаҫнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ информацире кам мӗнле доклад туни таранах асӑнса кайнӑ-ха. Ларура калаҫнин тӗп шухӑшӗ, унта калани тӑрӑх пӗтӗмлетсен, ака уйӑхӗнче музейра Н.П. Петрова тата В.Г. Петрова вӗрентекенсен куравне йӗркелесси. Тата унта хӑш-пӗр вӗрентекенӗн опычӗпе паллашма май килнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ 9-мӗш колонире ларакансем ҫак кунсенче алла диплом илнӗ. Вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан хута вӗсене Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн преподавателӗсем тыттарнӑ. Ҫапла, тӗрмере те вӗрентеҫҫӗ. Алла специальноҫ илни ирӗке тухсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, айӑпланнӑ ҫынна пурнӑҫра хӑй вырӑнне тупма ҫӑмӑллатать ҫав хут. Ҫӗрпӳре ларакансем «зоотехник» специальноҫа алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Конкурсри ӗҫсенчен Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ. Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене электрон кӗнекесемпе вӗрентме пуҫласшӑн. Халӗ унта enTourage eDGe 2.0. икӗ экранлӑ электронлӑ панель хатӗрсенчен тӑракан мобильлӗ класа сӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа унпа биологи, истори, георграфи тата обществознани предмечӗсене ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш классем вӗренеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра улттӑмӗшсемпе ҫиччӗмӗшсем валли математикӑпа тата вырӑс чӗлхипе программа килессе шанаҫҫӗ. «Ку вӑл пӗр предмета вӗренмелли учебник мар. Кашни комплекс Wi-Fi мелӗпе мӗнпур предмет вырнаҫнӑ портпа ҫыхӑнать. Экран ҫине текстсем, таблицӑсем, урокӑн видеовӗ тухать-мӗн. Иккӗмӗш экран тӑрӑх вара вӗрентекенпе вӗренекен ҫыхӑнать иккен. Электрон комплексӗ ачасене йывӑр шкул сумкинчен хӑтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шкула вӗренӳ кӗнекисене кӑна мар, дневникпа тетрадь те исле кайма тивмӗ — портал ҫинче ача миҫе илни те, вӑл задачӑна епле пурнӑҫлани те упранса юлать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӳкеҫри 27-мӗш професси училищине Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫапла йышӑну патне «патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе» пырса тухнӑ-мӗн. Ятарлӑ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Кӳкеҫри училищене 1979 ҫулта уҫнӑ. 2011 ҫулта вӑл автономи учрежденийӗ пулса тӑнӑ. Халӗ унта автомеханиксене, трактӑрҫӑсене, машина-трактор паркне техника тӗлӗшӗнчен тытса тӑракан тата юсакан ӑстасене вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Училище пурлӑхӗ шутланни ӳлӗмрен техникум аллине куҫать. Тепӗр енчен, ҫапла калани тӗрӗсех те мар пулӗ. Вӗсем иккӗшӗ пӗр учреждени пулса тӑраҫҫӗ-ҫке. Училищене тата техникума тытса тӑма 2014–2016 ҫулсенче уйӑрма палӑртнӑ укҫа малашне пӗр кӗсьене — ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ учреждение — кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Муркаш районӗнче ҫак ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри акцин вырӑнти тапхӑрӗ иртнӗ. Конкурса ҫамрӑксен хастарлӑхне ӳстерес, ҫӗршывӑн хальхи вӑхӑтри ыйтӑвӗсене татса пама хутшӑнтарас тӗллевпе ирттернине пӗлтереҫҫӗ. Проекта хутшӑнакансен, пултарулӑха тӑватӑ направленипе кӑтартмалла пулнӑ. Кам хӑш енпе вӑйлӑ темелле ӗнтӗ. Экологи енӗпе пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене никам та тивӗҫмен. Виҫҫӗмӗшне Москакассинчи вӑтам шкул тухнӑ. «Социаллӑ ыйтусем» направленипе Орининӑри шкул ҫӗнтернӗ, иккӗмӗшӗнче — ҫатракассисем, виҫҫӗмӗшӗнче — сыпайкассисем. «Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем» ятлипе виҫҫӗмӗш вырӑнпа кӑна хавхалантарнӑ. Ӑна шатракассисем аван хатӗрленӗ тесе йышӑннӑ. «Гражданла пуҫару» направленире муркашсене тата чуманкассисене палӑртнӑ — вӗсем пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман. Районта ҫӗнтернисен хӑйсен ӗҫӗсене республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енре Вожатӑйсене хатӗрлекен центр уҫӑлнӑ. Аслӑ шкулсенче, техникумсенче, колледжсенче ӑс пухакансем 2 уйӑхлӑх курсра пӗлӗве туптӗҫ. Унта ҫӳрекенсене парктика психологийӗ, педагогика, ачасемпе ӗҫлес енпе ӑс-тӑн парӗҫ. Калаҫма-тытма вӗсене хӑнӑхтарӗҫ. Вожатӑй пулас шухӑшлисемпе опытлӑ педагогсем ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ. 2014 ҫулта Раҫҫейӗн студентсен отрячӗн регионти уйрӑмӗ 3 пин ытла студента ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртать. Асӑннӑ пӗрлешӳ урлӑ суйланнисем ытти ҫулсенче хамӑр патра кӑна мар, Мускав облаҫӗнчи, Краснодар крайӗнчи уйлӑхсенче те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Лицейра хӑй вӑхӑтӗнче вӗреннисем Мускавра ирттернӗ акци саманчӗ Герман Лебедев ячӗллӗ наци лицей-интернатӗнчи тӑрӑм пирки республикӑн прокуратури суда тавӑҫпа тухас шухӑшлӑ иккен. Ҫакӑн пирки «Справедливая Россия» (чӑв. Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ку информацие «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ. Лебедев ячӗллӗ лицей тавралли шӑв-шав 2012 ҫулхи ҫулла пуҫланнӑччӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ ишӗлсе пырать, йӑтӑнса анас хӑрушлӑх пур тесе ӑна хупма йышӑннӑччӗ. Малтанласа ӑна юсама хупма пулчӗҫ. Кайран шкул-интерната Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи ҫумне туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫтарма йышӑнчӗҫ. Лицей-интерната ырӑ тӗллевпе хупнине ӗнентернине ҫынсем шанмасӑртарах йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. «Лицей вырӑнӗнче пӗр-пӗр суту-илӳ ҫурчӗ хӑпартса лартӗҫ», — тесе иккӗлекенсем те пулнӑччӗ. Халӗ ку ыйтупа Чӑваш Ен прокуратури кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Шупашкар админситарицийӗн ӗҫне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн асӑннӑ орган вӗренӳ, ҫемьене тата пултаруллӑ ачасене тӗкӗ кӳрессинче кӑлтӑксем палӑртнӑ иккен. Прокуратура шучӗпе «асӑннӑ органсем» лицей-интерната чылай вӑхӑт юсаман, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ кӑлтӑксене пӗтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ. «Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |