Вӗренӳ
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче вӗрену заведенийӗсенче воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумсемпе канашлу иртнӗ. Унта аслӑ шкулсенче тата професси пӗлӗвӗ паракан техникум-колледжсенче воспитани енӗпе вӑйлӑрах ӗҫлемелле тесе йышӑннӑ. Ларура Шупашкарта вӗренӳ проекчӗсене тӑвас ӗҫе те сӳтсе явнӑ. Унта палӑртнӑ тарӑх, 1-мӗш курса килекен студентӑн вӗренӳ заведенийӗпе, студентсен канашӗпе, студентсен ытти хӑйтытӑмлӑхӗпе паллашмалла. Ҫавӑн пекех «Проект шкулӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ. Унпа килӗшӳллӗн студентсене проектсем хатӗрлеме, вӗсене хӑтлама, хӳтӗлеме вӗрентӗҫ. Пӗр сӑмахпа, грант конкурсӗсене тӑртамашкӑн хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Мускавра ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫӗсен X Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна вырӑссен паллӑ ӑсчахӗ Дмитрий Иванович Менделеев ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куҫӑн мар майпа ирттернӗ суйлава 2 000 яхӑн ӗҫ хутшӑннӑ. Конкурса вара Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен 320 ача килнӗ. Конкурса нарӑсӑн 8-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Шӑпах ҫав кун Дмитрий Иванович Менделеев ҫуралнӑ тата Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кунах ӗҫсен хӳтӗлевӗ иртнӗ. Кашни секцире 35 доклад таранах пулнӑ. Конкурсра Чӑваш Енрен те хутшӑнакансем пулнӑ. Вӗсем унта каяс умӗн регион шайӗнче иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пирӗн ентешсем те пур. Сӑмахран, Мария Быстрякова («Карӑш» экологи-биологи центрӗ) 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑслӑлӑх ертӳҫисем — Евгений Синичкин тата Петр Омельченко. Шупашкарти электромеханика колледжӗнче вӗренекен Людмила Ухлейкина (ӑслӑлӑх ертӳҫи Наталия Гришина) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Алина Савульчук та номинацире лауреат ятне илнӗ. Конкурсра малти вырӑнсене йышӑннисене медальсемпе чысланӑ. Вӗсене «Вӗренӳ» наци проекчӗн («Пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшасси» енӗпе) премине илмешкӗн конкурса тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тата вӗренекенсен патриотла ӑнланулӑхне йӗркелес тӗллевпе Йӗпреҫ районенчи Пучинкери вӑтам шкулта шкулта кашни ҫулах халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен пырӗ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче шкулта хӑюлӑх урокӗсем, класс сехечӗсем, ҫар тата тӑван ҫӗре хисеплес темӑпа конкурссем, ҫавӑн пекех тӗрлӗрен савӑнӑҫлӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Акӑ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Янӑра, салтак юрри — 2014!» юрӑ фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе 7-мӗш хут пуҫтарчӗ вӗренекенсене ҫак фестиваль. Шкулӑн пуху залӗ 6 урок хыҫҫӑн ачасен хаваслӑ сассипе тулчӗ. Кунта вӗренекенсемсӗр пуҫне вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, ӗҫ ветеранӗсем те килнӗ. Сцена ҫине умлӑн-хыҫлӑн 1-мӗш класра вӗренекенсенчен пуҫласа 11-мӗш класра вӗренекенсем хӑпарчӗҫ, тӗрлӗ вӑхӑтри салтак юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашни класӑн хӑйӗн тумӗ: пӗрисем — моряксем, вӗсем тинӗс салтакӗсен юррине юрларӗҫ, теприсем — летчиксем, вӗҫевҫӗсен юррине юрларӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем — танкистсем, пограничниксем тата ытти те. |
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире семинар иртнӗ. Унта вӗренӳри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Семинара ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ирттернӗ. Светлана Петрова Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Халӗ ППЭне тытмалли кашни пунктра металлодетекторсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫакна шкул ачисем экзаменра планшетпа, карас телефонӗпе, ытти хатӗрпе усӑ ан курччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнмасан экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмеҫҫӗ. Семинарта вӗренӳ кӗнекисем пирки те калаҫнӑ. Вӗсене тӳлевсӗр параҫҫӗ. Ытларахӑшне республика туянать. Ҫавӑн пекех кӑҫалтан пуҫласа медальсем пама пӑрахнине, аттестатсем кӑвак тӗслӗ ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Семинар ӑсталӑх класӗсемпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет. Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӗнче тетелне тухни, кашни ача аллинче карас телефонӗпе хальхи вӑхӑтри ытти хатӗрсемпе усӑ курни вӗренӳре кансӗрлет тетпӗр-ха та, анчах хӑш чухне вӑл та кирлӗ. Сусӑр ачасене карас интернечӗ вӗренӳре пулӑшмалла та. Кун пирки республикӑн Информаци политикин министерстви пӗлтерет. Ачасене килте ларса пӗлӳ тӗнчине кӗме карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗри май туса панӑ. Вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ тытӑмӗ хальлӗхе Чӑваш Енри 55 ял-хулара вӑя кӗнӗ. 3G модемсем тата роутерсем пулӑшнипе ачасем онлайн меслечӗпе видеоуроксенче лараҫҫӗ, учительсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ, экзамен та ҫаплах тытӗҫ. Ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен оператор сигнал вӑйлӑрах пултӑр тесе ачасене ятарлӑ антеннӑсем тӳлевсӗр валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче республикӑн чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахӗсене палӑртнӑ. Конкурса 35 ҫула ҫитичченхи 9 ученӑй хутшӑннӑ. Вӗсен вӑтам ҫулӗ — 32-33 иккен. Конкурса виҫӗ номинаципе ирттернӗ. Естествӑллӑ ӑслӑлӑхсен енӗпе чи лайӑх ӑсчах ятне хими ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Алексей Ерёмкин тивӗҫнӗ. Органика хими енӗпе вӑл 60-а яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ иккен. Техника ӑслӑлӑхӗсен енӗпе физикӑпа математика кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн математика тишкервӗн кафедра заведующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Тихонов ҫӗнтернӗ. Социогуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе юлашикнчен асӑннӑ аслӑ шкулта педагогикӑпа яковлевоведени кафедрин доцентӗнче тӑрӑшакан Игорь Кожанов мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалласа акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем районти 5-6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче интеллектуаллӑ марафон ирттерчӗҫ. Марафона Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӗн виҫӗ ушкӑнӗ, Питӗркасси тата Атнар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем, Шулю, Тури Ҫӗрпӳкасси тата Штанаш тулли мар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Программӑна Наталия Артемьева ертсе пычӗ. Командӑсем пухӑннисене хӑйсемпе акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Унтан кашни команда спорт тата сывӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшрӗ: Олимпиада символӗн пилӗк ункине парӑнтарма сӑвӑ калама, физкультура тума та тӗрлӗ конкурссем витӗр тухма тиврӗ ачасен. Хӗрлӗ Чутайри 5-мӗш класра вӗренекенсем «Тухтӑр сӗнӗвӗсем» сценка лартса пачӗҫ, витаминсемпе паллаштарчӗҫ. 11-мӗшӗнчи Анжела Патьянова, Любовь Катюкова тата Юлия Инжебейкина хаваслӑ кӗвӗпе пухӑннисене ташлаттарчӗҫ. Командӑсенчи вӗренекенсем марафонта хӑйсем акӑлчан чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартса пачӗҫ. |
Вӗренӳ
![]() Республикӑн Вӗренӳ министерстви Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн логотипне палӑртма конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта камсем хутшӑнма юрассипе асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать. Кӗскен каласан, унта хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Кӑмӑл тата илеме туйма тата кӑтартма пӗлни, шухӑша уҫса пама пӗлни кӑна кирлӗ тесен те юрать. Ҫӗнтерӳҫӗ-логотипа кайран интернет-сайтсене илемлетме, тӗрлӗ информаци, реклама тата парнелӗх япаласем хатӗрленӗ чух усӑ курӗҫ. Конкурс ҫитес уйӑхӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 28-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене obrazov3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен (8352) 64-21-77 номерпе шӑнкӑравлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсен «Вӗри чӗресем» ушкӑнӗ «Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Тӑван тӑрӑха тирпейлесе илемлетес енпе пӗлтӗр епле ӗҫлесе пынине каласа кӑтартакан ӗҫсене пухас, вӗсен тӑрӑх конкурс йӗркелес шухӑша «Сӑрҫум» патшалӑх заповедникӗпе «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ пуҫарнӑ. Унта 1–11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарнӑ. Хастарсем 9 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 26 шкул команди ӑмӑртнӑ. Финала ҫиччӗн тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне «Контактра» тата Фейсбук халӑх тетелӗсемпе усӑ куракансене палӑртма май туса панӑ. Вӗсем чӑрӑшкассисене кӑмӑлларах панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш енри уйрӑмах сыхлакан ҫу ҫанталӑк вырӑнӗсем тӑрӑх виҫӗ кунлӑх курса ҫӳреме тӳлевсӗр путевка лекнӗ. Ҫулҫӳреве ачасем ҫу–авӑн уйӑхӗсенче, хӑйсене меллӗ вӑхӑтра, кайма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |