|
Вӗренӳ
Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов ӗнер Аҫтӑрхан облаҫне ӗҫпе ҫитнӗ. «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Началово ялти хусах (выр. казак) кадечӗсен корпусне уҫнӑ хушӑра ҫак ыйтӑва ӑна унта вӗренекен пӗр ҫамрӑк панӑ. «2020 ҫулта, тепӗр пилӗк ҫултан, ют чӗлхепе пурин те экзамен тытма тивӗ», — тенӗ вӑл. Ҫапла май вӑл вӑхӑталла пурин те тытма тивекен пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗсен йышне ют чӗлхе кӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак йыша вырӑс чӗлхипе математика кӗреҫҫӗ. Пӗлме: чӑваш чӗлхипе вара хальхи вӑхӑтра та пуласлӑхра та нимӗнле экзамен та тыттармаҫҫӗ. Унччен республикӑра 9-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхин пӗлӗвне тӗрӗслетчӗҫ пулсан, хальхи вӑхӑтра ӑна та пӑрахӑҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствишӗн ҫапла вара ют чӗлхене пӗлни тӑван чӗлхерен те пахарах курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн Шупашкар районӗнче те вӗрентекенсен предмет секцийӗсем иртеҫҫӗ. Биологсемпе химиксенне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров хӑй хутшӑннӑ. Вӗрентекенсемпе вӑл ачасене пӗлӳ парассинче хальхи вӑхӑтри пурлӑхпа техника базине усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Предмет олимпиадисенче ҫӗнтерекен вӗренекенсене ӑс паракан вӗренекенсене хавхалантармалли майсем пирки калаҫнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кабинетсене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та хускатнӑ иккен. Сӑмах май каласан, паянхи куна Шупашкар районӗнчи шкулсенче 478 педагог ӗҫлет. Вӗсенчен 20 проценчӗ пысӑк категориллӗ вӗрентекен пулнипе мӑнаҫланать, 66 проценчӗн — пӗрремӗш категори. Кунсӑр пуҫне вӗренӳ ӗҫӗнчи тӳре-шара Шупашкар районӗнче 2 ҫултан сахалтарах ӗҫлекенсен йышӗ республикӑри кӑтартуран пысӑкраххине палӑртаҫҫӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче 5,5 пин ытла ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 605 ача нумайрах. 1-мӗш класа каякансем вӗренӗве хускануран пуҫлӗҫ. Вӗрентекенсем спорт флеш-моблӑ уяв программине хатӗрленӗ. Ун чухне викторинӑсем, ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗсем те иртӗҫ. Класс сехетӗнче Раҫҫей Крыма кӗни, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитни, ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ пулни ҫинчен калаҫӗҫ. Павел Астахов пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн, шкулсенче паллӑ спортсменсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, ҫыравҫӑсемпе уроксем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Шупашкарти тепӗр ултӑ шкула сусӑр ачасем вӗренме ҫӳрейӗҫ. Тӗп хулари иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш, вуннӑмӗш, хӗрӗхмӗш, аллӑмӗш тата аллӑ пиллӗкмӗш шкулсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарта 463 сусӑ ача шкулта вӗренет, вӗсенчен 103-шӗ килте пӗлӳ илет. «Ирӗклӗ тавралӑх» федераци программипе килӗшӳллӗн шкулсене ятарлӑ оборудованипе пуянлатма 10 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. 40-мӗш шкула илсен, сӑмахран, унта урапапа кӗме пандус туса панӑ, классене кӗмелли алӑк уратисене илнӗ, алӑксене сарнӑ. Сусӑр ачасем валли сенсор пӳлӗмӗ уҫнӑ. Туалета та сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул Республикӑри шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ. Чылайӑшӗ ачасене кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ. Патӑрьел районӗнчи 24 шкул вӗренӳ ҫулне пуҫлама хатӗр. Тепӗр 7 шкул хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул тӗрӗслев комиссине килме 9 кун тӑхтама ыйтнӑ. Кунта сусӑр ачасене вӗренмелли условисем тӑвасшӑн-мӗн. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулта 360 ача вӗренет, вӗсенчен 6-шӗ — сусӑрсем. Гелсирень Абейдуллова директор каланӑ тӑрӑх, шкул 1976 ҫулта уҫӑлнӑ, анчах унтанпа пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттермен. Кӑҫал сусӑрсем валли мӗнпур условие тума палӑртнӑ-мӗн. Иккӗмӗш хута юсаса пӗтернӗ, халӗ пӗрремӗшӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтерессе шантараҫҫӗ шӑнкӑртамсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмартиа ача пахчи Вӑрмар поселокӗнче 145 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвасси малалла пырать. Объектра ӗҫсем епле пынипе паллашма паян вырӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ. Халӗ объектра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, сантехника ӗҫӗсемпе аппаланаҫҫӗ, территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Стройкӑра 40 ҫын тӑрӑшать иккен. Ӗҫе 60 миллион тенке яхӑнлӑх пурнӑҫланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе тата пахалӑхӗпе кӑмӑллине палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри тӳрленмелли колонисенче те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ. 2014–2015 ҫулсенче айӑпланнӑ 678 ҫын вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнӗ. Колонисенче 30 ҫула ҫитменнисем валли пӗлӳ илмелли пур условие те туса панӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе вӗренӳпе консультацин 10 пункчӗ ӗҫлет. Пӗлтӗрхи кӑтартӑва илес тӗк, айӑпланнӑ 174 ҫын экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса аттестат илнӗ. Вӗсенчен пӗр хӗрарӑм Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле мӗн пур пункта тӗрӗсленӗ. Пӳлӗмсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, вӗренӳ литературине те ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Иртнӗ эрнере «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри аэрокосмос смени уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енрен Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем «CanSat в России» Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци проектне хутшӑннӑ. Ку проект вӗҫекен аппаратсем шухӑшласа кӑларакансене пӗрлештерет. Пӗчӗк кӑна хатӗр шухӑшласа кӑларакансем проекта хутшӑнса конкурсра ӑмӑртаҫҫӗ. Космосм сменине Мускаври, Питӗрти, Калугӑри, Сарӑтури тата Саха (Якути) республикинчи ачасем пуҫтарӑннӑ. Ачасем ракетӑсем вӗҫтереҫҫӗ, спутнкисем пӗлтернине йышӑнаҫҫӗ, телескопсем пулӑшнипе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ. Уйлӑха Юрий Лончаков, Сергей Ревин тата Сергей Рязанский космонавтсемпе пӗрле вӗҫсе кайни те ачасен асӗнче яланлӑха юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Петропавловск-Камчатска ӗҫпе кайсан 2015 ҫулта вырӑс чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗнче тест пайне кӑларасси пирки пӗлтернӗ. «Математикӑра тата вырӑс литературинче тест ыйтӑвӗсене кӑларнӑ ӗнтӗ. Ҫитес ҫул вырӑс чӗлхипе ҫакӑн пекех пулӗ. Унта хуравне суйламалли ыйтусем пулмӗҫ. Ытти предметра та кунашкал ыйтусен шутне чакарӗҫ», — тенӗ Дмитрий Ливанов. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ППЭри кунашкал ыйтусене чакарас ӗҫ пырать. Пурӑна киле ҫакнашкал ыйтусем пачах юлмӗҫ. Анчах ку ӗҫе майпен туса пымалла-мӗн: ачасемпе вӗрентекенсем хӑнӑхчӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренме кӗмелли тапхӑр вӗҫленнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫамрӑкӗсем республикӑри аслӑ шкула вӗренме кӗме кӑмӑл туман. Крымри яш-хӗре вӗренмешкӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 5 квота уйӑрнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 10. Вӗсенчен пӗри те кирлӗ пулман-мӗн. Унччен вара Крымра пурӑнакан, Украинӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 1,3 пин ытла студент Раҫҫейри аслӑ шкула куҫарма ыйтса ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Севастопольте ҫуралнӑ 280 яш-хӗр, Крымра пурӑнакан 1000 яхӑн студент ҫакнашкал ыйту ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
