Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Каҫал тӑрӑхӗнче «Зарницӑпа» «Орленок» ҫарпа спорт вӑййи уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 20.05.2014 06:46 | 1366 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Каҫалсем вӑййа хатӗр
Каҫалсем вӑййа хатӗр

Ҫамрӑксен Тӑван ҫӗршыва юратас, чӑн-чӑн гражданин пулма пулӑшас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелекен «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене Каҫал тӑрӑхӗнче ӗнер уҫнӑ.

Ӑна районта 46-мӗш хут ирттереҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫалхине Комсомольски районне йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Вӑййа уҫма райадминистраци пуҫлӑхӗ М.Р. Афанасьев, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Н.А. Максимов хутшӑннӑ.

Мероприятие ытти ҫулхиллех пуҫланӑ: малтан ушкӑнсем пӗтӗмӗшле тӑрса тухнӑ, республика тата ҫӗршыв ялавӗсене хӑпартнӑ. Халӗ ачасен хӑйсен ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне, ӑс-тӑн пултарулӑхне кӑтартма тивӗ. Чи пултаруллисем каярах республикӑра иртекен ҫавӑн пек вӑйӑра район чысне хӳтӗлӗҫ.

Сӑнсем (61)

#Зарница, #спорт, #Комсомольски районӗ, #Орленок

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 09:47
«Зарницăпа» «Орленок» сăмахсене чăвашла çырсан вырăссене хисеплеменнине кăтартать-ши?
2014.05.21 09:52
Аçтахар Плотников
Ку вăл вăйă-мероприяти ячĕ. «Ăмăрт кайăк чĕппи» теме те пулать, анчах кам ăнланĕ мĕн пирки сăмах пынине? New York Times хаçат ятне те куçармаççĕ вĕт. Кунта та çаплах. Эпир ахаль те хăш-пĕр ятсене çавах куçаратпăр. Пурте пĕлекен ятах мар пулсан — пушшех те. Хăлăпсенче те пулин чăвашла куçарăвне илсе паратпăр.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 13:43
Ку вăйăсене ют чĕлхепе çеç калама юрать-и вара? Тата мĕнле "Хăлăпсем" пирки эс çырнă кунта?
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.22 19:30
Апла пулсан Шупашкара тата ытти чăваш ячĕсене мĕншĕн урăхла калаççĕ, çыраççĕ?
2014.05.22 20:02
Аçтахар Плотников
«Тата мĕнле "Хăлăпсем" пирки эс çырнă кунта?» — вăт эс пĕлмен термин тĕл пулчĕ те эс ăнланмастăн ( Скобка — хăлăп). Тата Зарницăпа Орлёнока куçарттарасшăн. Каларăм-çке — «Ăмăрт кайăк чĕппи» те теме пулать тесе, анчах пурте тенĕ пекех — ку мĕн япали? тесе ыйтĕç. Малтан ăнăçлă куçăру тупмалла, кайран халăха вĕрентмелле, ун хыççăн вара усă курма пулать. Ахаль те халăх ни хăтлава (презентацие), ни хăш-пĕр ытти термина йышăнасшăнах мар...
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.22 23:36
"Хăлăпсенче те пулин чăвашла куçарăвне илсе паратпăр" - ку тата мĕне пĕлтерет?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем