Вӗренӳ
![]() Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗ ҫумӗнче биологи учителӗсен «Хальхи шкулти биологи урокӗсем» район шайӗнчи фестиваль иртнӗ. Унта 8 педагог хутшӑннӑ. Фестивале биологи урокӗсен ӑслӑлӑх-методика шайне ӳстерес, пултаруллӑ биологи вӗрентекенсене тупса палӑртас, ачасене ҫак предметпа ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Уҫӑ уроксенче, класс тулашӗнчи мероприятисенче фестивале хутшӑнакансем ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗсемпе паллаштарнӑ. Экспертсем фестивале хутшӑнакансен ӗҫӗсене 18 критерипе хакланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн «Биологие юратни» номинацире Елена Николаевна Орлова ҫӗнтернӗ. «Пӗрлештернӗ урок» номинацире Валентина Анисимовна Ядранская 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Класс тулашӗнчи ӗҫсенче Ираида Вячеславовна Маркова — 1-мӗш вырӑн, Сергей Дмитриевич Мигушкин — 2-мӗш вырӑн, Людмила Николаевна Ермолаева, Эльвира Николаевна Денисова, Ольга Алексеевна Скворцова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӗренӳ отраслӗ юлашки ҫулсенче улшӑну хыҫҫӑн улшӑну тӳссе иртерет. Халӗ тата ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерстви «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медаль парассине пӑрахӑҫлама йышӑнчӗ. Тӳррипе каласан, ку хаклава тӗрлӗрен йышӑнма пулать-ха. Мӗнпур предмета ҫын (ача тейӗпӗр) алӑри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ евӗр пӗлни мана, сӑмахран, иккӗлентерет. Нимӗҫ чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахпа калакан «вундеркиндсем», чӑвашла вӑл тӗлӗнтермӗш-ача тенине пӗлтерет, пин те пӗрре ҫуралаҫҫӗ тенине илтнӗ-ха… Юрӗ, тен, йышлӑ та пулӗ мӗнпур ӑслӑлӑха пӗр пек чаплӑ шӗкӗлчекен ӑслӑ ачасем… Айккинеллех пӑрӑнса кайрӑм-ха. Медальсем патне таврӑнсан, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вӗренӳре пур енлӗн ӗлкӗрсе пыракансене хавхалантарма «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медальсене упраса хӑварасси пирки хулан Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ара, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх маттур вӗренекенсене хавхалантарма ирӗк пур та, медальсене хӑварни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пӗтӗмӗшле сӑн / О. Цыпленков туни Паян 11 сӗхетре эпир К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче — вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ — пӗлтӗр иртнӗ «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ ачасемпе вӗрентекенсене хисеп хучӗсемпе чысларӑмӑр. Кашни ҫӗнтерӳҫе эпир картина, Чӑваш халӑх сайчӗпе «Сӑвар» наци культурин аталану фончӗ кӑларнӑ чӑвашла кунталӑк (календарь), унччен хамӑр кӑларнӑ кӗнеке парнелерӗмӗр. Малти вырӑна тухнисене 60х40 калӑпӑшлӑ картина, иккӗмӗш вырӑна тухнисене — 40х30 калӑпӑшли, виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене — 20х30 калӑпӑшли лекрӗ. Ҫавӑн пекех чыслава килнӗ вырӑн йышӑнман ачасене та ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене кунталӑкпа тивӗҫтертӗмӗр. Тепӗр уйрӑмлӑх: хальхинче кашни ҫӗнтерӳҫӗ хӑйне валли парнене хӑй суйларӗ. Чыслав вӗҫленес умӗн эпир ятарлӑ конкурса та пӗтӗмлетрӗмӗр — мероприяти умӗн литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем миҫе пин саспалли йышӑннине палӑртма ыйтрӑмӑр. Ку конкурсра Элӗк районӗнчи Шӗмшеш шкулӗнче вӗренекен Никита Никитин ӑнӑҫлӑ пулчӗ — ҫӗнтернӗ ятпа ӑна ятарлӑ парне лекрӗ (пурӗ 344 109 саспалли!). «Асамҫӑ йӑмра» сӑвӑ ҫырса вӑл унсӑр та 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ те, ҫапла май чыславран икӗ пысӑк картинӑпах киле кайрӗ. |
Вӗренӳ
![]() Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче — Саранскра — мордва чӗлхипе (мӑкшӑ тата ирҫе) тата литературипе регионсен хушшинчи XVI олимпиада иртнӗ. Унта Мӑкшӑ Республикинчи вӗренекенсем, Пушкӑртри, Тутарстанри, Пенза тата Ӑренпур облаҫӗсенчи ачасем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем олипиадӑна хутшӑннӑ. Екатерина Кулясова тата Дарья Солдайкина (иккӗшӗ те Пӑрачкав районӗнчи Напольное шкулӗнчен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика ачисем мордва литературинче те маттур пулнӑ. Екатерина Кулясова — иккӗмӗш вырӑна, Дарья Солдайкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дарья «Пултарулӑх секцинче» те 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Мария Кузнецова (Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗ) 2-мӗш пулнӑ, Екатерина Кулясова — 3-мӗш. Олипиада ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, кубоксемпе чысланӑ. Олимпиада М.Е.Евсевьев ячӗллӗ Мордва патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнче иртнӗ. Ачасем ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра верентекенсем валли «Наци учебникӗ: истори, хальхи вӑхӑт, малашлӑх» семинар тата «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр. Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази). Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫуркуннен пӗрремӗш кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ митингпа кӗтсе илесшӗн иккен. Ӑна вӗсем хула администрацийӗнчен инҫе мар вырӑнта йӗркелесшӗн. Ашшӗ-амӑшне пухӑнма ача-пӑча пахчин хакне хӑпартни хистенӗ иккен. Малашне пӗчӗккисене 10 сехетлӗхе унта янӑшӑн 1 575 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, 12 сехетшӗн — 1 890 тенкӗ. Ҫынсене уйрӑмах спутник-хулара ҫур ҫул каялла кӑна хаксене 1200-тен 1500-е хӑпартни тарӑхтарать, пухӑнма хистет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӗренӳ управленийӗ 2014–2016 ҫулсем валли «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программа хатӗрлет. Тӗллевӗ — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче террортан хӳтӗленес тӗллевпе хушма мерӑсем йышӑнӗҫ. Картасене улӑштарма, мониторинг, инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен тытӑмсене лартма, хӑрнӑ йывӑҫсене касма палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ача пахчисенче автоматика шлакбаумӗ лартма палӑртнӑ. Хула влаҫӗ вара вӗренӳ учрежденийӗсене видеотытӑмсемпе малалла тивӗҫтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн 2014 ҫул вӗҫне Шупашкарти учрежденисен 50 проценчӗ видеотытӑмлӑ пулмалла. «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программӑна пурнӑҫламашкӑн хула хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Проекта йышӑнсан вырӑнти тӳре-шаран хурал предприятийӗ шырамалла. Вӑл вырӑнсенчи йӗркешӗн яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ куна халалласа Канаш районӗнчи Сиккассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем А.И. Миттов ячӗллӗ вӑтам шкулта «Янкас сӑввисем» лирика сехечӗ ирттернӗ. Уява Сиккасси культура керменӗн ӗҫченӗсем Нестер Янкасӑн «Кӑмӑл» сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑпа уҫнӑ. Сиккасси ял вулавӑш ӗҫченӗсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Александрова Нестер Янкаса халалланӑ хӑтлавпа паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене тишкернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем вуланӑ сӑвӑсем уйрӑмах чуна хускатрӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ унта пулнисем. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Андрей Изенгеев, халӗ вӑл Сиккасси шкулӗнче парктика ирттерет, Нестер Янкасӑн «Ывӑл» сӑввине лайӑх вуланӑ. Уяв викторинӑпа вӗҫленнӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ. Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчинче «Пӗчӗк Олимпиада» спорт уявӗ ирттернӗ. Шӑпӑрлансене Олимп вӑййисен историйӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Каласа кӑтартнипех ҫырлахман-ха — пӗчӗкскерсен уявӗ асра юлмалла пултӑр тесе тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркеленӗ. Вырӑнтисем хыпарланине ӗненсен пӗчӗкскерсем ҫавӑн хыҫҫӑнах Олимп вӑййипе кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ. Вӗсем Олимпиадӑра пулӑмсемпе хаваслансах паллашаҫҫӗ имӗш. Ача-пӑча учрежденийӗн ертӳҫи Ирина Яшина вара ҫавӑн йышши мероприятисем ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме, вӗсен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнас туртӑмне вӑйлатнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |