Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Элӗк районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче 2014–2015 вӗренӳ ҫулӗнче 1791 ача вӗренет. Пӗлтӗр 1906-ӑн пӗлӳ илнӗ — кӑҫалхинчен 115 ача нумайрах. Кӑҫал пӗрремӗш класра 179 вӗренекен пулнӑ, пӗлтӗр — 149-ӑн. 1–4 классенче — 660 вӗренекен. Кӑҫал 9-мӗшне 197 ача ҫӳрет, иртнӗ ҫул 238-ӑн пӗлӳ илнӗ. 10-мӗш класра 137 вӗренекен, 11-мӗшӗнче — 122-ӗн. Пӗлтӗрхи кӑтартусем 144-па тата 147-пе танлашнӑ. Ку цифрӑсене вырӑнти район хаҫачӗ пӗлтерет.
Юлашки 10 ҫула илсен, кӑҫал 1-мӗш класа ачасем уйрӑмах нумай килнӗ. Практика ҫакна та кӑтартать. 9 класс пӗтернисенчен чылайӑшӗ профессилле пӗлӳ паракан учрежденисенче малалла вӗренет. Иртнӗ ҫул 9-мӗш классенчен 238-ӑн вӗренсе тухнӑ пулсан, вӗсенчен 137-шӗ кӑна 10-мӗш класа пынӑ. Шкулсенче 2006 ҫулхи 25 вӗренекен, 1995 ҫулхи 1 вӗренекен шутланать.
Статистика кӑтартӑвӗсем ҫакна та ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӗрачасем арҫын ачасенчен нумайрах. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 1791 вӗренекентен 915-шӗ (51 процент), пӗлтӗрхи вӗренӳ ҫулӗнче 1906 ачаран 966-шӗ (50,6 процент), 2012–2013 вӗренӳ ҫулӗнче 2060 ачаран 1030-шӗ (50 процент) хӗрачасем.
Шӗмшеш шкулӗнче кӑтартусем урӑхла. 2011–2012 вӗренӳ ҫулӗнче 124 ача вӗреннӗ, ҫав шутран 48-шӗ хӗр ачасем. 2012–2013 вӗренӳ ҫулӗнче 105 вӗренекентен 39-шӗ, 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗнче 94-ран 35-шӗ, 2014–2015 вӗренӳ ҫулӗнче 85 ачаран 33-шӗ хӗр ачасем. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисемпе танлаштарсан, Шӗмшеш шкулӗнче хӗрачасен хисепӗ ҫулленех 37–39 процентпа танлашать.
