Никитӑпа Настя Тӗнчесем АПШра пурӑнаҫҫӗ. Аса илтерер: вӗсем 2019 ҫулта Ая ятлӑ хӗрӗпе велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ, Европӑна ҫаврӑннӑ.
Тӗнчесем йыш хушӑнасса кӗтеҫҫӗ. Настя ҫурла уйӑхӗнче халӑх тетелне сӑнӳкерчӗк кӑларса лартнӑ, унта унӑн хырӑмӗ палӑрать.
«Эпӗ калаймастӑп: эпир АПШра юлӑпӑр-и е ҫук-и. Пулӑмсем хӑйсен йӗркипе пырӗҫ. Эпӗ Раҫҫей пирки ӗмӗтленетӗп, ҫӑв вӑхӑтра тунсӑхламастӑп (ҫынсемпе ҫутҫанталӑкшӑн кӑна). Ҫапла, тӗлӗнмелле. Маншӑн ку сериал сценарийӗ ҫырӑнса пӗтмен-ха», - тенӗ Настя.