Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Петр Егоров архитекторӑн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.12.2020 19:02 | 1673 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Правительство ҫуртӗнче Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа тӗлпулнӑ. Унта Раҫҫейри паллӑ архитектор, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине уявласа ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ.

Питӗрти урамсенчен пӗрне, сӑмах май, ентешӗмӗр ятне партарасшӑн. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне ҫыру янӑ. Ӑна Топоним комиссийӗнче пӑхса тухмалла.

Зодчи ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарти савӑнӑҫлӑ мероприяти иртмелле. Ҫавӑн пекех кӗнеке пичетленмелле. «Петр Егоров. Наш современник» кӑларӑма хатӗрлессипе халӗ Мускаври, Питӗрти, Эстонири, Шупашкарти ӑсчахсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлӗ.

#Мускав, #Эстони, #Питӗр, #астӑвӑм, #культура, #юбилейсем, #тӗлпулусем, #правительствӑра, #куравсем, #Шупашкар, #кӗнекесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3293-4139
2020.12.17 13:41
Agabazar
Пётр Егоров архитектор еткерĕ тĕлĕшпе уçăмлатса пĕтермен енсем пур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем