Персона
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявӗ иртӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв каҫӗ ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланмалла. Унта Эртивансен Сӑварӗн «Ҫемен Элкер» кӗнекине те хӑтлӗҫ. Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1917 ҫулта Хусанти аслӑ шкулсене кӗме хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1918 ҫулхи кӗркунне яла таврӑннӑ, пӗр вӑхӑт вулӑсри ҫӗр ӗҫ пайне ертсе пынӑ. Унтан каллех Хусана кайнӑ, учительсем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1920 ҫулта хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1922—1935 ҫулсенче Ҫемен Элкер «Канаш», «Пирӗн ял» хаҫатсен тата «Сунтал» журнал редакцийӗсенче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакцийӗн аслӑ редакторӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Семенов артист ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юбилей каҫне йыхравлать. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1972 ҫултанпа тӑрӑшать. Артист ӑсталӑхне Шупашкар районӗн ҫынни Ленинградри (халӗ Питӗрти) А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка, кинематографи институтӗнче туптанӑ. Ҫур ӗмӗре яхӑн театрта ӗҫлекенскер сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑплать. Кӑра та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын сӑнарӗ уйрӑмах ун валли тейӗн. Владимир Семенов Чӑваш АССР халӑх артисчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ. Юбилей каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан артиста саламлӗҫ, кайран «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Владимир Семенов Летяев рольне калӑплать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче паллӑ политика ӗҫченӗ Леонид Прокопьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу иртнӗ. Унта Леонид Прокопьевичӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем аса илнӗ. Леонид Прокопьев Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван халӑхшӑн, республикӑпа унӑн тӗп хулишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Леонид Прокопьев 1975-1989 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Министрсен Совечӗн председателӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫурт-йӗр, ытти объект хута янӑ. «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ Роза Власова аса илӳ каҫне пухӑннисем политика ӗҫченне халӑха итлеме тата ӑнланма пӗлнӗ ертӳҫӗ тесе хакланине пӗлтернӗ. Янмурҫинсем Леонид Прокопьев скверне тума ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки Янмурҫинта пурӑнакан Вениамин Сидоров каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Тӗмен хулинчи чӑвашсем паян унти хастар чӑваша Виталий Парфенова тӑван тӑрӑхне, Тутарстана, юлашки ҫула ӑсатнӑ. Кун пирки Тӗменти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Вырсарни кун Чӑваш культура центрӗнче ӑна асӑнса кӑнтӑрлахи апат йӗркелӗҫ. Тӗмен енчи чӑвашсен пӗрлехне йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ Виталий Парфенов пурнӑҫран пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. «Тӑван» ассоциацин хастар пайташӗ пулнӑскер 1954 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Киремет ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче физик специальноҫне алла илнӗ. Техника ӑслӑлӑхсен кандидачӗ Тӗменти патшалӑхӑн нефтьпе газ университетӗнче промышленность экологийӗн кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Вера Кузьминана РФ Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ. СССР халӑх артисткине Тав ҫырӑвӗпе ӗнер хавхалантарнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарчӗ. Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗн сумлӑ юбилейӗ ячӗпе театр ун чух савӑнӑҫлӑ уява йӗркеленӗччӗ. Аса илтерер, ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ӗнер анлӑ коллегине пухӑннӑ тата Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти /news/21689.html|ирттернӗ__. Вера Кузьминана тата культура отраслӗнче ӗҫлекен ытти ҫынна тӗрлӗ шайри наградӑпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата культура министрӗ Константин Яковлев хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Виктория Трончук НТВ телеканалпа пыракан «Ты супер!» кӑларӑма Ҫӗмӗрле хӗрачи каллех хутшӑнать. Палӑртмалла: Виктория Трончук шоуна унчченхи сезонра хутшӑннӑ ӗнтӗ. Хальхинче вӑл юрлама тухнисӗр пуҫне сцена ӑсталӑхӗпе тата вокалпа профессионал уроксем илӗ. Финала тухни вара ача-пӑчан «Еврокурав» конкурсне хутшӑнма май парӗ. Кунсӑр пуҫне финала тухнисем «Ҫӗнӗ хум» сцени ҫинче юрлӗҫ. Сӑмах май, «Ты супер!» шоун черетлӗ сезонӗ пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Конкурса Раҫҫейри ача-пӑча ҫурчӗн воспитанникӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Виктория Трончук – 14 ҫулта. Ӑна 8 ҫултанпа аслашшӗпе асламӑшӗ пӑхаҫҫӗ. Виктория 8 ҫулта чухне юрлама пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Раҫҫейре кӑна мар, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Терентий Дверенин ал ӑсти паян 100 ҫул тултарнӑ. Кун пирки Геннадий Иванов-Орков ӳнер ӑсти Фейсбукра ирех пӗлтернӗ. 2015 ҫулта Иванов-Орков, сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» ятпа кӗнеке те пичетленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ватӑ халӑх пуканисене ӑсталать. Терентий Парамонович 85 ҫул тултарсан пуканесене ӑсталама тытӑннӑ. 2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене вӑл хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хаклать иккен. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте паян республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарти электромеханика колледжӗн вӗрентекенӗ Марина Ситникова Мускавран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурса хутшӑннӑ. Конкурс Мускавра нарӑс уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 90 яхӑн педагог хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Ен чысне педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗн математика вӗрентекенӗ Марина Ситникова хӳтӗленӗ. Пирӗн ентеш 90 вӗрентекене парӑнтарса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна мала тухнӑшӑн «Вӗренӳре ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Opera21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӗп хормейстерта ӗҫлекен, Чӑваш АССРӗн халӑх артистне Анатолий Фишера уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине ӗмӗрлӗх уйӑрса тӑма йышӑннӑ. Капла хута паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Анатолий Фишер 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ижевскра ҫуралнӑ. Фортопиано класӗпе музыка шкулӗнче вӗреннӗ, Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче, Мускаври П. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи хор дирижирӗн факультетӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Уйӑхсерен паракан пособие Чӑваш Енри ытти паллӑ культура ӗҫченӗ унччен те тивӗҫнӗччӗ. Укҫана 2014 ҫулта кӑларнӑ «О государственной поддержке культуры и науки в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси ҫинчен) хушупа килӗшӳллӗн параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Василий Николаев опера юрӑҫин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна театр ӑсти сцена ҫине тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ. Василий Николаев театрта 1993 ҫултанпа ӗҫлет. Тенор. Унӑн професси шайне хакласа, вӑл нацин музыкӑпа театр ӳнер тӳпе хывнине шута илсе ӑна Пӗтӗм чӑвашсен Тамара Чумакова ячӗллӗ хӗрарӑмсен премийӗпе пӗлтӗр чысланӑ. Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ юрӑҫа сума сунине палӑртса асӑннӑ тӑрӑхрисен ентешлӗхӗн ертӳҫи, Раҫҫейӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов тата Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов та ҫитнӗ. Вӗсем юрӑҫа сцена ҫине тухсах ӑшӑ сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Парне те илсе пынӑ. Николай Малов депутат артистӑн мӑшӑрне — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорне Елена Николаевӑна — упӑшкине хавхалантарса пырать тесе тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |