Ҫурт-йӗр
temasaratov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ республика прокуратури тӗрӗслевсем тӑтӑш ирттернӗ май. Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче ҫурт-йӗр туянассипе ҫыхӑннӑ конкурс документацине вӑхӑтра хатӗрлемен. Ҫавна пула тӑлӑхсен черет вӑрах вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑхсене хваттер черетӗнчен кӑларнине палӑртнӑ. Шупашкар хулинчи Ленин, Мускав район администрацийӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑлӑхсене черете тӑратман тӗслӗхсем тупӑннӑ. Ҫавӑн пек кӑлтӑксене палӑртсан прокуратура тӗрлӗ мера йышӑнать, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ, пурӑнмалли кӗтес ҫук ҫамрӑксене майлӑ пулса суда ҫитет, хваттерлӗ пулма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енри тата тепӗр строительство оргнаизацийӗ панкрута тухнӑ. Ҫак йӗркесен авторне Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче «Три АсС» тулли мар яваплӑ обществӑна республикӑн Арбитраж сучӗ панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫак организацире халӗ пӗр ҫуллӑха конкурс управленийӗ туса хунӑ. Конкурс управляющийӗ пулма Александр Сапёрова палӑртнӑ. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш стройорганизаци панкрута тухнӑ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Екатерина Карпеева унччен ҫавӑн шӑпа «Суор» тата «Алза» тулли мар яваплӑ обществӑсене пырса тивнине аса илтерет. «Три АсС» Шупашкарти «Три богатыря» (чӑв. Виҫӗ пӑхаттир) тата «Восточный экспресс» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ экспресӗ) ҫурт-йӗр комплексӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкарти Симӗс бульварти 2-мӗш позицире ҫурт тума пуҫланӑ. Асӑннӑ предприятипе ҫыхӑннӑ ыйтусене (8352) 31-71-05, 34-67-55 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлса уҫӑмлатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Гастелло урамӗнче вӗрентекенсем валли ҫурт тума тытӑннӑ. Педагогсем валли хваттерсем ятарла хакпа пулӗҫ – 1 тӑваткал метрӗ 38,5 пин тенкӗ (халӗ вӑтамран 45 пин тенкӗ тӑрать). Ҫурта кӑҫал хута ямалла. Кунашкал ҫурт Шупашкарта пӗрремӗш пулӗ. Хваттерсемсӗр пуҫне ҫуртра 60 вырӑнлӑх ясли тӑвӗҫ. Кунсӑр пуҫне машина лартмалли лапам, спорт лапамӗ, канмалли лапам пулӗҫ. Халӗ застройщик каркаса монтаж тӑвать, ҫурт ӑшӗнче перегородкӑсем лартать. Программӑпа килӗшӳллӗн хӑпартакан тепӗр ҫурт «нуль» паллӑран иртнӗ. Ӑна 2021 ҫулхи ҫуркунне туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
altaicholmon.ru сайтри сӑн Ҫитес пилӗк ҫулта Чӑваш Енри тӑлӑхсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗхӗпе тата фракци ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ чухне калаҫнӑ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, республика хыснинче ку енӗпе ытларах тӑкакламаллине палӑртӗҫ. Кӑҫал республикӑри 347 тӑлӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хыснаран 373 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫак укҫаран 168 млн тенки – хушма нухрат. Олег Николаев ҫапла ӗҫлесен, федераци правительствине хастар хутшӑнтарсан пилӗк ҫулта республикӑри мӗнпур тӑлӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес шанчӑк пурине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Дольщиксен прависене хӳтӗлекен фондӑн тӗп директорӗ Олег Говорун Ӗнер Чӑваш Ен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героевпа тӗлпулу ирттернӗ. Дольщиксен прависене хӳтӗлемелли фондӑн сӑнав канашӗ пӗлтӗр Шупашкарти 180 ытла дольщик тӗлӗшпе йышӑну турӗ. Шупашкарти Калинин урамӗнчи 83-мӗш тата Граждан урамӗнчи 6-мӗш ҫуртсене туса пӗтерме йышӑннӑ ун чух. Кӑҫалхи II кварталта 70 ытла пайҫӑн правине хӳтӗлеме палӑртнӑ. «Соляной» микрорайонта тума пуҫланӑ ҫурта хӑпартса пӗтерме шухӑшлаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ фонда ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе 2017 ҫул вӗҫӗнче йӗркеленӗ. Вӑл дольщиксен правине хӳтӗлеме тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта асӑннӑ поселокра пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Тулашӗ — тимӗр, шалашӗ — нимӗр темелле ун пирки. Астӑвасса, пӗр 15 ҫул каяллах ҫав ҫурт (обжежити) хӑтлисен шутӗнче пулман. Маларах вӑл 27-мӗш професси училищин балансӗ ҫинчеччӗ. Каярах ӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхне куҫарнӑ хыҫҫӑн «Жилкомцентр» управляющи компани (вӑл ҫулсенче район центрӗнче ун пек компани пӗрре ҫеҫчӗ) тытса тӑратчӗ. Анчах ҫуртра пӗр пӑта ҫапманпа пӗрехчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫем вӑл пушшех япӑхса пычӗ. Управляющи компани те унтан пӑрахса кайрӗ. Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансен нуши-тертне Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӑнланса пулӑшма тытӑннӑ хыҫҫӑн унта лару-тӑру аранах лайӑхланма тытӑннӑ. Ҫурта тытса тӑрассине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн «Аквастрой» тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Вӑл пӗрлехи пурлӑха йӗркене кӗртме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкарти лифтсене кӑҫал та ҫӗнетӗҫ. 2020 ҫулта нумай хваттерлӗ 16 ҫуртра 90 лифт ылмаштарма палӑртнӑ. Ҫакӑн валли 158 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫана нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси ҫинчен калакан программӑпа килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков ӗнентернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра 12 ҫуртра 62 лифта ылмаштарса пӗтернӗпе пӗрех. Тепӗр 28 лифта пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хута яма палӑртнӑ. Ҫакӑн пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче. Кӑҫалах тепӗр 11 ҫуртри лифтсене ҫӗнетмелле. Шупашкарти ҫуртсенче пассажирсене турттармалли лифтсен шучӗ 3479-па танлашать. Япӑхнисене кашни ҫулах пӗчӗкшерӗн ҫӗнетсе пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
https://cheboksary.cian.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки ултӑ ҫулта Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттер хакӗ палӑрмаллах ӳснине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫынсем хваттер тара илсе пурӑнасси те анлӑ сарӑлнӑ. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тара илекенсем йышӗ юлашки вӑхӑтра йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах тара илме те йӳнӗ мар. Иртнӗ ҫул аренда хакӗ Раҫҫейре вӑтамран 5-7%, ҫав шутра пӗр пӳлӗмлисем 6,7% ӳснӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсене тара илме 70 хуларан 65-шӗнче хакланнӑ. Новокузнецк, Череповец, Аҫтӑрхан, Воронеж, Ярославль, Шупашкар, Якутск, Ӗрӗнпур, Омск тата Махачкала хулисенче хаксем уйрӑмах хӑпарнӑ. Сарту, Сочи, Пенза, Симферополь тата Липецк хулисенче кӑштах йӳнелнӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илме уйӑхсерен вӑтамран 12,6 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
moy-novostroy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ. Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ. Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкарта пурӑнакан Ксения Егорова ҫемйи икӗ ачапа тӑванӗсен пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче тӗпленнӗ. Ҫемье амӑш укҫипе тата банкран илнӗ кивҫенпе усӑ курса хваттер илме ӗмӗтленнӗ. Пайҫӑ пулса ҫемье 3 миллион тенкӗ хывнӑ. Егоровсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянма ӗмӗтленнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тума «Ривьера» компание пурӗ 104 пайҫӑ тупра хывнӑ. Ку вӑл 2018 ҫулта пулнӑ. Анчах кайран строительство ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ. Ксения Егорова ҫур ҫулта тӗрлӗ инстанцие 20 ытла ҫыру шӑрҫаланӑ. Анчах пӗри те чуна лӑплантармалла хуравламан. Тӳре-шарапа надзор органӗсен хуравне хӗрарӑм ячӗшӗн ҫеҫ шӑрҫалани вырӑнне хурса йышӑнать. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри МИХсенчен пӗринче ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче те Ксения Егорова шӑнкӑравланӑ. Ипотекӑна тӳлес тесе виҫӗ уйӑхри ачана хӑварса ӗҫе тухнине, 30 тӑваткал метрлӑ хваттерте ҫын патӗнче пурӑннин, хӑй ача полклиникинче врачра тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |