Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енре коммерцилле ҫурт-йӗре тара илме хакланӑ. Кунта сӑмахӑмӑр Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттер пирки пырать. Аса илтерер, ҫӗршыв Президенчӗ 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсене хаклӑ мар хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу пахалӑхне лайӑхлатасси ҫинчен указ кӑларнӑччӗ. Ҫӗршыв ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫласа 2008 ҫулта Чӑваш Енре Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондне йӗркеленӗччӗ. Ҫапла вара 2014 ҫулччен 2 пине яхӑн (тӗрӗсрех каласан, 1986) хваттер хута янӑччӗ. Унта коммерци мелӗпе тара кӗрӗшсе пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 55 тенкӗ тӳлеҫҫӗ тата, паллах, коммуналлӑ пулӑшу тӑкакне саплаштараҫҫӗ. Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра коммерци мелӗпе тара памалли тепӗр ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах тара илекенсене пӗр тӑваткал метршӑн 200 тенкӗ тӳлеттересшӗн. Кунсӑр пуҫне унччен кӗрӗшсе пурӑнма пуҫланисен хакне те хӑпартасшӑн. Ҫитес ҫулхи плансемпе ӗнер иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паллаштарнӑ. Сӑмах май, капла тӗллевӗллӗ хваттерте ҫулталӑкран кая мар пурӑнакансене хваттере туянма та ирӗк параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри Шоссе урамӗнче пурӑнакансем хӑтсӑр хваттерте пурӑнса ывӑннипе «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫырнӑ. Кӳкеҫӗн «элита районӗнче» пурӑнса та Шоссе урамӗнчи темиҫе ҫуртра тӗпленнӗ ҫынсем кӑмӑлсӑр. Элита район тесе вӗсем хӑйсем палӑртнӑ. Ҫырура асӑннӑ ҫуртсем М-7 федераци трасси хӗррипе вырнаҫнӑ. Халӑха кӑмӑлсӑрлантаракан пӳртсенче газ, шыв, канализаци тата санузел ҫук. Ҫав ҫуртсенче пурӑнакансем апата газ баллонӗпе пӗҫереҫҫӗ. Ҫуртсене ятарлӑ комисси темиҫе хут та хакланӑ, ҫапах пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑнман. Шоссе урамӗнчи 4-мӗш тата 14-мӗш ҫуртра пурӑнакансен правине хӳтӗлесе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ведомствӑсем хушшинчи комисси йышӑнӑвне суд пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн тата тепре экспертиза ирттернӗ, ҫуртсене пурӑнма юрӑхсӑр тесе пӗрех йышӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче хӑпартнӑ ҫуртра тӑлӑх ачасене хваттер уҫҫи панӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче юсанмалли колонирен тухнӑ каччӑ та унта пурӑнма тытӑнӗ. Ӑна та, тӑлӑха, хваттер уҫҫи панӑ. Ҫамрӑк ҫынна колони ӗҫченӗсем хваттер илме пулӑшнӑ. Унӑн ашшӗ те, амашӗ те вилнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, каччӑна хваттер памалла пулнӑ. Йӗпле пралук леш енче ларнӑ чухне ӑна ку ыйтӑва татса пама 4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. «4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченне Оксана Анатольевна Киселевӑна тав тӑвас килет. Вӑл мана хваттер илме пулӑшрӗ. Эпӗ пурӑнмалли кӗтес уҫҫине алла иличченех манпа пӗрле пулчӗ», - тенӗ нумаях пулмасть йӗплӗ пралук леш енчен тухнӑ С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Паян Шупашкарта хваттер кӗтсе ывӑннӑ пайҫӑсем пикета тухнӑ. Ҫурта тунӑ чухнех ӳлӗмрен хваттер илес тесе укҫа хывса ,ӑра уҫҫине кӗтсе илейменнисем хӑй вӑхӑтӗнче нумайччӗ. Халӗ ун пек шар куракансем йышлах мар-ха, ҫапах та пӗр ҫын шӑпи те кун пек чуна ыраттарать. Теприсем кивҫен илсе е пурӑнмалли пӗчӗкрех кӗтесе сутса пайҫӑ евӗр укҫа хываҫҫӗ. Кун пек йывӑр лару-тӑрӑва лекнисен ыйтӑвне Чӑваш Ен ертӳҫисем сӑнаса тӑнине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ-ха. Ҫапах та йывӑрлӑхӗ татӑлман-ха. Ахальтен мар ӗнтӗ паян ҫынсем, 30 ҫынна яхӑн, пикета тухнӑ. Кӑмӑлсӑр ҫынсем Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умне пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пикета паян ирпе 9 сехете пухӑннӑ. 30-а яхӑн ҫын ҫурт тӑвакан организаницесенчен пӗрне, «Алза» строительство компанине, ӳпкелесе калаҫнӑ. Вӗсемпе «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Паян Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви йӗркеленипе журналистсем пайҫӑсене темиҫешер ҫул хваттеи шантарса пурӑнакан «Алза» организацин хута ярайман объекчӗсенче пулнӑ. Владимир Михайлов тата Патшалӑхӑн стройнадзор специалисчӗсем темиҫе ҫурт тӑрӑмне хакланӑ. «Алзан» икӗ ҫуртне «хӗрлӗ» зонӑна кӗртнӗ. Вӗсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Шупашкарӑн Кӑнтӑр урамӗнчи 7А ҫурт. Ӑна тӑватӑ ҫул каяллах тума тытӑннӑ. 12 хутлӑскере туса пӗтерме 2015, 2016, 2017 ҫулсенче темиҫе те шантарнӑ. Кӗтсе ывӑннӑ халӑх тӳре-шарапа тӗл пулма йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Строймин пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов «Алза» ҫурта хута яма епле хатӗрленине кулленех тӗрӗслесе тӑма, саккунпа килӗшӳллӗн ҫирӗп ыйтма шантарнӑ. Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 52-мӗш ҫуртӑн пайтаҫисен те кӗтме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Паян Чӑваш Енӗн Стройминӗнче Хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ иртрӗ. Малтанласа лару пӗр сехетре вӗҫленессе шанни тӳрре килмерӗ. Канаш ларӑвӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ территорисене аталантарас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вӗсенчен иккӗшӗ микрорайон тӑвассипе ҫыхӑннӑ, тепри — яла аталантарассипе. Шупашкар районӗнчи Типҫырма патӗнче тӑватӑ хутлӑ ҫурт тӑвас шухӑшлисене ырламарӗҫ, юнашарти икӗ хула аталанӑвне шута илмен тесе «Спутник» микрорайон проекта тиркерӗҫ. «Юраково» микрорайон Шупашкар районӗнчи Арккасси ялӗнчен ҫурҫӗр еннелле вырнаҫӗ. 38,77 гектар лаптӑк ҫинче тӑватӑ хутлӑ ҫуртсем пулӗҫ. Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Кипечкасси ялӗ ҫумӗнчи 5 ытла гектар ҫинче ывӑлӗсемпе мӑнукӗсем валли пӳрт тӑвасшӑннине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Кӑҫал тӗрлӗ программӑсемпе мӗнпур хыснаран пурӗ 3,2 млрд уйӑрнӑ, 5,7 пин ҫемьене хӑтлӑ хваттер пама тӗллев лартнӑ. Кун пирки паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫнӗ граждансене патшалӑх пулӑшӑвне вӑхӑтра куҫарнине асӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан 562 ҫамрӑк ҫемьене 403 млн тенкӗлӗх пулӑшнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурӗ 357 ҫамрӑк мӑшӑр 254 млн тенкӗлӗх пулӑшупа усӑ курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, пурӗ 86 ватӑна, 99 млн ҫурт-йӗрсем лайӑхлатма куҫарнӑ. РФ Правительстви пулӑшнипе 2010-мӗш ҫултан пуҫласа кӑҫалччен пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 5964 ветеранӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе хваттерлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем тӗплӗ юсав валли ҫителӗксӗр тӳлеҫҫӗ. Ҫакӑ ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑрнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер парӑм 550 миллион тенке ҫитнине каланӑ. «Вӑраха тӑсмасӑрах юсав ӗҫӗсене ирттермелли ҫуртсем пур, анчах та ҫынсем хӑйсен взносӗсене тӳлемеҫҫӗ. Кун пек чухне ыйту тарӑн шухӑша ярать. Теприсенче вара пушшех те урӑхла: программӑна кӗрсе юлаймаҫҫӗ, халӑх вара хӑй взносне ҫӗр процента ҫитиех пуҫтарса парать. Тӗрӗслӗхе шыраса ыйтӑва тӗплӗн татса пама тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Республика ертӳҫисем халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулмалла, лайӑх ӑнлантарса памалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак шухӑша Михаил Васильевич ӗнерхи ларура асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн епле юсанипе кӑсӑкланса темиҫе ҫӗрте пулнӑ. Шупашкарти Мате Залка урамӗнчи 3-мӗш ҫурта 1986 ҫулта хута янӑ. Хальхи вӑхӑтра объектра ҫуртӑн ҫивӗттине витеҫҫӗ, электричество тытӑмне тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Ҫуртра пурӑнакансем организаци пурнӑҫлакан ӗҫсемпе кӑмӑллине пӗлтернӗ. «Ҫуртӑн ҫивӗттине кашни ҫул тенӗ пек витнӗ, анчах кӑлӑхах», — тенӗ вӗсем. Михаил Игнатьев тӗплӗ юсав ирттерме пуҫланӑранпа виҫӗ ҫул хушшинче Тӗплӗ юсав фончӗ халӑхран пурӗ 1,935 млрд пухнӑне. Республикӑра 1089 ҫурта тӗпрен юсанӑ. «Кашни 5-мӗш ҫурта республикӑра тӗпрен юсав ӗҫӗсене ирттернӗ. Халӑх укҫине эпир питӗ перекетлӗ усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Кашни тенки тӗллевлӗн тӑкаклантӑр тесе ӑна тата ҫитменнине ҫирӗп тӗрӗслетпӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енре ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран вӑхӑтра куҫарса пӗтереймен. Шучӗпе ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах палӑртнине ку вӑхӑт тӗлне Канаш, Комсомольски тата Шупашкар районӗсенче ҫеҫ пӗтернӗ. Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенче планпа пӑхнӑ вӑхӑт тӗлне ӗлкӗреймен. Уншӑн хула-район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене прокурор асӑрхаттарӑвӗсем ҫитсе выртнӑ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнакан тӑватӑ ҫын тӗлӗшпе адмиоистративлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗмӗрле хула пуҫлӑхне явап тыттармӗҫ, мӗншӗн тесен ку должноҫе вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ҫеҫ йышӑннӑ. Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери тата Шупашкар районӗсенче ҫурт-йӗр тӑвакансене те васкаманшӑн прокуратура хут ҫырса панӑ. Ун пек асӑрхаттару республикӑн строительство министрне те лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |