Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ ҫуртсенче хваттер туянакансен йышӗ пӗлтӗр ҫӗршывӑн кашни виҫҫӗмӗш регионӗнче чакнӑ. Ку цифрӑна РБК Росреестр пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Хваттер сутасси 2021 ҫулта пирӗн ҫӗршывра 17,6% ӳснӗ, ҫав вӑхӑтрах 29 регионта туянакансен йышӗ чакнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Енре те.
2021 ҫулта пайҫӑсемпе пирӗн ҫӗршывра 898,6 пин килӗшӳ тунӑ. Ҫав шутра Мускавра – 144 пин, Мускав облаҫӗнче – 116,3 пин, Санкт-Петербургра – 75,8 пин, Краснодар крайӗнче – 70,7 пин, Свердловск облаҫӗнче – 32,4 пин.
Пирӗн республикӑра пурӗ 6,9 пин килешӳ тунӑ, ку вӑл 2020 ҫулхинчен 18,7% сахалрах. Абсолютлӑ цифрӑсемпе илсен, хваттер туянакансен йышӗ уйрӑмах чакнин кӑтартӑвӗпе пирӗн республика ҫавӑн йышши 5 регион шутӗнче. Хваттер сахал туяннисен йышӗнче – Санкт-Петербург, Архангельск облаҫӗ, Алтай крайӗ.
