|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри прокуратура Ростехнадзорпа, Роспотребнадзорпа тата Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗпе пӗрле пулса республикӑри аслӑ шкулсен общежитийӗсемпе вӗренӳ корпусӗсенче ӑшӑпа епле тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ. Чӑваш Енре пурӗ 9 аслӑ шкул, вӗсен 29 вӗренӳ корпусӗпе 20 общежити. Чӑваш аграри университечӗн тата Чӑваш патшалӑх университечӗн общежитийӗсенче коммуникацисенче ӑшӑ изолоцийӗ япӑхнине тата ытти хӑш-пӗр пысӑках мар кӑлтӑка тупса палӑртнӑ. Общежитисенчен пӗринче вӗри шыв нормативран пӗчӗкки ҫиеле тухнӑ. Аслӑ шкулсен ертӳҫисене кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттру хучӗ ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тӳре-шара хӑйсем тӗллӗн туса лартнӑ хуралтӑсене хӑйсен кӑмӑлӗпе сӳтме ыйтаҫҫӗ. Кӑмӑлпа итлемесен ирӗксӗр сӳттерӗҫ. Алькешри Гоголь, 1-мӗш Кӑнтӑр, Аялти, 2-мӗш Аялти урамсенче хӑй тӗллӗн туса лартнӑ 32 хуралтӑна шута илнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи тӳре-шара тӑлӑхсене япӑх хваттер туянса панӑ. Район пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки республикӑн прокуратуринче хыпарланӑ. Тӑлӑхсене Мӑн Сӗнтӗрте хваттер туянса панӑ. Вӗсем санитари тата техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермен. Хыснана 13 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. 2022 ҫултанпа Муркаш районне Алексей Матросов ертсе пырать иккен, 2018-2022 ҫулсенче вӑл муниципалитет пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — тӗплӗ юсав пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 30 ҫамрӑк хваттер уҫҫине илнӗ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Хваттерсем хӑтлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта ҫав самантрах пурӑнмашкӑн куҫма пулать. Сӑмах май, кӑҫал ҫак категорие кӗрекен 452 ҫынна хваттерпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра 367-шӗ валли пурӑнмалли кӗтес туяннӑ, тепӗр 78-шӗ ҫурт-йӗр сертификатне илнӗ. Ҫитес ҫул тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме хыснаран 1,4 миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Килес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра тӗплӗ юсав хакне ӳстерӗҫ. Хальхинче вӑл 19,1 процент хакланӗ. Лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн хальхи 11,87 тенкӗ вырӑнне 14,14 тенке ҫитӗ, лифтсӑр пулсан – 10,94 тенкӗрен 13,03 тенке. Килес ҫул тӗплӗ юсав укҫин шучӗпе нумай хваттерлӗ 335 ҫуртра юсав ирттерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарти Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи 68 ҫурт вӗри шывсӑр тата ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн сӑлтавӗ Павлов мичман урамӗнчи коммуналлӑ инкекпе ҫыхӑннӑ. 15 сехет тӗлне нумай хваттерлӗ 68 ҫуртра, 7 ача пахчинче, 3 шкулта, 3 больницӑра тата ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче ӑшӑсӑр тата ӑшӑ шывсӑр ларнӑ. Асӑннӑ ҫуртсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Павлов мичман урамӗнчи 24, 26, 28, 30, 31, 32, 34, 35, 36, 37, 38, 40, 42, 46, 48, 52, 54, 56, 58, 60, 62, 66, 68; Гузовский урамӗнчи 1, 3, 3/1, 5, 7, 9, 11, 13; Элкер урамӗнчи 1, 2, 4, 5, 6, 8, 9, 10, 12, 14, 16; Университет урамӗнчи 9, 9/1, 11, 13, 15, 17, 19, 21, 23, 25, 27, 29, 31, 33, 35; Стрелоксен 149-мӗш дивизийӗнчи 4, 6, 8, 10, 13, 16, 18, 20, 22; Ахазов урамӗнчи 2, 6-мӗш ҫуртсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Телеграмри t.me/gorod_Shumerlya каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем ӑша шыва хваттере ӑшӑтмалли батарейӑран илеҫҫӗ иккен. Вырӑнти муниципалитетра тӑрӑшакансемпе «Чӑвашгаз», управляющи компани тата шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем нумаях пулмасть тӗрӗслеве тухнӑ. Чылай хваттерте батарейӑна кран вырнаҫтарнӑ иккен, вӗри шыв ҫынсем унтан илсе пурӑнаҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене яваплисем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме хушса хут ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Территорисене аталанма пулӑшакан фонд Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ май республикӑри ишӗлекен 20 ҫуртри ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарма йышӑннӑ. Ӗнер иртнӗ ларура фонд тата тепӗр 6 регионӑн заявкине ырланӑ, ҫав шутра Чӑваш Енӗнне те. Кӑҫалхи программӑна Шупашкарти пӗр ҫурт та лекеймен. Халӗ вара Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи 20 ҫурт лекнӗ, вӗсенче 256 ҫын пурӑнать-мӗн. Вӗсен адресӗ ҫапларах: Ҫӗнӗ Шупашкар – Силикат урамӗнчи 12-мӗш тата 14-мӗш ҫуртсем; Вӑрнар – Ашмаров урамӗнчи 6-мӗш тата Путевой урамри 23-мӗш ҫуртсем; Ҫӗрпӳ – Гагарин урамӗнчи 35-мӗш, Гоголь урамӗнчи 13-мӗш, Ҫаран урамӗнчи 5-мӗш ҫуртсем; Ҫӗрпӳ районӗнчи Хирти Тукай ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи 13-мӗш ҫурт; Канаш – Кабалин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт; Ҫӗмӗрле – Киров урамӗнчи 75-мӗш, Красноармейски урамӗнчи 1-мӗш тата 17-мӗш ҫуртсем, Мопр урамӗнчи 23-мӗш, Свердлов урамӗнчи 92-мӗш, 92а, 105-мӗш, Стройучасток урамри 9-мӗш, Тургенев урамӗнчи 17-мӗш, Угольник урамӗнчи 5-мӗш, Францев урамӗнчи 1а ҫуртсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() "Контактри" сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнче бюджет тата социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсене социаллӑ найм мелӗпе хваттер уйӑрса панӑ. Нумаях пулмасть хута янӑ ҫӗнӗ ҫуртра ун пекккисем валли 10 хваттер уйӑрнӑ. Хваттер уҫҫине тивӗҫнисен йышӗнче – вӗрентекенсем, медицина ӗҫченӗсем, йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем. Палӑртмалла: Хӗрлӗ Чутай округӗ – ятарлӑ ҫурт-йӗр муниципалитет фондне пӗрремӗш йӗркелекенсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ пӗр кинемей 2023 ҫултах вилнӗ. Анчах хваттершӗн коммуналлӑ тӳлевпе парӑм пухӑнса пынӑ. Кинемейӗн хваттерне эткерлӗхе илме тӑванӗсем пулман. Ҫавӑнпа вырӑнти управляющи компани парӑма хула администрацийӗнчен шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Хваттерӗн хуҫа ҫуккине кура вӑл муниципалитет харпӑрлӑхне куҫать, апла пулсан парӑма унӑнах тӳлесе татмалла — ҫапларах йышӑннӑ суд. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
