Чӑваш Енре «ГрандСтрой» застройщикӑн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх хваттер туянма ӗмӗтленекенсенчен укҫа пухнӑ. «Кӗмӗле» вӑл 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен пуҫтарнӑ.
«Алые паруса» (чӑв. Хӗрлӗ парӑс) ҫурт-йӗр комплексӗнче хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекенсем пурӗ 14,3 миллион тенкӗ ытла укҫа куҫарса панӑ. Ҫав укҫана хӗрарӑм-директор хӑй тӗрӗслесе тӑракан тепӗр организаци ҫине куҫарса янӑ.
Пайҫӑсенчен илнӗ укҫапа вӑл 2018 ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенче те хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ-ха.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл ашшӗне йӳнӗ хакпа хваттер туса пама килӗшӳ тунӑ. Хваттер хакӗ пасарти вӑтам хакран 600 пин тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ.
Пайҫӑсене вара хӗрарӑм-директор хваттерсемпе тивӗҫтерсе пӗтереймен.