Ҫурт-йӗр
Республикӑра М-12 федераци ҫулӗн пӗр пайне тӑвас ӗҫ пырать. Строительсем кӗҫех Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫмалли кӗпере туса пӗтерӗҫ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинчен 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫыранӗ тепринчен 30 метр ҫӳллӗрех. Строительсем вӗсене пӗрлештерӗҫ. Ҫак кӗпере кӑҫал ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
kupi29.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пӗр тӑлӑха пурӑнма май ҫук хваттер панӑ. Хӗрӗн аллине хваттер уҫҫи пур-мӗн те, анчах унта тӗпленсе пурӑнма май ҫук. Шар курнӑ хӗр пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин ирттерекен йышӑну кунне кайсан евитленӗ. Ҫӗмӗрле район администрацине (халӗ — Ҫӗмӗрлери муниципалитет округне) ертсе пыракан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме уйӑрса панӑ укҫапа усӑ курас тӗллевпе 2019 ҫулхи чӳк — 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пӗр организаципе хваттер туянни ҫинчен килӗшӳ тунӑ, акт алӑ пуснӑ, хӑй вара хваттере кайса та пӑхман. Хӗр паян кун та вӑл хваттере куҫайман, мӗншӗн тесен унта пурӑнма май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнакансем хваттерсенче сивӗ тесе «Контактри» «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ. Пост авторӗ Людмила Григорьева Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртри хваттерсенче сивӗ тесе хыпарланӑ. «Йӗркеллӗ ӑшӑтма хӑҫан пуҫлӗҫ? Эпир Германире пурӑнмастпӑр вӗт. Газӗ Раҫҫейӗн, хваттерсене ӑшӑтнӑшӑн сахал мар тӳлетпӗр, пӗрех шӑнса ларма тивет», — пӑшӑрханса ҫырнӑ хӗрарӑм. Ҫавӑн пек лару-тӑру ытти ҫуртра та иккен. Комментарисем тӑрӑх хакласан, Совет урамӗнчи 72-мӗш, 73-мӗш, 84-мӗш, Первомайски урамӗнчи 4-мӗш ҫуртсенче те хваттерсенче сулхӑн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Элӗк район хаҫачӗн архивӗнчи сӑн Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче пурӑнакан Ефимовсен ҫемйинче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх пысӑк ҫӗнӗ ҫурт туса панӑ. Ефимовсем 5 ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсем пысӑк ҫуртра пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Халӗ ав вӗсене ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тыттарнӑ. Ҫурт 56 тӑваткал метр. Унта ҫутӑ, ӑшӑ пур, шыв кӗртнӗ, ваннӑйӗнче те ҫӑвӑнма пулать. Пӗр сӑмахпа, ҫак ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма хӑтлӑ та кӑмӑллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Игорь Самохвалов/ www.pnp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки вӑхӑтра Мускавра хваттер хакӗ кӑштах чакнӑ. Ҫакна ҫынсен пӗр пайӗ чикӗ леш енне тухса кайнипе е кайма пуҫтарӑннипе ҫыхӑннӑ. Ун пеккисем хӑйсен пурлӑхне васкавлӑн сутса яма тӑрӑшаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн Мускавра хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн хакӗ вӑтамран 266 пин те 498 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсемшӗн хак ҫурла уйӑхӗнчинчен 2,1 процент чакнӑ, икӗ пӳлӗмлисемшӗн — 1,96 процент, виҫӗ пӳлӗмлисемшӗн — 0,9 процент. Пӗтӗмӗшле илсен, кивӗ (тӗрӗсрех каласан, унччен пурӑннӑ) хваттерсене сутакан хак 1,96 процент йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗр хӗрарӑма Вӑрнар районӗнчи пӳртӗн пӗр пайӗ халалласа хӑварнӑ. Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн упӑшки ҫӗнӗ хуҫана килне кӗртесшӗн пулман. Халалланипе лекнӗ харпӑрлӑхшӑн арҫынпа ятлаҫса тӑман — суда яра панӑ, унта ҫитсе вӑл тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Тӳре те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ — ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫӑна ҫурта кӗртме йышӑну тунӑ. Ялти ҫурта хӗрарӑм суд приставӗсемпе пырса кӗрсен арҫын текех хирӗҫ тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейскинчи ишӗлекен общежитисенче пурӑнакансем ҫӑхавпа Мускава ҫитнӗ. Вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин йышӑннӑ. Видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче Красноармейскинчи хастар хӗрарӑмсем хӑйсем пурӑнакан общежитисене никам та тытса тӑмасть, ҫуртсем вара ишӗлсе пыраҫҫӗ тесе евитленӗ. Александр Бастыркин РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Александр Политинина лару-тӑрӑва тӗрӗслеме хушнӑ. Тӗп аппарат вара ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмессине шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать. Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ. Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ. Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ. Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
"Грани" хаҫат сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри нумай хваттрелӗ ҫуртсенче ҫутӑ счётчикӗсене ылмаштарасси малалла пырать. Ҫавӑн пек тума 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ 522-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ хистет. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи электросчётчиксене кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫне ылмаштарса пӗтермелле. Республикӑри мӗнпур районпа хулара уйрӑм ҫынсене 5 пин счётчик лартса памалла, кунсӑр пуҫне тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи ҫутӑ тӑкакне шутлакан 850 ытла приборпа трансформатор токне виҫекен 600 комплект вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫшӗн хваттер хуҫисен укҫа тӳлемелле мар. Ҫӗнӗ йышши счётчиксем ҫутӑ мӗн чухлӗ ҫуннине хӑйсемех кирлӗ ҫӗре ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |