Ӗнер, авӑнӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматургӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Краснов Георгий Васильевич уйрӑлса кайрӗ.
Георгий Васильевич 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Йӗрхкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Явӑшри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта, Ҫӗрпӳ ял хуҫалӑх техникумӗнче, Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Колхоз председателӗ, Чӑваш АССРӗн радиовещанипе телевидени комитечӗн тӗп редакторӗ тата председатель ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш АССР ҪП правлениӗн председателӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Юлашки ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультечӗн профессорӗ пулса ӗҫлерӗ.
Георгий Краснов 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ: «Кӑмӑл туртӑмӗ» (1973), «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет» (1974), «Ӗмер тикӗс килмест» (1979), «Кавар» (2004), «Кӗвеҫекене кӗвӗ ҫиет», «Телей патне виҫӗ ҫухрӑм», «Ҫитетпӗр хӗрӗхе, иртетпӗр хӗрӗхрен», «Хӗрлӗ тюльпан» (2007), «Чипер хӗр ача Ксени» (2010) тата ыттисем.
«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Ермолаевич Горшков доцент пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ.
Анатолий Ермолаевич Горшков 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Вускасси ялӗнче хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1938 ҫулта Сӑпайкассинчи пуҫламӑш шкулта, унтан Калайкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли, Ишлейри вӑтам шкулсенче ӑс пухать. 1949 ҫулхи кӗркунне Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗрет. Аслӑ шкула хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствинче вӗрентӳпе педагогика литературин редакторӗнче ӗҫлет. 1954 ҫулта педагогика институчӗн аспирантурине вӗренме кӗрет. Ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн Анатолий Ермолаевич каллех издательствӑна таврӑнать, 1961-1965 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫлет.
Паян ЧНК вице-президентне, ЧПУ доцентне Валентин Абрамова юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. Пирӗнтен вӑл ытларикун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, уйрӑлса кайрӗ. Сывпуллашу ЧНК ҫурчӗ умӗнче иртрӗ. 10-12 сехет хушшинче Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫурт умӗ халӑхпа лӑк тулли тулчӗ. Юлашки ҫула ӑсатма наци конгресӗнчи ӗҫтешӗсем, Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан хастарсем, ҫывӑх юлташӗсем пухӑнчӗҫ.
Чӑн та, Валентин Александровича ҫухатни питӗ те кӗтмен хыпар пулчӗ. 53 ҫулхи вӑй питти арҫын, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансенчен пӗри. Шел, чӗри вӑхӑтсӑр тапма чарӑннӑ (пусмапа хӑпарнӑ чухне инфаркта пула персе аннӑ, пуҫӗпе ҫапӑннӑ; килӗнче хӑй кӑна пулнӑ, тепӗр кунне ҫеҫ ун виллине шӑллӗ тупнӑ; тухтӑрсем лартнӑ диагноз — чӗре ӗҫӗ пӳлӗнни /выр. острая сердечная недостаточность/).
Валентин Абрамова Канаш районӗнчи тӑван ялӗнче пытарчӗҫ — Кӑшнаруйра.
Сӑнсем (29)
Паян ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов вилсе кайнӑ.
Сывпуллашу ыран, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ЧНК ҫурчӗ умӗнче иртӗ. 10 сехет тӗлне пымалла. Кайран тӑван ялне, Кӑшнаруя, пытарма илсе кайӗҫ.
Валентин Александрович Абрамов 1958 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Кӑшнаруй шкулӗнче 8 класс пӗтернӗ, Чурачӑк шкулӗнче 11 класлӑ пӗлӳ илнӗ. 1977-82 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ-ра аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1983 ҫултанпа университетӑн чӑваш филологипе культура факультетӗнче студентсене вӗрентнӗ.
Валентин Александрович филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Ӑна чылай хисеп хучӗсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе, «ВДНХ СССР ҫамрӑк хутшӑнаканӗ» медальпе чысланӑ.
Ӗнер, акан 8-мӗшӗнче Шупашкарта зоологи шкулне пуҫаракан, паллӑ ӑсчах-зоолог Иван Михайлович Олигер пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.
Иван Олигер 1909 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районне кӗрекен Каменка ялта ҫуралнӑ. Вӑл зоологие вӗренмелли кӗнекесен авторӗ пек паллӑ. Ҫавӑн пекех чылай статья, чылай ӑслӑх кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ.
Унӑн вӗрентӳ сукмакӗ 1939 ҫулта Ленинградри патшалӑх университечӗн биологи факультетӗнче пӗлӳ илнинчен пуҫланнӑ. Чи малтанах вӑл Мӑкшӑ патшалӑх заповедникӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран, вӑрҫӑран таврӑнсан (1946-1951), кун-ҫул сукмакӗ Вологдӑпа Ярӑслав облаҫӗсен тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Дарвин ячӗллӗ заповеднике илсе ҫитернӗ. 1951 ҫулта Иван Михайлович Шупашкара лекнӗ, кунти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче зоологи кафедрин заведующийӗ ӗҫне тума пуҫланӑ. Кунта вара вӑл мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрмашнӑ — 1979 ҫулчченех.
Иван Михайлович Олигерпа ыран, акан 10-мӗшӗнче сывпуллашӗҫ, 12-14 сехетсем хушшинче. Хусанкай ячӗллӗ КК пымалла (ҫапла пулас).
2011 ҫул вӗҫленес умӗн, раштавӑн 31-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Иван Андреевич Андреев вилсе кайнӑ. Иван Андреевич чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе нумай ӗҫ ҫырса пичетленӗ, орфографи правилисене хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. Паян, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем унпа сывпуллашрӗҫ.
Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче Элӗк районне кӗрекен Хутяк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1950 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ, 1954 ҫулта — вырӑс чӗлхипе литературин уйрӑмне. 1955 ҫулта аспирантурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ.
Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче 30 ҫул студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ.
Иван Андреевич — ЧАССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1990), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (2001), филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1972).
Паянхи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, В. Т. Сорокин вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Валерий Трофимович 2002-2009 ҫулсенче Шупашкар район хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ.
Эпӗ хам унпа тӗл пулман пулин те ҫыру ҫӳретсеччӗ — кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ. Кӑҫал, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, сарӑм хатӗрленишӗн, унпа ҫапма ҫӑмӑл пулнишӗн тав сӑмахӗ ҫырса янӑччӗ.
Паян чӑваш культуринче пысӑк йӗр хӑварнӑ Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Лебедев Валериан Степанович ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Халӑхпа сывпуллашасси ыран, нарӑсан 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ (вӑхӑтне каярах пӗлтерӗҫ).
Лебедев Валериан Степанович 1931 ҫулхм юпан 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапай ялӗнче ҫуралнӑ.
1953 ҫулта Кейӳ патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи музыка училищине пӗтернӗ, унтан пӗлӗвне А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнче (ГИТИС) ӳстернӗ. 1948-1949 ҫулсенче Ишлейри культура Ҫуртӗнче инструктор-массовик пулса ӗҫленӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине 1954 ҫулта тухнӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) директорӗ пулнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлӗсенчен пӗри, Волков Геннадий Никандрович (Кашкӑр Хуначи), ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Волковпа сывпуллашу ыран, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонире (Шупашкар, Президент бульварӗ, 31) иртӗ. 10-12 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр.
Педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ.
1949 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, 1952 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ.
1952-1972 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗнче аслӑ преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчӗ, проректор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1972-1993 ҫулсенче Раҫҫей Федерациӗн ҫут-ӗҫ министерствин наци шкулӗсен НИИ секциӗн заведующиӗ пулнӑ. 1972-1982 ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче ӗҫленӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗн, РСФСРӑн тата Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн Василий Иванович Давыдов-Анатрин чӗри патма чарӑннӑ.
Поэтпа ыран, авӑнӑн 10-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сывпуллашӗҫ. 11 сехете пыма пултаратӑр.
Василий Иванович Давыдов-Анатри Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче 1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Республикӑри хаҫат шкулӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика училищинче вӗреннӗ. 1940-1941 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, унтан таврӑнсан Первомайски районӗнчи «Коммунар» хаҫат редакторӗнче, КПСС Чӑваш обкомӗн инструкторӗнче, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Радиоинформаци комитечӗн тӗп редакторӗнче, кӗнеке издательствин редакторӗнче, писательсен союзӗн илемлӗ литература пропагандӑлакан бюро пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |