Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шанарпуҫ

Шанар

Ӗлӗк-авал Шанар ялӗ хальхи вырӑнтан 3 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле, Атӑл еннрех, вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫав Аслӑ ҫулпа час-часах арестованнӑйсене этаппа Сибирилле илсе ҫӳренӗ. Ҫула май вӗсем вырӑсла пӗлмен чӑвашсем патне кӗрсе чӑвашсене чӑрмантарнӑ, хӑратса ӗҫме-ҫимисене тытса илнӗ. Асатте-асаннесем ҫав нуштаран хӑтӑлас тесе урӑх вырӑна куҫса ларма шутланӑ. Вара вӗсем ӗлӗкхинчен кӑнтӑр еннелле вӑрман варне Шанар шывӗ пуҫланакан вырӑна куҫса ларнӑ. Ҫавӑнпа вара пирӗн яла Шанарпуҫ теҫҫӗ.

1950 ҫ. ЧР Шупаркар р-чи Шанарта
Г.Я.Хлебликов ҫырса илнӗ.


 
Категорисем: Сĕнтĕрвăрри. Шанар
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-02-17 09:24:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2397 хут пӑхнӑ.Тип: Статьясем. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем