Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Геннадий Хлебников вилсе кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 13.10.2014 14:42 | 1721 хут пӑхнӑ
Персона Геннадий Хлебников
Геннадий Хлебников

83 ҫула кайса паян Чӑвашри ятлӑ-сумлӑ, паллӑ ҫынсенчен пӗри, чӑваш литературин тӗпчевҫи Геннадий Хлебников вилсе кайнӑ.

Геннадий Хлебников 1932 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шанарпуҫ ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ.

Вӑл — «Чувашский роман», «Современная чувашская литература», «Пултарулӑх тӗшши», «Меслетпе ӑсталӑх», «Чувашская литературная классика и ее наследие» монографисенӖ чӑваш литературин нумай учебникӗн авторӗ. Чӑваш литературоведенийӗпе критики пирки ӑслӑлӑх ӗҫӗ нумай ҫырнӑ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗҫе те Геннадий Хлебников самай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. 1972 ҫулта унӑн «Тӑван литература, 6-мӗш класс валли» вӗренӳ пособийӗ пуҫласа кун ҫути курнӑ. Кайран ӑна тӳрлетсе тата хушса 12 хутчен кӑларнӑ. 1973 ҫулта вӑл 10-мӗш класс валли чӑваш литератури пичетленӗ.

Чӑваш филологийӗпе культурин профессорӗ пулнӑ май Хлебников И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшнӑ. Студентсемпе заняти ирттернипе пӗрлех вӑл «Ҫилҫунат» поэзи кружокне ертсе пынӑ.

Геннадий Хлебников сӑпайлӑхпа, тӗлӗнмелле ӗҫченлӗхпе, йӗркеллӗ те пулӑшма хатӗр, ҫынсемпе тимлӗ пулнипе палӑрса тӑнӑ.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #ҫухатусем, #Шанарпуҫ, #литература, #ЧПУ

 

Комментари:

Migulaj // 4076.76.6055
2014.10.13 16:14
Йывăр тăпри çамăл пултăр.
Илле // 3035.94.7765
2014.10.15 10:58
Сакна хушса каласшан. Г.Я.Хлебникова яланах власрисем юратсах кайман, ана ялан хесерлене, такантарна, сул паман. Университетра кашни самсаккай прохвессарта сурене, анчах Г.Я.Хлебникова профессор ятне паман.Юпан 14-мешенче киле уменчи хурлахла митинга вал еслене факультет декане пыманни тата тата факультет ертусисем ертсе пыманни пашархантарать. Асанура Г.Я.Хлебников ЧНК пусарса яма, чаваш патшалахесен символесене тума хастар хутшаннине каларес, анчах юлашки сула асатура ЧНК асла ертусисем куранмарес. Хамаран сапла улапамарсене хамар патшалах ялавепе черкесе асатмалли йерке те сук-ха пирен.
Пултарулахне тата паранманлахне-хусалманлахне кура,2002 султа Г.Я.Хлебникова Митта Васлейен премине парса чыслана. Геннадий Яковлевич саканшан пите саванначче.Некрологсенче унан сак наградине асанмаллах.
Тата сурална куне пирки. Вилтапри синче 09.10.1932 тарать./Кунта некролог хатерлекенсен айапе сук, асанура унан сурална куне вис терле те сыранни пирки калакансем пулчес./
Йывар тапри самал, чуне сатмахра пултар, семйин тата чаваш халаен пусе сыва пултар.
Илле // 3035.94.7765
2014.10.15 22:39
Г.Я.Хлебников юпан 11-мешенче вилне.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем