Малашне ипотека кредичӗн ставки 13% процент пулассине пӗлтернӗччӗ. Анчах РФ строительство министрӗ Михаил Мень ставка 12 процент таран анма пултарассине те пӗлтернӗ. Ку Раҫҫей Банкӗ ставкине пӗчӗклетсен ҫеҫ пулӗ.
Аса илтермешкӗн: Дмитрий Медведев ипотека кредичӗн ставкине пӗчӗклетни пирки пушӑн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Михаил Мень каланӑ тӑрӑх, субсиди ставкине малашне пӗчӗклетни — арифметика задачи, ӑна пурнӑҫа кӗртсе пӑхмалла.
Унччен ипотека кредичӗн ставки 13% процент пулассине пӗлтернӗ чухне хӑш-пӗр япала пирки асӑнманччӗ. Кредита ҫӗнӗ, хута каякан ҫуртра хваттер туянакансене ҫеҫ параҫҫӗ. Ипотекӑна кӑҫалхи пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫитес ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен илмелле. Ӑна тенкӗпе ҫеҫ параҫҫӗ.
Мускав, Мускав облаҫӗнче, Питӗр тӑрӑхӗнчен пурӑнакансен туянмалли хваттерӗн 8 миллион тенкӗрен сахалрах тӑмалла мар. Ытти регионсенче — 3 миллион тенкӗ таран. Малтанхи тӳлев 20% сахал мар пулмалла. Ипотека кредитне 10 ҫултан ытлашши памаҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче Чӑваш Енре ипотека кредичӗ илекенсен йышӗ 30% чакнӑ.
Шупашкар ҫыннисем канализацие мӗн кӑна ямаҫҫӗ иккен! Ҫав пурлӑх шутӗнче тӗк минтер те, паяльник та пур. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсен кунӗ умӗн ҫак отрасльте ӗҫлекенсем тулса ларнӑ пӑрӑхран кӑларнӑ япаласене тележурналистсене кӑтартнӑ.
Участок маҫтӑрӗ Юрий Лебедев пӑрӑхри япаласене 2000-мӗш ҫул вӗҫӗнче пухма тытӑннине пӗлтернӗ. Сантехниксем пуҫтарма тытӑннӑ хӑйне евӗр пӗрремӗш экспонат апатланмалли вилка пулнӑ. Унтанпа техучастокра темтепӗр пухӑнма ӗлкӗрнӗ.
Кӗркунне, хӗлле валли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чух, ҫынсем пахчаҫимӗҫ юлашкине канализаци пӑрӑхне переҫҫӗ иккен. Пӗррехинче сантехниксем чӑх та туртса кӑларнӑ. Хырӑнмалли станока та, отверткӑна та, алӑк хӑлӑпӗпе ҫӑрана та пӑрӑха чӑмтаракансем пур.
Тӗнчери лару-тӑру ҫивӗчленсен, банксем кредитсен проценчӗсене ӳстерсен халӑх самаях аптӑраса ӳкрӗ. Ара, нумайӑшӗ пурӑнмалли ҫурта кредитпа ҫеҫ туянаять-ҫке-ха.
Патшалӑх ку ыйтуран айккинче юлман. Влаҫ антикризис планӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре ҫурт-йӗр илмелли майсене лайӑхлатнӑ. Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа банксем ипотека кредитне 13 процентлӑ ставкӑпа пама тытӑнӗҫ.
Постановление Дмитрий Медведев премьер-министр пушӑн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн ипотека кредичӗн ставки 13 процентран ытларах пулмалла мар.
Документра ҫӗршыври макроэкономика лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ май ипотека кредитне илес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнине палӑртнӑ. Ку йышӑну пӗрремӗшле рынокра туянакан ҫынсене пырса тивет.
Пӗлтӗр банксем ипотека кредитне вӑтамран 12,5 процентпа панӑ. Юлашки вӑхӑтра вара хӑшӗ-пӗри 20 процентпа сӗннӗ. 13 процентлӑ ставка тумашкӑн РФ Финанс министерстви укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшӗ. Ку 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗччен пулӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче професси уявне палӑртӗҫ. «Чӑваш Республикин ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх комплексӗн предприятийӗсен ассоциацийӗ» коммерцилле мар юлташлӑх вырсарникуна кӗтсе тӑрас темен, отрасльти маттур ӗҫченӗсене паянах хисеп паллипе чысланӑ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӳрӗ чунпа ӗҫленӗшӗн» хисеп паллине асӑннӑ ассоциаци хӑй ҫирӗплетнӗ.
Чыслава коммерцилле мар ҫав юлташлӑхӑн сӑнав канашӗн ертӳҫи Валентин Афанасьев, ассоциацин ӗҫ тӑвакан ертӳҫи Валерий Алексеев, Шупашкар хулин ҫурт-йӗр фондне тытса тӑракан управленин (вӑл муниципалитетӑн хысна предприятийӗ шутланать) пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев хутшӑннӑ.
Хисепе республикӑри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри 111 ӗҫчен тивӗҫнӗ. Хиспе паллипе отрасльте 15 ҫул ытла тӑрӑшакансене палӑртнӑ. Вӗсен хушшинче сантехник та, ҫивитти витекен те, электрик та, рабочи те, газоэлектросварщик та, бухгалтер та пур.
Сӑнсем (21)
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансене, сусӑрсене, тыл ӗҫченӗсене «1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарни» медальпе чыслаҫҫӗ. Халӗ республикӑра ҫак йыша кӗрекен 24 пин ытла ҫын пурӑнать.
Ҫак кунсенче республикӑна федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫа ҫитнӗ. РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫак укҫа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен ҫурт-йӗрне лайӑхлатма кайӗ.
Кун тӗлӗшпе, Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци хыснинчен 213 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫапла майпа кӑҫал 190 ветеран пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пултарӗ.
Аса илтермешкӗн: пӗлтӗр ҫак тӗллевпе 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫапа 93 ветеран ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарнӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт йӑтӑнма тытӑнсан пӗр хушӑ шавларӗҫ те халӗ кӑшт лӑпланчӗҫ. Ара, унти ҫынсене урӑх ҫӗре пурӑнма куҫарчӗҫ, ҫурта ишсе антарса ҫӗннине хӑпартма йышӑнчӗҫ.
Кунашкал лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран унти ҫынсен хӑварт кӑна пӳлӗмсенчен тухса кайма тивнӗ. Ара, ҫурт ишӗлме пуҫласса никам та кӗтмен вӗт. Ҫынсен япали-мӗнӗ йалтах унта юлнӑ. Пӗр хушӑ вӗсен пурлӑхне бомжсем «тапӑнни» пирки те пӗлтернӗччӗ-ха. Ара, хуҫасӑр япала кама ан илӗрттӗр? Юрать, ҫурт тавра хурал тӑратрӗҫ.
Халӗ Ленин район администрацийӗн сайчӗ кун пек хыпар пӗлтерет: Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисене хаклӑ япалисене илсе тухма ирӗк панӑ. Чӳречесемпе алӑксене те кӑларса илме юрать-мӗн.
Ҫак ӗҫе пушӑн 14, 15, 21, 22-мӗшӗсенче 9–17 сехетсенче тума пулать. Анчах япаласене кашни хӑй тӗллӗн, пулӑшусӑр, илсе тухать. «Алӑксемпе чӳречесене кӑларса илсен ахаль те ҫирӗп мар ҫурт малалла йӑтӑнмӗ-ши?» — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ҫыхӑнура» канашлури ҫынсем.
Хваттерсенче пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫултан тӗплӗ юсавшӑн тесе тӳлеттерме тытӑнчӗҫ. Хакӗ хваттер калӑпӑшӗнчен килет. Лаптӑк мӗн чухлӗ пысӑкрах, ҫавӑн чухлӗ ытларах кӑларса хума тивет. Пӗр тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 50 пус кӑна пулин те пӗрех сисӗнет. Мӗншӗн тӳлемелле, ҫуртне хӑҫан юсӗҫ йышши ыйтусем хваттер хуҫисен вӗҫӗмех сиксе тухаҫҫӗ.
Тӗплӗ юсавпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатма республикӑра «хӗрӳ лини» номерӗсем уҫнӑ. Чуна пӑшӑрхантаракан самантсене специалистсем патне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма юрать.
Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче йӗркеленӗ «хӗрӳ лини» номерӗ — 64-22-16. Ыйтусене тунтикун 15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Тунтикун ӗлкӗрейменнисем ытларикун кун каҫипех (кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 12 сехетрен тытӑнса 13 сехетчен) шӑнкӑравлама пултарӗҫ. Ун чухне вӗсене Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн специалисчӗсем 23-42-31 номерпе йышӑнӗҫ. Шупашкар ҫыннисен эрнекун та шӑнкӑравлама май пур. 23-50-63 номерпе 13 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх секторӗ хуравлӗ.
Капюсавшӑн тӳлеттерме тытӑннине Шупашкарта та хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Пӗрисем укҫа шеллемесӗр квитанцисене тӳлеҫҫӗ, теприсем ку йышӑнупа ниепле килӗшесшӗн мар.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче капюсавшӑн ҫынсен 50 проценчӗ ҫеҫ тӳленӗ. Кун пирки Хула пухӑвӗн депутатсен пухӑвӗнче те калаҫнӑ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ку кӑрлач уйӑхӗнче ӑшӑшӑн тӳлемелли хак тӑрук хӑпарнипе ҫыхӑннӑ. Сити-менеджер капюсав тӳлевӗ ҫемье енчӗкне ҫӳхетнипе килӗшнӗ-ха, анчах ӑна тӳлемелли пирки аса илтернӗ. Чӑтмалла-мӗн — 1-1,5 уйӑх ҫеҫ юлнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ капюсав тӳлевӗ федераци тата республика саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пулнине, ӑна пурин те тӳлемеллине аса илтернӗ. Килӗшӳ алӑ пусма хирӗҫлени те укҫа тӳлесрен хӑтармасть-мӗн.
Хваттере е пӳлӗме тӳлевсӗр приватизацилемелли вӑхӑта Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем тӑсасшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫак вӑхӑта миҫе хутчен куҫарнине те манса кайрӑмӑр ӗнтӗ. Хальхинче унӑн вӑйӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухмаллаччӗ. Анчах ҫӗршыв шайӗнче хатӗрленӗ черетлӗ саккун проектӗнче приватизаци вӑхӑтне тата тепӗр 3 ҫуллӑха тӑсма шухӑшланине палӑртнӑ.
Паян РФ Патшалӑх Думин лепутачӗсем саккун проектне пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Анчах ҫурт-йӗре харпӑрлӑха куҫарас текенсен виҫӗ ҫулта ӗлкӗрӗпӗр-ха тесе тӑсӑлма май килмест-тӗр. Иккӗмӗш вулавра саккун проектне улшӑну кӗртессине пӗлтереҫҫӗ. Ун чухне приватизаци вӑхӑтне малтанхи вариантри пек 3 ҫуллӑха мар, ҫулталӑка кӑна тӑсасшӑн. Тепӗр майлӑ каласан, йышӑнса пӗтерсен, приватизаци вӑхӑчӗ 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта капюсавшӑн укҫа пуҫтарнине хирӗҫлесе митинга тухнӑ. Унта пухӑннӑ ҫынсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. 300 ытла ҫын 2 сехете яхӑн ку ыйту тавра калаҫнӑ.
Митинг йӗркелӳҫисенчен пӗри Геннадий Весновский каланӑ тӑрӑх, мероприятие халӑх ыйтнипе ирттернӗ. Капюсавшӑн пухакан укҫа саккунлӑ пулнине ӗнентермесӗр вӗсем уншӑн тӳлесшӗн мар-мӗн.
Аса илтерер: ӑна нумаях пулмасть пухма тытӑннӑ. Ку программӑна пӗлтӗр пушӑн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Светлана Смирнова ав 1974 ҫултанпа коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлет, анчах унтанпа вӗсен ҫуртӗнче пӗр пӑта та ҫапман-мӗн. Вӑл ҫынсене капюсав тӗлӗшпе килӗшӳ тума сӗнмест. Вӑл уншӑн тӳлесшӗн мар. Юсав тусан ҫеҫ укҫа кӑларса хума хатӗр вӑл.
Валерий Вишневский ЖКХ тӳлевӗ хӑвӑрт ӳснине палӑртать, ҫынсем вара пурпӗрех нимӗн те чӗнмеҫҫӗ.
Митинга килнӗ ҫынсем пӗтӗмлетӳ тунӑ: капюсавшӑн тӳлемӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |