Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта пирӗн республикӑра элитлӑ ҫурт-йӗр пуринчен ытла хакланнӑ. Кунта сӑмах ҫӗнни пирки пырать. Иккӗмӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ марри) ҫурт-йӗр хакӗ те пӗр вырӑнта тӑман.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн тӑваткал метрӗ вӑтамран 44 пин те 63 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан хак 0,6 процент йӳнелнине пӗлтерет. Иккӗмӗш рынокри вара 0,5 процент хӑпарса тӑваткал метрӗ 42 пин те 738 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитли кӑна хакланнӑ. Ун пекки пирки ӗмӗтленекенсен пӗр тӑваткал метршӑн вӑтамран 51 пин те 454 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 3,4 процент хакланнине пӗлтерет. Пӗлтӗрхи юпа–раштав уйӑхӗсенчинчен хак 5,6 процент ӳснӗ. Вӑтам пахалӑхлипе лайӑхлатнӑ пахалӑхли чакнӑ.
Иккӗмӗш рынокрине илсен, ӑна сутакансен пӑшӑрханма сӑлтав пулман — хак хӑпарнӑ.
Шупашкарта пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсене ишес ӗҫ малалла пырать. Анчах хӑшӗ-пӗри, ҫӗнӗ хваттер параҫҫӗ пулсан та, хӑйсем патӗнчен куҫма хирӗҫ-мӗн.
Ҫавӑнпа Шупашкарта авариллӗ ҫуртра пурӑнакан, урӑх ҫӗре куҫма хирӗҫлекен ҫемьесен тӗлӗшпе иск заявленийӗ хатӗрлеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Хальлӗхе тӗп хулара 6 ҫуртри ҫынсене куҫарнӑ тепӗр 38-шне ишсе антарма хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсенче кӗҫех ҫутта, газа, шыва сӳнтерӗҫ.
Авариллӗ ҫуртрисене ҫӗнӗ хваттер параҫҫӗ. Хальлӗхе 594 ҫынна панӑ ӗнтӗ. Анчах 40 яхӑн ҫемье ҫӗнӗ ҫурта куҫма хирӗҫ. Мӗншӗн? Унта балкон ҫук-мӗн, хутра ытлашши нумай хваттер имӗш. Иск заявленине ҫавӑнпа хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫапла майпа ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре вӑйпах куҫарасшӑн.
Шупашкарти Мускав районӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ ӳнер галерейине ҫаврӑнма пуҫланӑ. Унта виҫӗ подъездра картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене паллӑ вырӑс ӳнерҫисен репродукцийӗсемпе илемлетнӗ.
«Ача-пӑча сӑнӗсем» ҫӗнӗ курав валли картинӑсене «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн специалисчӗсем «Картинӑсем — кашни киле» проектпа килӗшӳллӗн суйланӑ.
Проект «Вырӑс ӳнерӗн шедеврӗсем» куравран 2012 ҫултанпа старт илнӗ. Пӗрремӗш подъездра пурӑнакансем Виктор Васнецовӑн «Богатыри», Василий Суриковӑн «Переход Суворова через Альпы», Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» тата ыттисен картинисене курма пултарнӑ.
Иккӗмӗш подъездри ӗҫсене «Борис Кустодиев пултарулӑхне» халалланӑ. «Ача-пӑча сӑнӗсем» куравра вара Федот Сычков, Николай Богданов-Бельский, Константин Маковский тата ыттисен ӗҫӗсем пур.
Ҫуртра пурӑнакансем картинӑсемпе ылмашӑнаҫҫӗ, ҫапла вӗсем подъездра чылай ӗҫпе паллашаҫҫӗ.
Чӑваш Енре кивӗ тата авариллӗ ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ малалла пырать. Федераци программи пурнӑҫланма тытӑннӑранпа пин-пин ҫын ҫӗнӗ ҫуртсене куҫнӑ. Президент хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра 2017 ҫулччен авариллӗ ҫуртсенчен хӑтӑлмалла.
Элӗксем ку енӗпе аптӑрамаҫҫӗ. Ку ыйтӑва вӗсем татса панӑпа пӗрех. Халӗ унта нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта ҫеҫ хута ямалли юлнӑ.
Элӗкри Октябрьски урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт хӑварт ӳсет. Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫеҫ фундамент янӑ. Халӗ ав тӑррине те витнӗ. Хваттерсене ҫынсене пама хатӗрленеҫҫӗ ӗнтӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен картише те илемлетсе пӗтерӗҫ. Ҫурт 2000 тӑваткал метрлӑ. Вӗсенчен 460-шӗ авариллӗ ҫуртсенчен куҫаканнисем валли. Кӑҫал района 53 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫапла 57 хваттерти 133 ҫынна ҫӗнӗ ҫурта куҫармалла.
Республикӑра ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарас ӗҫе 2017 ҫул тӗлне вӗҫлемеллине каларӑм ӗнтӗ. Кун валли 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку 5 пин ҫемьене ҫӗнӗ ҫурта куҫарма ҫителӗклӗ.
Шупашкарӑн Калинин районӗнче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен чи пысӑк центр ҫӗклесе лартмалла. Унӑн пӗрремӗш чулне паян хунӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Федераци Канашӗн Тӗнчери ӗҫӗсемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Константин Косачев, РФ экономика министрӗн ҫумӗ — статс-ҫыруҫи Олег Фомичев хутшӑннӑ.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ҫав центрта ҫынсене 32 чӳрече йышӑнма пуҫлӗ. Ун чухлӗ май туса пани нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи черете чакарма май парасса шанаҫҫӗ. Тата ӑна уҫсан ҫынсен 90 проценчӗ асӑннӑ центрсем урлӑ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне илме тытӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ те ҫав цифрӑна ҫитме регионсен пуҫлӑхӗсем умӗнче тӗллев лартнӑ иккен. Халӗ Чӑваш Енре 27 ҫавӑн пек центр ӗҫлет.
Сӑнсем (8)
Кил-ҫурта тата хваттере кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра пухма юратакан ҫынсем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем тирпейлӗхе юратманни час-часах кӳршисене килӗшмест — тӗрлӗ харкашусем ҫуратать. Ҫавнашкал кил-йыш Кустӑрма (выр. Кострома) хулинче те пулнӑ. Хваттерӗ унӑн муниципалитетӑн шутланнӑран суд арҫынна тара илнӗ пурӑнмалли вырӑна ҫӳп-ҫапран тасатмалла йышӑннӑ, анчах вӑл ку хушӑва пурнӑҫлама васкаман имӗш.
Приставсем кӗтнӗ-кӗтнӗ те ку ӗҫе хӑйсем пурнӑҫлама шутланӑ. Арҫын патне хайхи суд приставӗсем, Кустӑрма хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ — ҫӳп-ҫапа илсе тухма тытӑннӑ. Сахал мар сӗтӗрсе килнӗ иккен арҫын — коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен 5 тиев машини калӑпӑш илсе тухма тивнӗ. Кун хыҫҫӑн асӑрхаттарса та хӑварнӑ: хваттерте тирпейсӗрлӗх малашне те хуҫаланӗ пулсан ӑна урӑх хваттерпе тивӗҫтермесӗр кӑларса яма та май пур иккен.
Чӑваш Енӗн пурлӑх министерстви иртнӗ эрне вӗҫӗнче 167 917 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ҫӗре тара парасси пирки аукцион ирттернӗ. Ҫӗрӗн хуҫи пулса тӑрассишӗн «Тус» акционерсен уҫӑ обществи «кӗмӗл» пуринчен ытла сӗннӗ. 154,7 миллионпа тара илме хатӗр пулнӑскер ҫапла вара аукционта ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗн хыснана ҫулталӑкне 13-шар миллион тенкӗ, 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, тӳлесе тӑмалла. Аукционта ҫӗнтернӗшӗн «Тус» тӳлекен укҫа республика тата Шупашкар хыснисене кайӗ.
«Университетски» микрорайона комплекслӑ аталантармалли шутланакан 167 917 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче «Тус» ҫурт-йӗр хӑпартса лартӗ. Унта 6–16 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсем те, хушма хуҫалӑхсемлӗ ҫуртсем те тума шухӑшлаҫҫӗ. Юлашкинчен каланисем темиҫе ҫемье пурӑнмаллисем те, пӗрер ҫемье валли ҫӗкленисем те пулӗҫ.
«ЭнергосбыТ Плюс» акционерсен уҫӑ обществи тата РФ Патшалӑх Думин энергетика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ «Кивӗ парӑма – кивӗ хакпа» пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттерессине пӗлтернӗ. Ку уйрӑм ҫынсене пырса тивет. Ҫав шутра – Чӑваш енре пурӑнакансене те. Сӑмахӗ ҫутӑ тата ӑшӑ энергийӗ пирки пырать.
Ҫутӑшӑн тӳлессипе парӑмлисем акци вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫак уйӑх вӗҫлениччен хӑйсен парӑмне пенисӗр тӳлесе татма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсен хӑйсен парӑмне пӗчӗккӗн тӳлесе татма май килӗ. Анчах апла тӑвас тесен ятарлӑ килӗшӳ тумалла та виҫӗ уйӑхра татӑлма сӑмах памалла.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хваттерӗнчишӗн кӑна мар, ҫуртӑн пӗтӗмӗшле нуши валли тесе тӑкакланнине те маларах асӑннӑ мелпе усӑ курса татма пултарӗҫ.
Чӑваш Енре каллех мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл унӑн шӑлӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Ӑна Шупашкарти пӗр стройкӑра тупнӑ. Вӑл мамонт шӑлӗ пулнине малтанлӑха республикӑри паллӑ геолог каланӑ.
Мамонт шӑлне тупнӑ вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон хӑпартаҫҫӗ. Кӳлмекрен инҫех мар рабочисем хӑйӑр тултарнӑ чухне ун ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала тупнӑ. Ҫав хӑйӑра юханшыв портӗнчен илсе килеҫҫӗ.
Артур Филиппов каланӑ тӑрӑх, вӑл мамонтӑн е носорогӑн 20 сантиметрлӑ шӑлӗ евӗр. Прораб ӑна Чӑваш наци музейне илсе кайнӑ.
Шупашкарти политехника институчӗн доценчӗ Анатолий Иванов та ку мамонтӑн шӑмми-шакки пулнине ҫирӗплетнӗ. Вӑл шӑла хӑш тӗлтре тупни пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Атӑлпа Ҫавал хушшинчи хӑйӑр ӑшӗнче пулсан ку — тупнӑ 15-мӗш япала. Ку тӑрӑх мамонтсемшӗн капкӑн пулнӑ. Тен, унта ытти пайӗсене те тупма май пуррине палӑртаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен Шупашкарти парксене, скверсене тата пляжсене вӑрӑмтунасенчен сиенсӗрлетме палӑртнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама ҫӗртмен 2-мӗшӗнче хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура хула мэрӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров Шупашкарти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене хушнӑ. Вӑрӑмтунасемпе лешсем хӑйсем «кӗрешӗве» тухмӗҫ — вӑрӑмтунана тата юн ӗмекен ҫавӑн йышши ытти шӑна-пӑвана вӗлерме ирӗк пур предприятисемпе вӗсен подряд килӗшӗвӗ тумалла.
Герман Александров каланӑ тӑрӑх, ҫанталӑк шӑрӑх тата нӳрӗ тӑнине кура шӑна-пӑван йышланса кайнӑ. Ҫавна май скверсене, парксене, пляжсене, социаллӑ сфера объекчӗсене, ача-пӑча уйлӑхӗсене, путвалсемпе чартаксене, нумай хваттерлӗ ҫуртсен подъезчӗсене эмеллесе тухмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |