Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗнче агентра вӑй хуракан Николай Селиванов ҫулне кура мар вӑр-варри пирки унти «Авангард» райхаҫат хыпарлать.
Чӑн та, ҫитмӗл пиллӗкре пыракан шурсухал пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пысӑк ҫитӗнỹ тунӑ — республикӑра ҫичҫӗр ӗҫтешӗ хушшинче вӑл тӑваттӑмӗш вырӑна тухса кӗмӗл призер шутне кӗнӗ. Кӗҫӗн Арапуҫ чӑвашӗ ҫавӑнпа ҫеҫ лӑпланса лармассине ун чухнех систернӗ — Ҫӗрпỹ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенчи ӗҫтешӗсенчен иртме ӑнтӑлнине пӗлтернӗ.
Хастар агент сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта вӑл ял ҫыннисен пурнӑҫне, транспорт хатӗрне, ҫурт-йӗрӗпе хуралтисене, выльӑх-чӗрлӗхне 313 пин тенкӗлӗх страхласа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫӗнӗ микрорайонсенчи чарӑнусен ячӗсене панӑ. Ку «Садовый», «Финская долина», «Новый город» микрорайонсене пырса тивет.
Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Садовый» микрорайонта общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑна «П.Дементьев урамӗ» ят парӗҫ. «Финская долина» микрорайонти чарӑну ҫавӑн пекех ятлӑ пулӗ.
«Новый город» микрорайонти общество чарӑнакан вырӑнсене «Новый город» микрорайон», «Г.Ефимов поэт урамӗ», «А.Токарев композитор урамӗ», «Стартовӑй урамӗ», «В.Галкин мусӑкҫӑ урамӗ» ят парӗҫ.
Сӑмах май, транспорт чарӑнакан вырӑнсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырӗҫ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи стройкӑсенче Чӑваш Енри ҫынсем сахал маррӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем хушшинче Мускаври строительство организацийӗсене ертсе пыракансем те пур. Вӗсемпе нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлпулнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳссе Мускавра хӑйсен вырӑнне тупнӑ строительсене Леонид Волков Строительсен уявӗпе (ӑна иртнӗ канмалли кун палӑртрӗҫ) саламланӑ. Строительство экономикӑнпӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри пулни пирки калаҫнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхпе чӑвашсен тӗп хулари ентешлӗхӗпе тата Чӑвашран тухнӑ, строительство бизнесӗнче тимлекенсемпе туслӑ ҫыхӑну тытас ыйтӑва та хускатнӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнӑва йӗркелени хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулассипе строительство предприятийӗсен ертӳҫисем те килӗшнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (9)
Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче чылайранпа кӗтнӗ савӑнӑҫ пурнӑҫа кӗнӗ. Авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ 40 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Ҫурта чылай вӑхӑт хӑпартнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта куҫнисен йышӗнче пенсионерсем те, ачасем те, вӑйпитти ҫынсем те пур. Вӗсем унччен бараксенче 10 ҫул ытла пурӑннӑ. Кӑмака хутнӑ, шыв урамран ӑснӑ.
Ҫынсене авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫармашкӑн Ҫӗмӗрле валли 387 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫулччен унта 1000 ытла ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫармалла.
Чердаковсем ав ҫак куна 17 ҫул кӗтнӗ. Халӗ вӗсене икӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ. Чердаковсен баракӗнчен пурте хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсем черетре юлашки пулнӑ.
Халӗ Ҫӗмӗрле влаҫӗ программӑн иккӗмӗш тапхӑрне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Проектсем хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра застройщиксен конкурсне ҫӗнетӗҫ. Вӗсем ҫурта кӗске хушӑра хӑпартма пултаракансене кӗтеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлен сити-менеждерӗн Александр Зиновьевӑн хулари ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗ вирелле тӑнӑ. Кун пирки вӑл хулари хастарсемпе тӗл пулсан персе янӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫар ҫынни пулнӑ май вӑл танк ҫарӗнче тата ҫар пехотинче хӗсметре пулнӑ, Чечен Республикинче ҫапӑҫнӑ. Байкал тӑрӑхӗнчен тытӑнса Армени таран подразделенисене ертсе пынӑ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ (ҫар ҫыннисем ачашланса ларма хӑнӑхман) ҫын пулин те вӑл хулари ыйтусене ӑша хывма тытӑнсан аптӑраса кайнине вӑл пытарман. «Манӑн, ҫар ҫыннин тата гражданинӑн, Ҫӗмӗрлери ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫӳҫ вирелле тӑрса кайрӗ. Хӑш-пӗр ыйту кунта вуншар ҫул татӑлман, хӑшӗсем патне алӑ та ҫитмен», — тенӗ хула администрацине ертсе пыма нумаях пулмасть шаннӑ ҫын.
Юлашки ҫулсенче хулара вӗҫӗмех пуҫлӑхсем ылмашса пынине унтисем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пуль ӗнтӗ. Газ укҫипе хальхи вӑхӑтра хула 135 миллиона яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр ҫынран тӑракан пикет иртни пирки «Правда ПФО» пӗлтерет. Ӑна Алексей Ильин ятлӑ сусӑр йӗркеленӗ. Вӑл коммерци наймӗн мелӗпе ҫурт илме ӗмӗтленет-мӗн. Анчах республикӑри тӳре-шара унӑн ыйтӑвне тивӗҫтермест тесе ӗнентернӗ вӑл.
«Пикета тухма мана тӳре-шарана хваттер пани, эпӗ вара ӑна 15 ҫул илейменни хистерӗ, — ӑнлантарнӑ сусӑр арҫын. Ҫакӑ мана кӑмӑлсӑрлантарать. Ҫитменнине тата Строительство министерствинчен ҫыру килчӗ, унта ҫурт-йӗре черетсӗр илме тӳре-шара хӑйӗн пуҫлӑхӗ сӗннипе кӑна илейрет тесе уҫӑмлӑн ӑнлантарса панӑ. Ҫакӑ мана кӑмӑлсӑрлантармаллипех кӑмӑлсӑрлантарчӗ те эпӗ пикета «Игнатьев, тӳре-шарана сусӑрсен хваттерӗсене валеҫсе ҫитет» лозунга тухас терӗм», — ӑнлантарнӑ арҫын.
Лозунглӑ арҫын 17 сехетченех, тӳре-шара хӑй патӗнчен тухичченех ларма, шантарнӑ.
Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.
Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарти «Шанхай» микрорайон (Мясокомбинат проездӗнче ҫынсем хӑй тӗллӗн ҫуртсем ҫӗкленӗ тӑрӑха халӑхра ҫапла калаҫҫӗ) ҫаплах лӑпланма пӗлмест. Унти ҫынсене микрорайон хӑпартакан организаци шучӗпе хваттер пама та пулнӑччӗ. Пӗтӗмпе 282 ҫуртран ҫынсене куҫармалла пулсан, 90-шӗпе килӗшӗве алӑ пуснӑ-ха. Теприсенчен хӑшӗсем те кӗҫех, тен, куҫӗҫ. Ҫаплипех кутӑнлашакансем те пурри пирки «Правда ПФО» интернет-ҫӑлкуҫ хыпарлать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Кулагин «Шанхайри» кӑмӑлсӑр юлнисемпе Мускава каясси пирки пӗлтернӗ. Кулагин депутат ҫав районта юрлӑрах пурӑнакансемпе пӗрлех ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнакансем те пуррине палӑртнӑ-ха. Ҫӗре аукционта сутса янӑ хыҫҫӑн унти хуралтӑсене йӳнӗпе ятарласа туяннӑ ҫынсем те пур тесе шухӑшлать депутат. Унсӑр пуҫне вӑл строительство предприятине шелленине те палӑртнӑ. Ара, ҫӗре илнӗ чух лешӗн ҫынсене хваттерпе хӑй шучӗпе тивӗҫтермелле пулса тухасса пӗлмен-мӗн.
Шупашкар ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле сарӑлӗ. Унта «Соляное» микрорайон тӑвассине хула влаҫӗсем халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ.
Микрорайон Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче Шупашкар шыв управлӑхӗн ҫыранӗнчи 51 гектар ҫинче вырнаҫмалла. Территорин самай пайӗ хальлӗхе пушӑ.
«Соляное» микрорайон нумай хутлӑ тата 2 хутлӑ ҫуртсенчен, коттеджсенчен, 250 тата 130 вырӑнлӑх 2 ача пахчинчен, 1100 вырӑнлӑ шкултан, суту-илӳ, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенчен, физкультурӑпа культура объекчӗсенчен, кашнинче 300-шер машина лартмалла икӗ хутлӑ автостоянкӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта 9,1 пин ытларах ҫын пурӑнасса шанаҫҫӗ.
Проекта тума «Ҫыран» ассоциацие шаннӑ, ӗҫне пурнӑҫлаканӗ — «Полиспроект» архитектурӑпа конструктор бюровӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хӑш-пӗр тытӑм компанийӗсем ҫурт-йӗре тӗплӗн юсама тесе пухакан тӳлевшӗн тата коммуналлӑ пулӑшушӑн пӗр квитанци ярса пама тытӑнӗҫ. Иккӗшӗ расна килни нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансемшӗн меллӗ марччӗ. Пӗрлехи квитанци ҫакна ансатланасса шанмалла.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи квитанципе тӳлеттерес тытӑм ҫине чи малтан «Кӑмӑл» управляющи компани куҫнӑ.
Квитанци тӑрӑх компанире, Перекет банкӗн уйрӑмӗсенче, пуштӑра тӳлеме май килӗ. Уншӑн комисси илмӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Енре пурӑнакансем Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗнче Потребителӗн уйрӑм пӳлӗмне кӗрсе счетпа тӳлев пирки хыпарланипе паллашайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |