Юпан 28-мӗшӗнче Шупашкарти администрацире хулан тӗп пайӗнчи 2 «А» микрорайон проекчӗ пирки калаҫнӑ. Пухӑва хула администрацийӗн архитектура, хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов ертсе пынӑ.
Хулан тӗп пайне пырса тивекен ыйтусем Шупашкарта пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ. Пухӑва 200 ытла ҫын килнӗ. Гагарин, Ярмӑрккӑ, Пионер, Калинин урамӗсене пырса тивекен проекта сӳтсе явнӑ. Кӳршӗ виҫӗ сегмента тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Халӗ 2 «А» пай патне черет ҫитнӗ. Унӑн планировка проектне «Классика» архитектура бюровӗ» хатӗрленӗ. Унӑн ертӳҫи Надежда Рыжова проектпа паллаштарнӑ.
Ку территори йывӑҫсемлӗ, тӗмӗсемлӗ тарӑн ҫырма урлӑ каҫать. Улма паракан темиҫе йывӑҫ унччен кунта пурӑннӑ ҫынсенчен юлнӑ. Ҫитменнине, ҫырма кунта пӗрре ҫеҫ мар. Кунта Кайбулка юханшыв иртет.
Архитекторсем ҫырма ытлах ан курӑнтӑр тесе планировкӑра, тӗп пайра, ҫӳллӗ ҫуртсем хӑпартма йышаннӑ. Вӗсем 25 хутлӑ пулмалла. Ҫырмасене тӑпра тултармалла мар-мӗн, унта ҫӗр айӗнчи гараж пулмалла. Ун тӑрринче садсем ешерӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем пулӗҫ.
Ку район сыхлакан виҫӗ зонӑпа кӳршӗллӗ. Вӗсем — тахҫанах хупнӑ масар, фабрика тата ҫӑкӑр савучӗ.
Ӗнер гуманитари ӑслӑлӑхне аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн (2012 ҫулта йӗркеленӗ) черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директор ҫумӗ Геннадий Николаев, институтӑн ертсе пыракан ӑсчахӗ Геннадий Дегтярёв тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычӗ.
Калаҫу виҫӗ ыйту тавра пулчӗ: археологи палӑкӗсене паспортласси, чӑваш чӗлхин фразеологи словарьне кӑларасси тата «Чӑваш Республикинче чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси.
Фразеологи словарьне (автор — Фёдоров Георгий Иосифович) илес пулсан ӑна килес ҫул пичетлесе кӑларма палӑртаҫҫӗ. Ҫак сумлӑ ӗҫ 45 автор листи йышӑнать, е тепӗр май — 900 страница ытла.
Чӑваш чӗлхи пирки калакан саккуна республикӑра икчӗлхелӗхе аталантарма, чӑваш чӗлхине ҫул уҫма йышӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Юрий Исаев ҫак саккуна сӗмсӗррӗн пӑснине, урамри кӑтартмӑшсенче час-часах чӑвашла ҫырма маннине палӑртнӑ. Тӗслӗх пек вӑл тӗнче тетелӗнчи «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене те илсе кӑтартнӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлсе аннӑ хыҫҫӑн тӗп хулари общежитисемпе (вӗсене халӗ ун пек каламаҫҫӗ-ха, чылайӑшне пурӑнмалли ҫурт статусне куҫарнӑ. Анчах ятне темле каласан та общежити общежитиех юлать ӗнтӗ) сахал йышлӑ ҫемье пурӑнмалли ҫуртсене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Чи малтанах тӗрӗслев ишӗлекен ҫуртран ҫынсене куҫарасси программӑна лекнӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене пырса тивессине систереҫҫӗ.
Комисси хакланӑ хыҫҫӑн конструкцие татса тӑракан хатӗрсен тата инженерии оборудованине кӑтартса акт шӑрҫалӗҫ.
Инкек сиксе тухасран епле мероприятисем ирттермеллине палӑртӗҫ.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне тата малашне пурнӑҫламалли ӗҫсен планне раштавӑн 10-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ Комсомольски районенчи Тукай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Наталия Васильевна Хлебникова валли электронлӑ аукцион мелӗпе пурӑнмалли ҫурт-йӗр туяннӑ.
Наталия Хлебникова Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче пурӑнать. Унӑн ултӑ ача. Чи кӗҫӗнни — 5 уйӑхра, асли — 17 ҫулта. Халӗ ачасен хатлӑ ҫуртра выляса-кулма май пур.
Ҫӗнӗ ҫурт 92,5 тӑваткал метр. Вӑл санитари, техника правилипе тата нормипе килӗшсе тӑрать. Пӳртре — пысӑк виҫӗ пӳлӗм. Ҫавӑн пекех ваннӑй, санҫыхӑну пур. Ҫурта электричество, газ, канализаци, вентиляци кӗртнӗ.
Ҫурт-йӗр черетӗнче тӑракансене республикӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере коммерцилле майпа тара параҫҫӗ. Ку йӗрке 2008-мӗш ҫулта пуҫланса кайрӗ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи ҫурт-йӗре тара камсене пани пирки те кунта каласа хӑвармалла-тӑр. Вӑл хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан ҫамрӑк специалистсене тивӗҫет. Инкеклӗ лару-тӑрура шар курнисене те параҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ фондра 1656 хваттер шутланать. Коммерцилле майпа тара панипе кӑҫал кӑна республика хыснине 28,5 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ.
Пӗлтӗрхи раштавран Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере унта ҫулталӑкран ытларах пурӑнакансене туянма ирӗк пачӗҫ. Ӑна 10 ҫул таран пӗчӗккӗн кӗтмелле те сутаҫҫӗ. 70 хваттер сутса республика хыснине 23,1 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Юпан 29-мӗшӗнче Росреестрӑн республикӑри управленийӗ Шупашкарта пурӑнакансем тата тӗп хула хӑнисем валли консультаци кунӗ йӗркелет. Унта ҫитес текенсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш пӳлӗме йыхравлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, унта Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ.
Йышӑнӑва пурлӑха эткерлӗхе илес, хваттер, гараж е ҫӗр лаптӑкӗ туянас-сутас шухӑшлисем кайма юрать. Ку енпе мӗнпур ыйтӑва ҫавӑн чух специалистсем самантрах уҫӑмлатӗҫ.
Ҫынсене Росреестрӑн управленийӗн, Росреестрӑн кадастр палатин республикӑри филиалӗн специалисчӗсем кӑна мар, республикӑн Нотариус палатин нотариусӗ, республикӑн Ваккат палатин ваккачӗ, Федерацин налук службин ӗҫченӗ те йышӑнӗ.
Консультаци кирлисене 15 сехетрен тытӑнса 18 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-62-10.
Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫуртсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫине куҫараҫҫӗ. Анчах ӑна пула хулара пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫӗрпӳсем халӗ те, урамра 10 градус сивӗ чухне, ӑшӑсӑр лараҫҫӗ.
Хваттерсене чӑтма ҫук сивӗ. Хваттерсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗр ҫине куҫарма ака уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Администраци ҫынсене ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ӑшӑнма сӗннӗ. Тӳре-шара ҫак хатӗрсене хӑй те туянса пама сӗннӗ, анчах хӑш-пӗр ҫын килӗшмен.
Чылайӑшӗ халӗ ӑшӑтмалли хатӗрсем илсе лартнӑ. Ҫавна май хулара электричество та япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Ҫӗрпӳре ватӑ ҫынсем те, ачасем те, амӑшӗсем те сивӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртать. Хваттерсенче сивӗ пулнӑран ҫынсене 1-мӗш интернат шкулта, хӑна ҫуртӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех «Асамат» спорт комплексӗнче мунча, душ тӳлевсӗр кӗме пулать-мӗн. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(83545)21-5-15, 8-919-653-69-16.
Калӑн, ним тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах кнута сӑмах нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр пирки пырать. Вӗсенче пурӑнакан харпӑрлӑх хуҫисен хӑйсен ҫурчӗсенче малашне тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлеме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи раштав уйӑхӗнчен вӑя кӗрет.
Харпӑрлӑх хуҫисен кашни уйӑхра Чӑваш Республикинче ҫирӗплетнӗ тарифпа килӗшӳллӗн тӳлеме тивӗ. Кама мӗн чухлӗ лекесси ҫурт-йӗр калӑпӑшӗнчен килет. 1 тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус тӳлеттерӗҫ.
Республикӑра пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ хӑйсен пӗрлехи пухӑвӗсенче тӗллевлӗ укҫа-тенке регионти оператор урлӑ пуҫтарма килӗшсе татӑлнӑ. Ку чухне укҫа-тенкӗ пӗр «хурана» пухӑнса пымалла. Пухӑнса пыракан укҫа-тенкӗпе регионти пӗтӗм ҫурта черете пӑхӑнса юсама тивӗҫлӗ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн пӗр подъездне сӳтсе пӗтернӗ. Халӗ экспертсем иккӗмӗш подъездӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслеҫҫӗ. Унтан ҫуртӑн малашнехи шӑпине палӑртӗҫ.
Аса илтерер: ҫурт ҫурӑлма тытӑнсан ҫынсене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Экспертсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унта пурӑнма хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май пӗр подъездне, 5 хута, аркатма йышӑннӑ.
Хула администрацийӗ йӑтӑнма тытӑннӑ подъезда йӑлтах сӳтсе пӗтернӗ. Нумаях пулмасть ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тӑкнӑ. Халӗ юлнӑ пайне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Специалистсен ку тӗлӗшпе чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӳ тумалла.
Хальлӗхе икӗ варианта пӑхса тухаҫҫӗ. Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов каланӑ тӑрӑх, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ, ҫавӑнпа, тен, ҫурта йӑлтах аркатмалла. Иккӗмӗш вариантпа килӗшӳллӗн, юлнӑ икӗ подъезда ҫӗнетмелле, пӗрремӗшне ҫӗнӗрен хӑпартмалла.
Иккӗмӗш варианта суйласан ҫӗнӗ подъезда ҫавӑнтах ҫав калӑпӑшпах хӑпартӗҫ. Кун пек майпа ҫынсем унта ҫитес ҫулхи ҫулла пурӑнма куҫма пултарӗҫ.
Хӑш варианта суйласси юридици саманчӗсенчен, унта пурӑннӑ ҫынсенчен, хыснари укҫаран та нумай килет.
Элӗк район прокуратури унти пӗр ҫемьене ишӗлекен ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар. Тепӗр тесен, ытарлӑн ун пек калани те йӑнӑш мар-тӑр.
Район прокуратурине пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ҫул ҫитмен ывӑлӗпе ишӗлекен ҫуртра пурӑнни пирки ҫӑхавланӑ. Вӗсен ҫурчӗ 87 процент таран япӑхнӑ иккен. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫакна курмӑш пулнӑ, муниципалитет ҫуртӗнче пурӑнакан ҫемьене пулӑшма васкаман. Халь-халь йӑтӑнса анасла ҫуртра пурӑнма ҫуккине кура хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫнӑ, ӳркенмесӗрех прокуратурӑна шалӑп шӑрҫаланӑ.
Хӗрарӑма хӳтӗлесе Элӗк район прокуратури асӑннӑ ҫемьене хӑтлӑ ҫуртпа черетсӗр тивӗҫтерме ыйтса район администрацине хирӗҫ тавҫӑпа суда ҫитнӗ. Судра прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ. Кун пек йышӑнупа килӗшмесӗр элӗкри тӳресем аппеляци ҫӑхавӗ те ҫырса пӑхнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ. Халӗ вырӑнти тӳре-шаран хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтермех тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |