Чӑваш Енре шута илмен пурлӑха палӑртма ӗҫ комиссийӗ туса хунӑ. Ушкӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Михаил Резников ертсе пырӗ.
Шута илмен пурлӑха сумлӑ комиссипе палӑртасси пирки хушӑва Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хутра ушкӑн ӗҫ-хӗлне йӗркелесе тӑрассишӗн яваплӑ ведомство тесе Чӑваш Республикин Пурлӑх комитетне палӑртса хунӑ. Аса илтеретпӗр, вӑл ведомство маларах министерство пулнӑччӗ, ҫӗнӗрен правительство йӗркеленӗ чух ӑна министерствӑран комитета хӑварчӗҫ.
Шута илмен куҫман пурлӑха палӑртакан ӗҫ ушкӑнне министерствӑсемпе ведомствӑсенче тар тӑкакан тӳре-шара кӑна мар, мунципалитетсенче (хуласемпе районсенче) тимлекенсем те кӗнӗ.
Банксем, кредит организацийӗсем, страхлакан компанисем, нотариуссем малашне ҫынсене сахалтарах чуптарма тытӑнӗҫ. Унччен пӗр-пӗр сделка тӑвас пулсан ҫавсем Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗнчен тата Куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрӗнчен сведени илме ҫынсене хӑйсене янӑ. Ун пек хута Росреестр управленийӗсем виҫӗ кунта хатӗрленӗ. Малашне ҫынсен асӑннӑ хут патне хӑйсен кайма тивмӗ.
Росреестрӑн кадастр палатин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнчен ҫӗршыври хӑш-пӗр саккунсене улшӑнусем кӗртнӗ. Унта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ хутсене банксем, кредит организацийӗсем, страхлакан компанисем, нотариуссем хӑйсем ыйтса илме тивӗҫ. «Ипотекӑпа хваттер туянма шӑхӑшлакан ҫыннӑн, тӗслӗхрен, кадастр паспортне илме хӑтланса ҫӳремелле мар», — ӑнлантараҫҫӗ Росреестр управленийӗнче.
Ҫурт-йӗре, ҫӗре, куҫман ытти пурлӑха епле регистрацилемелле-ха? Юрист мар та, пур ыйтӑва та ӑҫтан пӗлсе пӗтерейӗн. Раҫҫейӗн Росреестрӑн Чӑваш Енри Управленийӗ юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫынсене РФ Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ку ыйтупа йышӑнассине пӗлтерет.
Йышӑну пӳлӗмӗ Шупашкарти Ленинград руамӗнчи 36-мӗш ҫуртра йышӑнӗ. Унта нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центр вырнаҫнӑ.
Йышӑнӑва каяс текенсен центрти иккӗмӗш хута хӑпармалла. Специалистсем 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ.
Росреестрта тӑрӑшакансемпе пӗрлех йышӑнӑва пынисене сӗнӳ-канашпа ваккатсем, нотариуссем, налук специалисчӗсем пулӑшӗҫ. Хӑвӑрпа пӗрле ал айӗнчи документсене илме сӗнеҫҫӗ, ун пек тӗплӗнрех ӑнлантарма май килӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 62-90-44.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ял тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемье валли ҫурт хӑпартма тытӑннӑ. Ку тӑрӑхра пӗрремӗш пулаканскере Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи тивӗҫӗ. Черетре тепӗр икӗ ҫемье тӑрать.
Ҫӗнӗ ҫурта «Нива» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ тӑвать. Пӳрт 60 тӑваткал метрлӑ пулӗ. Унта газ кӗртӗҫ, ҫутӑ тӑвӗҫ, канализаципе шыв та пулӗҫ. Пӗр сӑмахпа, Ивановсем хулари пекех пурӑнӗҫ.
Ивановсем пилӗк ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ: икӗ хӗр тата виҫӗ ывӑл. Асли Настя медколледжра вӗренет, Нелли — педагогика колледжӗнче. Арҫын ачасем хальлӗхе шкула ҫӳреҫҫӗ.
Ҫемье хальлӗхе ҫемье пуҫӗн Андрейӑн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пурӑнать. Кӗҫех вӗсем ҫӗннине куҫӗҫ.
Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программа тата фонда харпӑрлӑхҫӑсем укҫа хывасси мӗнле пурнӑҫланнипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе брифинг иртнӗ. «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли фонд» коммерциллӗ мар организаци пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова республикӑра кивӗ ҫуртсене ҫӗнетес тӗллевпе 30 ҫуллӑха (2014-2043 ҫҫ.) программа йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫынсем ҫак тӳлевпе лайӑхрах татӑлса пыма пуҫланине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫынсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа уйӑхсерен тӳлеме тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫынсем кӗсьене ҫӳхетме тытӑнса тӑнӑ пулсан халӗ хваттер харпӑрлӑхҫисен 81 проценчӗ хушма тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пырать-мӗн. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне регион операторӗн счечӗ ҫине 331,575 млн тенкӗ куҫнӑ.
Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗн урамӗнчи пӗр ҫурт ҫыннисем виҫӗ эрне газсӑр тата вӗри шывсӑр пурӑнаҫҫӗ. Газ оборудованине юсама пикеннӗ подрядчик газ служби асӑрхаттарнӑран ӗҫне малалла тӑсайманнине пӗлтерет. Анчах ку ҫитменлӗхе шӑпах подрядчикӑн сирмелле-мӗн.
Ҫынсем электричествӑпа ӗҫлекен плитапа усӑ курса пурӑнаҫҫӗ. Ку ӳкерчӗк — 60 хваттерте.
Ҫуртра газа авӑнӑн 22-мӗшӗнче сӳнтернӗ. Унтан газ оборудованине улӑштарма тытӑннӑ. Анчах проекта ҫынсемпе килӗштерсе алӑ пусманни ура хунӑ. Газ служби тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсем тупнӑ. Подрядчик тӑра шыв ҫине тухма тӗрлӗ сӑлтав шыранӑ. Анчах кунта пурӑнакансем нимӗнле йӗркене те пӑсман.
Ҫынсем хваттерӗсенче газ хӑҫан пулассине халӗ те пӗлмеҫҫӗ.
Кӳкеҫ поселокӗнчи ишӗлекен пӗр ҫуртри (вӑл Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ) ҫынсене Ишлее куҫарасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, вӗсене унта куҫарасси пирки епле майпа йышӑну тунине пӗлес тесе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ыйтса ҫырнӑччӗ. Ҫакна Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнӑччӗ.
Район администрацийӗнчен хуравланинче ҫынсене савӑнтараканниех тупӑнман-ха, анчах ку ӗҫпе район прокуратури те кӑсӑкланма пуҫланине палӑртмалла. Надзор органӗ районти тӳре-шара поселокри ҫынсене темиҫе ҫухрӑмри Ишлее ирӗксӗр яни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, кун пирки вӑл яваплисене асӑрхаттарса хут та ҫырнӑ. Ишӗлекен ҫуртри ҫынсем ҫапла вара Кӳкеҫрех юлӗҫ теме май пур.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫурта тӗплӗн юсама та укҫа тӳлеме тытӑнчӗҫ. Ытла нумаях пулмасть йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх ҫынсене савӑнтарманни паллӑ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата тӳлевшӗн финанс учрежденийӗсем комисси илни халӑха тарӑхтарать.
Раҫҫейӗн Перекет банкӗ малашне комисси илмесси пирки пӗлтерет. Укҫана банк хӑйпе килӗшӳ тунӑ организацин ятарлӑ счечӗ ҫине куҫарса парӗ.
Коммуналлӑ юсавшӑн тӳлес тесен банка ҫитмесен те юрать. Перекет банкӗн ятарлӑ терминалӗсем те ку тӳлеве йышӑнӗҫ. «Перекет банкӗ Онлайн» пулӑшупа усӑ куракансем килте ларсах тӳлеве куҫарса ярайӗҫ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн автотӳлев» меслетпе те усӑ курма май пур. Юлашкинчен асӑнни парӑма тытӑм хӑех кашни уйӑхра тытса юлассине пӗлтерет.
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пурӑнакансем тахҫанах шӑв-шав ҫӗкленӗ. Вӗсене nинех илтнӗ. Ара, халӑх вӗсен ҫурчӗпе юнашар теприне ҫӗкленӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ ҫурта тӑвас ӗҫе чарса лартнине пӗлтернӗ. Халӗ суд приставӗсем строительство лапамне кӗмелли алӑка пичет ҫапса хупнӑ.
Ҫурта «Алкор-Строй» фирма тӑвать. Унӑн ертӳҫи — хула парламенчӗн депутачӗ. Вӑл — КПРФ партире тӑракан Алексей Лапин. Проектра вӑл ӑна халӑха пулӑшу памалли объект тесе палӑртнӑ. Хӑй вара нумай хваттерлӗ ҫурт ҫӗклеме тытӑннӑ.
Шупашкар мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ларӑвне юпан 20-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене ҫав ҫуртра хваттер илме сӗнмеҫҫӗ. Унсӑрӑн улталаннӑ пайҫӑсен йышне кӗрес хӑрушлӑх пур теҫҫӗ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ уйӑхра кил-ҫурт тытӑмӗнчи тӳлев хакӗсем ӳсменнипе пӗрех — пурӗ те 0,04% ҫеҫ хӑпарнӑ. Уйрӑмах хӑна ҫурчӗсем палӑрнӑ, вӗсем иртнӗ уйӑхра хӑйсен пулӑшӑвне 20% ытла хӑпартнӑ.
Каласа хӑварас пулать: ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен кил-ҫурт тытӑмӗнчи тӳлевсен хакӗ 7,5% ӳснӗ; иртнӗ авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан вара — 17,7%. Ҫулталӑк хушшинче йӳнелнӗ хаксем те пур. Тӗслӗхрен, икӗ пӳлӗмлӗ хваттере тара илес пулсан халь уншӑн иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан вӑтамран 1% сахалтарах тӳлеме тивӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсем вара хакланнӑ — тара илес тесен вӑтамран 3,5% ытларах укҫа кӑларса хума тивет. Иртнӗ авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан чи пысӑк виҫӗне ӳснӗ пулӑшу хакӗ — вӗри шывпа тивӗҫтересси тата капиталлӑ юсав валли укҫа пуҫтарасси. Вӗсем 34-38% таран хӑпарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |