Чӑваш Енӗн Культура министерствин Культура программисен республикӑри дирекцийӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр шӑпине татса парӗ. Ӑна вӑл тара парасшӑн. Кинотеатр ҫуртне тара илекене палӑртмалли аукциона ҫитес уйӑхӑн 5-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Аукциона хутшӑнса кинотеатра тара илес шухӑшлисен заявкӑна акан 30-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Кино кӑтартакан ҫуртпа пӗрлех вӑл вырнаҫнӑ ҫӗр та ҫӗнӗ хуҫана куҫӗ.
Ҫуртӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 3208,5 тӑваткал метр. Ҫулталӑклӑха тара илес текенӗн 1,1 миллион тенкӗ кӑларса хумалла. Анчах ку вӑл — татӑклӑ хак мар-ха. Ку вӑл — аукционӑн пуҫламӑш хакӗ кӑна. Кам ытларах сӗнет, ҫавӑ выляса илӗ. Ҫуртӑн ҫӗнӗ хуҫин кинотеатра культурӑпа кану центрӗ евӗр усӑ курмалла, кино та унӑн кӑтартма пӑрахмалла мар.
ЧР Пенси службине ҫынсем тӑтӑшах шӑнкӑравлама тытӑннӑ-мӗн. Хваттерсем тӑрӑх ҫамрӑк ҫынсем ҫӳренине пӗлтернӗ вӗсем. Вӗсем хӑйсене Пенси фончӗн ӗҫченӗсем тесе паллаштараҫҫӗ иккен. Хайхискерсем 50 ҫултан ҫамрӑкрах ҫынсене пухӑнакан пенси пирки шухӑшлама ыйтаҫҫӗ-мӗн, килӗшӳ алӑ пусма сӗнеҫҫӗ.
РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ку патшалӑхӑн мар пенси фончӗсем нумайланнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Акӑ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна 24 пенси фончӗ тытӑма кӗнӗ. Вӗсен элчисем клиентсен базине анлӑлатнӑ. Ҫав шутра — хваттерсем тӑрӑх ҫӳремелли те.
Чӑваш Енри пенси фончӗ ҫынсене хваттер тӑрӑх ҫӳрекенсенчен удостоверени ыйтма сӗнет. Килӗшӳ алӑ пусмалла-и? Кӑна вара кашни хӑй йышӑнать.
Шупашкарта Петров урамӗнче пурӑнакансем каллех сисчӗвленнӗ. Уйрӑмах — 13-мӗш ҫуртра пурӑнакансем. Ара, ҫуртран кирпӗчсем тӑкӑнма тытӑнсан сехре ан хӑптӑр-и?
Ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанине кун пирки пӗлтернӗ, лешсем стена ҫинчи шӑтӑка цементпа хупланӑ.
Ҫав 13-мӗш ҫуртра пурӑнакан Ирина Кузьмина ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл тӳрех Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт пирки аса илнӗ: ку та ишӗлме тытӑнмасть-ши? Ҫуртӑн умӗ кӑштах йӑтӑннӑ-мӗн.
Ҫынсем ирхине урамра темиҫе кирпӗч выртнине асӑрханӑ. Ҫурт тӑрри айӗнче вара — шӑтӑк. Телее, никам та суранланман.
«Теплый дом» управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, шӑтӑка хупланӑ. Вячеслав Михайлов специалист каланӑ тӑрӑх, такам стена ҫинчи ултӑ кирпӗче ятарласа сиенлетнӗ. Управляющи команийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех, такам ҫапла майпа ҫӗнӗ ҫуртра хваттере тивӗҫесшӗн.
Ҫурт ҫынсемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть иккен.
Шупашкарти 54-мӗш ача пахчинче йывӑр лару-тӑру. Унта ҫумӑрлӑ, нӳрӗ ҫанталӑкра ҫурт тӑрринчен шыв анать-мӗн. Ку ӗнер пулнӑ япала кӑна мар-мӗн. Икӗ ҫул ҫапла пурӑнаҫҫӗ унта.
Ачасен нӳрӗ кравать ҫинче ҫывӑрма, йӗпе урайӗнче утма тивет иккен. Воспитательсемпе заведующи нӳрӗклӗхе пӗтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ-ха, анчах усси пур-и?
Юлия Тихонова, ачасенчен пӗрин амӑшӗ, «Про Город» редакцинчен пулӑшу ыйтнӑ. Ачасене хӑш чухне кӳршӗ ушкӑнсенче вырнаҫтараҫҫӗ-ха. Воспитательсем вара шыв аннӑ чухне савӑтсем лартса тухаҫҫӗ. Анчах ку — хӑрушӑ. Кирек хӑш вӑхӑтра та пралук хыпса илме пултарать. Сигнализаци те темиҫе хутчен ӗҫлесе кайнӑ-мӗн.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унта воспитательсем лайӑх. Анчах «ҫӳлтисем» ҫурта юсама укҫа уйӑрмаҫҫӗ-мӗн. Е кӑшт параҫҫӗ, анчах ку ҫителӗксӗр. Юлия Тихонова тӳре-шара ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнипе пӗр вӗҫӗм мухтаннине, анчах вӗсем киввисем пирки маннине палӑртать.
Шупашкар хула администрацийӗнче кун пирки пӗлеҫҫӗ-мӗн. Вӗсем ҫурт тӑррине юсамашкӑн укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ. Ӑна ҫулла юсамалла-мӗн.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.
Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.
Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.
Шупашкар район сучӗ 38 ҫулти усламҫӑ-хӗрарӑма тата унӑн мӑшӑрне юрӑхсӑр ҫурт тунӑшӑн айӑпламалла тунӑ. Хайхин хӑтланкаларӑшне тӳресем ултав вырӑннех хурса хакланӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арӑмӗпе упӑшки 2008 ҫулта Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе вӗсем ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑ та юпа уйӑхӗнче вӗҫленӗ. Пӗр пӳрт те мар, иккӗ. Ҫурта вӗсем керамблокран хӑпартнӑ. Хӑйсене пурӑнма тесе мар. Каярах сутса яма. Ҫурта хӑпартма йӳнӗрех лартӑр тесе мӑшӑр вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсене явӑҫтарнӑ. Лешсен вара ятарлӑ квалификаци тавраш пулман. Пӳрте туса пӗтернӗ-ха. Анчах ҫурт хӑрушсӑрлӑх нормисене пӑхӑнса тӑман иккен. Апла пулин те ҫаврӑнӑҫуллӑ мӑшӑр икӗ пӳрте те сутса янӑ. Уншӑн вӗсем 4,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Тата вӗсем пӳрте туянакан хӗрарӑма ҫӗрпе нимӗнле ыйту та сиксе тухмасть тесе улталанӑ. 400 пин тенкӗ тӳлесен ыйту татӑласса шантарнӑ. Анчах ку укҫа хӗрарӑма нихӑш енчен те тӗкӗ кӳмен — ҫӗрӗ мӑшӑрӑн харпӑрлӑхӗнче пулман.
Ултавҫӑ мӑшӑра суд 250-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Вӑраха кайнӑ ҫуртсем. Хваттере харӑссӑн туянма йывӑррине кура тепӗр ҫынсем строительствӑна пӗчӗкшерӗн укҫа хывса хваттерлӗ пулма ӗмӗтленеҫҫӗ. Анчах пӗр вӑхӑтра ун пеккисем шӑнман пӑр ҫине сахаллӑн мар ларса кайнӑччӗ. Теприсем хӑйсен пур кӗтесне сутса ярса хӑтлӑрах пурӑнма ӗмӗтленнӗ май нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Юлашки вӑхӑтра патшалӑх ҫак ыйтӑва хӑй еккипе яма пӑрахрӗ. Паян ҫурт хӑпартакансене ҫирӗп тӗрӗслеҫҫӗ темелле.
Чӑваш Енӗн Строительство министерстви те ун пек объектсене ҫитсе-пӑхсах тӑрать. Ку ведомствӑн реестрӗнче паян — йывӑрлӑхлӑ икӗ ҫурт шутланать. Ҫавсенчен пӗри Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнче вырнаҫнӑ. Хайхи ҫурта епле хӑпартса пӗтернинчен 161 ҫын шӑпи килет.
Кӑҫал туса пӗтермелли ҫав объекта хӑпартакан организаци ҫине тӑрса тӑрӑшнине ӗнентерет министерство.
Паян, ытларикун, Таджикистан Президенчӗ Эмомали Рахмон республикӑн ҫурҫӗр пайӗнче 250 ҫын пурӑнмалӑх ҫӗнӗ хула никӗсленӗ, пӗрремӗш кирпӗче хунӑ.
Ҫӗнӗ хула Сомкар айлӑмӗнче вырнаҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Боболжонгафур районне кӗрет. Эмомали Рахмон ҫӗнӗ хула ятне Сайхун ят пама сӗннӗ — ку вара Сыртарье юханшывӑн авалхи ячӗ иккен.
СА-News хыпар служби пӗлтернӗ тӑрӑх Таджикистан 1991 ҫулта никама пӑханми пулнӑ хыҫҫӑн ҫак тарана ҫити ҫӗнӗ хула никӗслемен, ку — пӗрремӗш. Сайхунра пуранмалли ҫуртсем хӑпартма палӑртнӑ тата халӑха пурӑнма кирлӗ инфраструктура. Ҫуртсем 9 тата 12 хутлӑ пулӗҫ, хулара 19 микрорайон тума палӑртнӑ. Республика влаҫӗсем планланӑ тӑрӑх кунта 17 шкул, 31 ача пахчи, 140 суту-илӳ центрӗ, 40 спорт ҫурчӗ хӑпартмалла. Паллах, Сайхунра тӗрлӗ терминалсем, пасарсем те пулӗҫ.
Сӑнсем (6)
Капюсавшӑн укҫа пухма тытӑнсан нумайӑшӗ ӑна тӳлесшӗн пулмарӗ. Чӑннипе, ӑна хӑшӗ-пӗри халӗ те тӳлемен-ха. Халӑх кун тӗлӗшпе митинг та ирттерчӗ. Анчах кунпа кӑна саккуна улӑштарайӑн-и вара?
Кӑҫал Шупашкарта чылай ҫуртра юсав ирттересшӗн. Хула администрацийӗнче кун пекки Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пачах пулманнине пӗлтереҫҫӗ.
Аса илтерер: республикӑра капюсавшӑн укҫа пухмалли программа пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗнӗ. Раштавра кашни тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче вара 30 пус хӑпартнӑ. Пӗтӗмпе Шупашкарта икӗ уйӑхра 37 миллион тенкӗ пухнӑ. Ку — ҫурри ҫеҫ.
Пухнӑ укҫапа кӑҫал хӑш ҫуртсенчен юсав ирттерме палӑртнине Капюсав фончӗн сайтӗнче пӑхма пулать. Кӑҫал 500 ҫурта списока кӗртнӗ. Вӗсен тӑррисене, инженери коммуникацийӗсене улӑштарӗҫ. Списока ытларах Иван Франко, Константин Иванов, Карл Маркс, Шкул урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи ҫуртсем кӗнӗ. 80-шӗнче утӑ уйӑхӗччен юсав туса пӗтермелле. Вӗсем валли укҫа та пухнӑ.
Юсав тумашкӑн ҫынсенчен пухнӑ укҫасӑр пуҫне республика, хула, федераци хыснисенчи те тӑкакланӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри Николай Ефимов тӳре-шарана хӑйне хваттер тивӗҫҫине ӗнентересшӗн ҫунать-мӗн. Кивӗ пӳртре вӑл пурӑнаймасть, анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫине ӑна памаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ ялти Мелиораторсен урамӗнчи ҫав арҫын пурӑнакан ҫурта 2010 ҫултах ишӗлекеннисен йышне кӗртнӗ-мӗн. 40 ҫулхи ҫурт юлашки ҫулсенче куҫ умӗнчех ишӗлме тытӑннӑ. Ҫынсен хӗле валли вутӑ хатӗрлеме тивнӗ, шыва урамран йӑтнӑ, туалет та — урамра. Хӑтлӑх шутӗнче ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ сарай тата пӗчӗк пахчана кӑна асӑнма пулать. Йӑтӑнса тӑракан штукатуркӑллӑ, аран тытӑнса тӑракан стенасемлӗ ҫуртран тухма ишӗлекен ҫурт программӑна кӗни пулӑшнӑ. Анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫи пурне те лекмен. Пиллӗкмӗш хваттерте пурӑнакан арҫына уҫӑ паман. Халӗ арҫын тӑванӗсем патне пурӑнма тухса кайнӑ, уншӑн тӑванӗ чунне ыраттарать иккен.
— Унӑн прописка пулман, анчах хаттер укҫине вӑл тӳлесе пурӑннӑ, — арҫыннӑн тӑванӗ Станислав Ефимов. — Эпир администрацие те кайрӑмӑр, анчах усси пулмарӗ.
Пиллӗкмӗш хваттер муниципалитет харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен. Вырӑнти тӳре-шарасем арҫыннӑн ордер ҫук иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |