Раҫҫей кунӗ тӗлӗнче ҫынсем виҫӗ кун канаҫҫӗ. Ҫавна май инҫе ҫула кайса килес текенсем те йышланма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи.
Паянтан пуҫласа компани Мускавран тӗрлӗ хулана хушма пуйӑссем ярать. 87 рейса 60 пуйӑс хушнӑ. Ҫав шутра Шупашкара та пӑхса хӑварнӑ. Хушма пуйӑссене паянтан пуҫласа ҫӗртмен 16-мӗшӗ таран кӗртӗҫ.
Хушма пуйӑссене Мускавран Санкт-Петербурга, Пскова, Льгова, Курска, Белгорода, Новозыбкова, Брянска, Хусана, Йошкар-Олана, Тольяттине, Саранска, Ижевска, Вологдӑна, Тамбова, Самарӑна, Пензӑна, Чӗмпӗре, Сартӑва, Волгограда тата ытти хӑш-пӗр хулана яраҫҫӗ. Унтан каялла Мускава таврӑннӑ чух та пуйӑс шучӗ ытларах пулӗ, апла тӑк ытларах пассажир вырнаҫайӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков строительство организацийӗсем хӑйсен гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулсене юсанине пӑхса ҫаврӑннӑ. Пуҫлӑх гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулшӑн хула пӗр пус та пӗтермесси пирки ҫирӗплетсех каланӑ.
Муниципалитет подряд организацийӗсемпе тунӑ килӗшӳре гаранти вӑхӑтне 5 ҫул тесе палӑртнӑ. Унта-кунта шӑтӑк-путӑк пулса кайсан лешсен кӑлтӑка хӑйсен шучӗпе пӗтермелле.
Тӗрӗслеве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Калинин кӗперӗнчен тытӑннӑ. 2014 ҫулта ӑна «Дорэкс» предприятие 1,8 миллион тенкӗлӗх юсанӑ. Анчах кӑҫал ҫуркунне кӑлтӑксем палӑрнӑ. Ҫӗнӗрен юсама предприяти 300 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӗрӗслевччен пӗр кун маларах, ӗнер, «Дорэкс» ҫитменлӗхе пӗтернӗ.
Алексей Ладыков ҫавӑн пекех Кривов урамне, Станциҫум урама ҫитсе тӗрӗсленӗ.
Сӑнсем (50)
Екатеринбургра шкул ачисем ҫӗнӗ «вӑйӑ» шутласа кӑларнӑ. Куншӑн аслисем пӗрре те савӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Вӑййа ачасем тупӑшмалла выляҫҫӗ. Унтан хӑйсен «ҫитӗнӗвӗсене» видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хураҫҫӗ те мухтанаҫҫӗ. Ачасем светофор хӗрлӗ ҫуталнӑ чухне ҫул урлӑ чупса каҫаҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑ ӗнтӗ — вӑйӑ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак «вӑййа» пула пӗр шкул ачи вилнӗ. Тепри пульницӑна хуҫӑк урапа лекнӗ.
Шӑпӑрлансем хӑрушӑ пулнине ӑнланмаҫҫӗ ахӑртнех. 12 ҫулти хӗрача каланӑ сӑмахран, кӑҫал хӗлле арҫын ачасем ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Халӗ вара укҫалла выляҫҫӗ. 100 тенкӗлӗх.
Вӑййа Самар, Хабаровск, Архангельск хулисен ачисем те хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Любовь Владыкина психолог каланӑ тӑрӑх, ачасене адреналин ҫитмест.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ-мӗн. Урапи айне лекнӗ водителӗн вара суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Шупашкарта хула ҫыннисем ыйтнипе Атӑлӑн пӗр ҫыранӗнчен тепӗр ҫыранне транспорт ҫӳретме пуҫлӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен управленийӗ хыпарлани тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтерет.
Юханшыв тӑрӑх ҫӳрекен трамвайсене уҫма хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе йышӑнни пирки палӑртнӑ.
Йӑлӑма икӗ направленипе каҫма май килӗ: «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Сулахай енчи пляж (Октябрьски поселокӗ) — Шупашкар».
Ҫула «МО» йышши виҫӗ теплоход тухмалла. Вӗсем 150 ҫын ытла каҫарма пултараҫҫӗ. Халӑх питех те йышлӑ пулсан «Мускав» йышшисене те ҫула кӑларма пултараҫҫӗ. Аслисен билетшӑн 65 тенкӗ тӳлемелле, 5–10 ҫулхи ачасен — 33 тенкӗ, 5 ҫулчченхисемшӗн укҫа тӳлеттермӗҫ.
Шыв транспорчӗ ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен ҫӳреме пуҫламалла.
Сосновкӑна Шупашкартан теплоходсем 6:30, 10:00, 14:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 17:40 сехетсенче хускалмалла. Лерен — 7:00, 10:20, 14:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:00 сехетре. Пляжа каякансем Шупашкартан 9:00, 12:30, 16:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:40 сехетре хускалма пултарӗҫ, леш енчен – 9:20, 12:50, 16:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 19:00 сехетсенче.
«Атӑл» М-7 федераци ҫулӗ ҫине «Кушак куҫӗ» текен ҫутатакан хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл — ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн питӗ кирлӗ япала. Ҫав пулӑшнипе тӗттӗмре водитель ҫула лайӑхрах курайӗ. Автотранспортӑн фари куҫа йӑмӑхтарать те руле тытса пыракан ҫул-йӗр паллисенчен ытла ҫуран ҫӳрекенсене каҫма ӳкерсе панӑ йӗрсене начар курать. «Кушак куҫӗ» текен ҫутатакан хатӗр пассажирсем валли тунӑ йӗре асӑрхама май парать.
Хальхи вӑхӑтра «Атӑл» федераци ҫулӗн Чӑваш Енпе иртсе пыракан пайӗ ҫинче ҫуран ҫӳрекенсем валли каҫмалли вырӑнсене ун пек хатӗрпе 13 тӗлте тивӗҫтернӗ. Кун пирки «Атӑл» упрдорӑн ӗҫе йӗркелекен пайӗ пӗлтернӗ. Малашне вӗсем тӑрӑх ҫулӑн пӗр енчен тепӗр енне хӑюллӑнтарах каҫма май килессе шанаҫҫӗ.
Прокуратура ыйтнипе суд «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑна Шупашкарти 54-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳреме чарнӑ.
Шупашкарти Калинин район прокуратури нумаях пулмасть «Автолайн» тулли мар яваплӑ общество ҫак енӗпе йӗркене пӑснине асӑрханӑ. Шупашкар хулинче пассажирсене турттарассипе ятарлӑ йышӑну пур иккен. Унпа килӗшӳллӗн хулари маршрута пӗр-пӗр ҫынна париччен конкурс ирттермелле. Ун хыҫҫӑн хула администрацийӗ конкурс ҫӗнтерӳҫипе килӗшӳ тӑвать те ӑна маршрута тытса тӑма ирӗк парать.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче ун пек килӗшӗве хула администрацийӗ «Крокус Авто» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх хайхи обществӑн 54-мӗш маршрута тивӗҫтермелле пулнӑ. Анчах маршрут ҫинче «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑн транспорчӗ хутланӑ. Ку вара йӗркене пӑсни пулать. Ҫапла вара «Автолайна» ҫав маршрут ҫинче ӗҫлеме чарнӑ.
Ҫитес уйӑхран Чӑваш Енрен Мускава «ЮТэйр» авиакомпанин самолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. 70 вырӑнлӑ ATR 72 самолетсем вырсарникунсӑр пуҫне кашни кун хутлӗҫ.
Асӑннӑ авикомапанин регионти ертӳҫи пулса Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, авиацин генерал-лейтенанчӗ Николай Гаврилов ертсе пырать иккен.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Николай Гавриловпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ иккен. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ авиарейс уҫасси пирки калаҫса татӑлни ҫинчен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Мускавран самолет Внуково аэропортран шӑматкунсӑр пуҫне кашни кунах 21 сехет те 10 минутра хускалӗ. Шупашкартан 7 сехет те 30 минутра, вырсарникунсӑ пуҫне, вӗҫсе кайӗ. Билет хакӗ 3 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Пурнӑҫ вӑйлӑ тапса тӑрать те этемӗн вӗҫӗмех таҫта васкас, пур ҫӗре ҫитес-ӗлкӗрес килет. Кун пек чухне инҫе ҫула автобусра е пуйӑсра темиҫешер сехет силленсе пырса ҫыннӑн вӑхӑта сая ярас килмест. Кун пек чух ҫитес ҫӗре самолетпа вӗҫтерсен вӑхӑта самай перекетлеме пулать.
Паянхи куна илсен Шупашкарти аэропортран Мускаври Домодедово, Внуково аэропортсене, Симферополе, Петӗре, Ӗпхӗве, Самара тата Турцинчи Антали хулине ҫитме пулать. Шупашкартан вӗҫекен самолетсен расписанийӗпе аэропорт сайтӗнче паллашма пулать. Телефонпа шӑнкӑравласан та ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан информацие, ҫав шутра — ӑҫта ҫтме билет мӗн чухлӗ туни пирки те, уҫӑмлатайӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 301-241, 301-487.
Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ.
Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнче пурӑнакансем тӗп урамра ҫул ҫук тесе тележурналистсене чӗнсе илнӗ. Ҫурхи-кӗрхи кунсенче ун пек асапланакансем татах та пур та ӗнтӗ, мӑн чурашсем хӑйсен ыйтӑвне тата пысӑкрахӑн кураҫҫӗ-тӗр ҫав...
Ҫав ялта ҫур ӗмӗр ытла пурӑнакан Любовь Федорова вӗсен ҫул нихӑҫан та пулманнине палӑртнӑ май урама ҫулал кӑна кӗрсе тухма май пурри пирки пӗлтернӗ. Пылчӑкра ял ҫыннисем резина атӑпа утнишӗн вӑл хытах пӑшӑрханать иккен. Ҫамрӑк мар ҫав хӗрарӑмӑн пӗчӗк ачасене урапана лартса уҫӑлса ҫӳреме май ҫуккишӗн те чунӗ ыратать-мӗн.
Сӗт пуҫтарма килекен машина патне ҫитме йывӑр-мӗн. Машина урам вӗҫне ларать имӗш те ҫынсен 25 литр кӗрекен бидонсене пӗр ҫухрӑма яхӑн йӑтса утма тивет иккен. Халӗ машина кӗреет-мӗн-ха, анчах кӗркуннепе ҫуркунне йӑтмах лекет.
Ҫынсем вырӑнти тӳре-шара вӗсен урамне пӗр 15 ҫул каялла ҫул туса парас шухӑша асӑннине те манмаҫҫӗ. «Анчах лавӗ вырӑнтан хускалман», — теҫҫӗ иккен вӗсем. Паян проектпа смета хучӗсене хатӗрлеме кӑна 600 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Ҫул ҫуккипех урам тата ял пӗтсе пырать имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |