Шупашкарта ҫӗр ҫийӗн каҫмалли пӗрремӗш вырӑна тума пуҫланӑ. Унта 1 тонна таран чӑтакан лифт та пулмалла.
Каҫӑ 48 метр вӑрӑмӑш, 3 метр сарлакӑш пулмалла. Сусӑрсем валли ятарласа лифт тӑвӗҫ. Каҫӑ Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче, Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗнче, пулӗ.
Хальлӗхе лини канализацине тӑваҫҫӗ. Ҫав вырӑнта йывӑҫсене каснӑ, унта ҫыхӑну кабелӗсене хурӗҫ.
Каҫӑ валли 171 миллион та 103 пин тенкӗ кирлӗ. Ӑна кӑҫал ҫӗртмен 20-мӗшӗнче туса пӗтермелле. Ку — палӑртнӑ срокран темиҫе уйӑх маларах. Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫтарнӑ баннерта проекта кӑҫал юпа уйӑхӗнче вӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Ку проекта Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑна тунӑ «Чӑвашавтодор» хута ярӗ. Вӑл ҫав вырӑна ҫур ҫул каярах туса пӗтернӗччӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче пӗр регионтан тепӗр региона самолетсем малалла вӗҫеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, регионсем хушшинчи авиацие аталантарасси пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Шупашкартан самолетсем асӑннӑ округри хуласене вӗҫме чарӑнӗҫ текен сас-хура та тухнӑччӗ пӗр вӑхӑтра. Анчах ку вӑл пустуй сӑмах кӑна пулчӗ. Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве унччен епле вӗҫнӗ, халӗ те вӗҫме пулать.
Нарӑсӑн 7–13-мӗшӗсенче кӑна асӑннӑ маршрутсемпе 4-шар рейс тунӑ. Самартан Шупашкара 2 ҫын вӗҫсе килнӗ, кунтан унта 5-ӗн кайнӑ. Ӗпхӳрен Шупашкара килекенсем те, каякансем те ытларах, 12-ӗн килнӗ, 13-ӗн кайнӑ.
Аса илтеретпӗр, ку маршрутпа ҫӳрекенсене ҫул укҫине пӗтемпех тӳлеттермеҫҫӗ — такакӑн ҫуррине хыснаран саплаштараҫҫӗ.
Паян мӗнпур республикипех «Автобус» рейд иртнӗ. Шупашкар районӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем те ку акцие хутшӑннӑ. Асӑннӑ районти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Поляков тӗрӗслеме патруль службин икӗ экипажӗ тухнине пӗлтернӗ.
Инспекторсем ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобуссемпе «ГАЗельсене» уйрӑмах тӗрӗсленӗ иккен.
Транспорта илсен, организаци-предприятисен автотранспорчӗ хутшӑннипе кашни саккӑрмӗш инкек пулать-мӗн.
Автобус водителӗсен айӑпӗпе Шупашкар районӗнче пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 6 инкек сиксе тухнӑ. Вӗсен вӑхӑтӗнче пурнӑҫран 2 ҫын уйрӑлнӑ, 32-ӗн суранланнӑ.
Шупашкар районӗнче пулса иртекен ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗ шутӗнче пӗр машинӑпа теприн хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине, ҫул ҫинче пырассин черетне пӑхӑнманнине, пӗр йӗр ҫинчен теприн ҫине тухнӑ чух правилӑна пӑснине асӑнаҫҫӗ.
Лицензиллӗ пассажир автотранспорчӗн айӑпӗпе инкек йышлӑ пулать темелле мар — вӗсен тӳпи кунта 1,9 процент кӑна.
Шупашкарта чукун ҫул айӗнчен кивӗ вокзалтан ҫӗнӗ вокзала каҫнӑ чух таксистсем сӑвӑс пекех ҫыпӑҫнине пурте пӗлетпӗр. Чукун ҫул айӗпе каҫмалли ҫул патне мар, унта вырнаҫнӑ лавкка патӗнчен иртен-каяна та вӗсем Канаша, Шӑмӑршӑна, Патӑрьеле, Елчӗке тата ытти ҫӗре илсе кайма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. Такси пулӑшӑвӗ кӳме те ирӗк пуррипех тӑраҫҫӗ-ши вӗсем — калама хӗн. Хӑш чух ҫав водительсем: «Ӑҫта сӗкӗнетӗн?» — тесе пӗр-пӗринпе урлӑ-пирлӗ сӑмахсемпе перкелешнине те илтме тӳр килет.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Транспорт тата суту-илӳ министерстви ҫул-йӗр инспекцийӗн, Ространснадзорӑн ӗҫченӗсемпе тата ытти яваплӑ службӑпа тӗрӗслев ӗҫӗ ирттерни пирки хыпарлать. Вӗсем пассажирсене турттаракансен ӗҫне хакланӑ иккен. Тӗрӗслевре хайхисем 36 автомашинӑпа, ҫав шутра 22 автобуспа 14 таксине, тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсакансем пирки административлӑ 4 материал шӑраҫаланӑ иккен. Сӑмах май каласан, маларах эп каланӑ Канашпа Патӑрьеле йыхравлакансем те ҫакланнӑ-ши?..
Ҫӑхавсене Чӑваш Енре пурӑнакансем «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пӗлтерме пултарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ ресурс иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ. Халӗ унта пӗрремӗш ҫӑхавсем ҫитерме тытӑннӑ. Тӗп ыйтӑвӗ ҫул-йӗр пахалӑхӗпе тата картишсене пуҫтарасси-тирпейлессипе ҫыхӑннӑ иккен.
Ҫӗнӗ интернет-портала чи малтанах Шупашкар хула, Шупашкар тата Етӗрне район ҫыннисем ҫырма тытӑннӑ.
Ҫӑхавсемпе сӗнӳсене ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ҫыхӑну, социаллӑ сфера, бизнес, экологи, хӑтлӑхпа инфраструктура, ҫул-йӗр тата ял хуҫалӑхӗ енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене йышӑнаҫҫӗ. Ҫырӑва чӑвашла та, вырӑсла та шӑрҫалама юрать. Сӑнӳкерчӗксем ярса парсан та аван. Ыйтӑва 10 кунта хуравласса шантараҫҫӗ.
Ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑваракан машинӑсене Шупашкарта штрафстоянкине ӑсатаҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗсем хушнипе ирттерекен мероприяти тӗллевне урамсене юртан тасатма кансӗрлекеннисене тиесе каяҫҫӗ.
Пӗр талӑкра, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче кӑна, Шупашкрати 18 урапа штрафстоянкӑна ӑсаннӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 239 машина лекнӗ. Автомобильсене урапасене лартма юраман вырӑнтан куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Водительсем хӑйсен тимӗр «урхамахӗсене» Илпек, Ленинград, Пролетари урамӗсене, Тӗп пасар патне лартса хӑварма кӑмӑллаҫҫӗ иккен.
Тата тӗрӗсрех калас тӑк, пӗремӗкпе те мар-ха, канихветпе. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫуран ҫӳрекенсене пылакпа астарма шут тытнӑ. Канихвечӗ ахальли мар — «Хаваслӑ ҫуран ҫӳрекен» ятлӑскер. Ун хучӗ ҫине ҫул-йӗр правилине аса илтерекен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑ ҫырса хунӑ. Пылак ҫимӗҫе вырӑнти кондитер предприятийӗсенчен пӗринче кӑлараҫҫӗ.
Ӑна инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, водительсене те валеҫсе панӑ. Сӑмах май вӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине те аса илтернӗ, шоферсене — ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе ямаллине.
Тимлӗх, чӑн та, кирлех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫынсем ҫине машинӑсем республикӑра 65 хутчен пырса кӗнӗ. Вӑрмар, Улатӑр районӗнче пӗрер ҫын, Шупашкарта иккӗн вилнӗ.
Кӑҫалтан пирӗн республикӑра ял урамӗсене тума тума пуҫлӗҫ. Ку шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ӗнер янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
«Ял урамӗсен пахалӑхӗ начар тесе ман пата ҫынсем сахал мар ыйтупа тухнӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне ӑнланатӑп. Ялсем патне ҫул сарнин социаллӑ-экономика тухӑҫлӑхӗ хысна тӑкакӗпе ҫураҫса тӑраймарӗ. Программӑна нумай укҫа хывни инҫетри ялсенчи производствӑна хӑвӑрт аталантарма май параймарӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Апла тӑк ял тӑрӑхӗсен хыснине налук ытларах кӗме тытӑнӗ тесе шухӑшлани те тӳрре килеймен-мӗн. Паян ял тӑрӑхӗсен ҫула тытса тӑма та, юсама та укҫа ҫук иккен.
Республикӑри лару-тӑрӑва тата ҫынсем ыйтнине кура Михаил Игнатьев Элтепер ял урамӗсен пахалӑхӗн регион стандартне йӗркелеме хушнӑ. Ӑна кура урамсенче ҫул тума тытӑнӗҫ.
Ку проект самай укҫа хывма ыйтать. Анчах ӑна тек тӑсса пыма та юрамасть тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. «Ял ҫыннисем йӗркеллӗ пурӑнма тивӗҫ», — тенӗ Элтепер.
РФ Сывлӑх министерстви автошкула вӗренекенсен тата водительсен медтӗрӗслевне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ведомство хӑш-пӗр специалистсем патӗнче тӗрӗсленнине пӑрахӑҫласа анализ тумашкӑн нарколога шӑк пама сӗнет.
Ҫапла майпа ӗҫкӗҫсене тата наркомансене тупса палӑртасшӑн. Анчах Раҫҫейре ҫак анализа тӗрӗслекен 491 лаборатори ҫеҫ пур. Ҫавна май черет вӑрӑмланма пултарасса палӑртать «Коммерсантъ» хаҫат.
Проектпа килӗшӳллӗн, хирург патне кӗмелле мар. А тата В категорисене вӗренекен водительсен ЛОР тата невролог патне ҫитмелле мар. Анчах терапевт пациента невролог патне яма пултарать.
Электроэнцефалографи тата электрокардиографи пулмалла мар-мӗн. Ҫаксене пула автошкула вӗренме кӗрекен ҫын укҫапа вӑхӑта перекетлеме пултарать иккен.
Ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑк, ҫуртсен картишӗнче ҫутӑ ҫукки, юр тасатманни, юраман вырӑна машина лартса хуни тата ытти кӑлтӑк пирки Чӑваш Енре пурӑнакансем «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пӗлтерме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ ресурс иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ. Халӗ унта тӗрӗслев вӗҫленнӗ май ҫӗнӗ ресурспа ирӗклӗнех усӑ курма пулать.
Портала йӗркеленине халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашас, ыйтусене палӑртас тӗллевпе сӑлтавлаҫҫӗ. Унта малтанласа кӗрес тесен gosuslugi.ru порталта регистрациленни кирлӗ. Уйрӑм ҫын пӳлӗмне кайран «Вконтакте»,«Facebook» тата «Google+» халӑх тетелӗсенчи аккаунтсемпе ҫыхӑнтарма пулать.
Ҫынсен ҫӑхавӗсемпе сӗнӗвӗсене 8 тӗп енпе йышӑнаҫҫӗ: ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ҫыхӑну, социаллӑ сфера, бизнес, экологи, хӑтлӑхпа инфраструктура, ҫул-йӗр тата ял хуҫалӑхӗ. Ҫырӑва чӑвашла та, вырӑсла та шӑрҫалама юрать. Сӑнӳкерчӗксем ярса парсан та аван. Информацие модератор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна яваплӑ министерствӑна ҫитерӗҫ.
Ҫынсем ҫырнисене пӑхса тухмалли вӑхӑт — 10 кунтан ытла мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |