Шупашкарти ҫӑлавҫӑсем путакан хӗрачана ҫӑлнӑ. Икӗ хӗр пӗрчи шӑпӑрлансен шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ.
19 сехет те 19 минутра Евгений Ильин тата Геннадий Кириллов ҫӑлавҫӑсем шывра икӗ ҫын сулкалашнине асӑрханӑ. Пӗри путнӑ, тепри пулӑшу ыйтса кӑшкӑрашнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем тӳрех пулӑшма васканӑ. Путаканни 10 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӑл пляжа ашшӗ-амӑшӗсӗр килнӗ. Ӑна шывран кӑларсан ҫывӑх ҫыннисене панӑ.
Ҫӑлавҫӑсем хытарсах асӑрхаттараҫҫӗ: ачасене пляжа, шыва кӗме пӗччен ямалла мар. Ҫыран хӗрринче полици дежурствӑра тӑрать. Аслисемсӗр ҫӳрекен ачасене курсан тӳрех йӗрке хуралне ӑсатаҫҫӗ.
Виҫӗмкунтанпа, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, Атӑлӑн тепӗр енне Шупашкарти юханшыв портӗнчен теплоходсем ҫӳреме чарӑннӑ. Капла йышӑну «Шупашкар—Сосновка поселокӗ—Шупашкар» тата «Шупашкар—Сулахай ҫыранти пляж—Шупашкар» маршрутсене пырса тивнӗ.
«Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществи ырӑ хыпар та пӗлтернӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнчен «Куславкка—Волжск—Куславкка» линипе пассажирсене турттарассине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, ку маршрутпа теплоход ҫӳреме чарӑннӑ. Ҫапла тума Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗ килӗшӳ тусах татӑлнӑ-мӗн. Енсем килӗшнипе теплоходсем ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 7-мӗшӗ таран ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтра 11,5 пин ытларах ҫынна пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре илсе ҫитернӗ.
Юлашки вӑхӑтра ҫанталӑк самаях шӑрӑх тӑнипе шыва кӗме каякансен йышӗ кунран-кун ӳссех пырать. Шыва кӗрес тапхӑр йышӑннӑ йӗркепе ҫӗртмен пӗрремӗш кунӗнче пуҫланать пулин те республикӑра паянхи куна икӗ пляжа ӗҫлеме ирӗк пама ӗлкернӗ те. Пӗр пляжӗ Ҫӗктер посёлокри кану базинче Атӑл хӗрринче йӗркеленнӗ, тепри вара Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ пляжсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухса ӗҫлеме ирӗк панӑ.
Ҫитес кунсенче ытти пляжсене те тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вара ҫуллахи шӑрӑх кунсенчен ҫынсем хаваспах шыва кӗме кайма пултарӗҫ. Маларах сире систерсеччӗ ӗнтӗ — кӑҫал ҫуллахи кунсенче пурӗ те 16 пляж ӗҫлӗ.
Республикӑра официаллӑ майпа 16 пляжпа шыва кӗмелли вырӑн уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑватшарӑшӗ Шупашкар хулинче тата Муркаш районӗнче пулӗҫ. Етӗрне районӗнче икӗ пляж уҫӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче — пӗрер.
Ытти ҫӗрте ҫынсем шыва та кӗмӗҫ, хӗвел айӗнче те хӗртӗнмӗҫ темелле мар-ха. Официаллӑ майпа уҫнӑ вырӑнсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. Пытармасӑр калас тӑк, «Кунта шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн йӳнне ларать. Тата, хамӑр хушӑра каласан, темрен тем пулсан вӗсем ҫине яваплӑх та тийӗнмест.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |