Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ инспектор ӗҫсен те руль умне ларма кӑмӑлланӑ. Пӗрремӗш хут вӑл ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине 2013 ҫулта ҫакланнӑ. Ҫав ҫулхи пушӑ уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Уррипе ӳсӗррине палӑртма медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗшӗн ӑна ҫулталӑк та ултӑ уйӑхлӑха правасӑр хӑварнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл «ВАЗ-21074» урапа рулӗ умне каллех ӳсӗрле ларнӑ. Урапи ӗҫри пулнӑ. Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫакан кӗпер ҫине кӗричченхи светофор умӗнче вӑл «ВАЗ-21140» урапапа пырса ҫапӑннӑ. Кокорев медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма каллех хирӗҫленӗ. Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ пирки айӑплав ҫирӗплетсе прокуратура суда ярса панӑ.
«Кӗпер хӑҫан тарӑхтарма пӑрахӗ?» — ҫак ятпа чӑваш халӑх сайчӗ утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Унта сӑмах Мӑн Ҫавал урлӑ Ҫӗрпӳ хӗррипе каҫакан кӗпер пирки сӑмах пынӑччӗ.
Кӗпер туса пӗтерме нумаях та юлман теҫҫӗ унта пулса курнисем. Кӗпере пӗлтӗрех туса пӗтермелле пулнине пӑхмасӑрах ку ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнче кӗпер ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пӗр канашлура хускатнӑ. Яваплисене вӑл авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлеме хушнӑ. Анчах пӑх та кур: ӗҫ ҫаплипех вӗҫленмен.
Ҫӗрпӳ кӗперӗн ыйтӑвне черетлӗ хут республикӑри тӳре-шара ӗнерхи канашлура хускатнӑ. Ҫул-йӗр федераци агентствин «Чулхула–Ӗпхӳ» автоҫулӑн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Филиппов кӗпере тӑвакан «Башкиравтодор» общество 63 ҫынна тата 33 ятарлӑ техника ӗҫлеттернине пӗлтернӗ. Ҫакна Д. Филиппов кирлӗ материалпа тивӗҫтерессипе йывӑрлӑх сиксе тухнипе сӑлтавланӑ. Михаил Игнатьев вара ҫынсене сӑлтавӗ кӑсӑклантарманнине, вӗсене кӗпер кирлине пӗлтернӗ. Ӗҫе вӑл авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме хушнӑ.
Саккун — саккунах. Ӑна пӑхӑнмасан явапа тытмалла. Урӑх ҫӗршывран Раҫҫее килекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла. Анчах миграци сакунне пӑсакансем, шел те, тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ.
Халӗ те, ав, Чӑваш Республикинче пӗр автобуса чарнӑ. Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсен, Раҫҫее килнӗскерсен, кирлӗ документсем пулман.
Тытса чарна автобус Бишкекран Мускава ҫула тухнӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чарнӑ. Унта ют ҫӗршыври 19 ҫын пулнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен улттӑшӗн документсем пулманни ҫиеле тухнӑ.
Халӗ йӗркене пӑсакансен кашнин 2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Вӗсене Раҫҫейрен кӑларса ярӗҫ.
Шупашкарта троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улшӑну кӗртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ылмашу 6-мӗш тата 12-мӗш маршрутсене пырса тивет.
Маршрутсене троллейбуссенне кӑна мар, автобуссенне те улӑштарӗҫ. Вӑл паянтан пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ. 1-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районсене Ленинла Комсомол урамӗпе иртсе виҫӗ кӗпер (Гагарин, Октябрь, Сӑкӑт) урлӑ кайӗ. 2-мӗш маршрута ларакансен вӑл Алькеш поселокӗнчи ҫӗнӗ микрорайона тата аталанса пыракан «Садовый» микрорайона ҫыхӑнтарнине асра тытмалла. 12-мӗш маршрут та урӑхла ҫӳреме тытӑнать. Маларах асӑннӑ «Садовӑй» микрорайонта пурӑнакансем ытйнипе-мӗн вӑл Суворов урамӗпе (унта 12-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ) иртсе Энергетиксен поселокне ҫитӗ. 26-мӗш маршрута «Финн айлӑмӗ» микрорайона ҫитерӗҫ. 8-мӗш маршрута хупса хурӗҫ.
Ыран, Пӗлӳ кунӗнче, республикӑри йӗрке хуралҫисем пур ачана та пиллӗклӗ тӑвӗҫ. Анчах кунта дневника лартакан паллӑ пирки сӑмах пымасть. Пӗлӳ кунӗнче йӗрке хуралҫисем шкул ачисене «Твоя пятерка безопасности» (чӑв. «Санӑн хӑрушсӑрлӑх пиллӗкӗ») буклет валеҫсе пама палӑртнӑ.
Ку акци ҫӗршывӗпех иртмелле. Буклета ачасене кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшне те тыттарма палӑртнӑ. Кун пирки РФ Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ пайташӗ Елена Алексеева пӗлтерни тӑрӑх республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ.
Хӑрушсӑрлӑх правилисене аса илтерекен кӑларӑм ҫул ҫинче епле тытмаллине, хӑрушлӑха кӗрсе ӳкес мар тесен мӗн тумаллине, ытах лекес патен ҫитсен унран епле пӑрӑнмаллине тата ытти ҫавӑн пек саманта ҫутатнӑ.
Ӗнер, ҫурлан 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта темиҫе ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра — ачан та.
Авари Куславкка районӗнчи Йӗршер ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехет те 40 минутра федераци ҫулӗн 722-мӗш ҫухрӑмӗнче тӳрех виҫӗ урапа ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Москвич» водительне пула сиксе тухнӑ. Вӑл ҫул пӑрӑнӑшӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, унта фурӑпа ҫапӑннӑ. «Москвич» ҫапӑннине пула ҫурмаран пайланнӑ, фура вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл «Москвич» хыҫҫӑн пыракан Chevrolet Lacetti урапа ҫине кӗрсе кайнӑ.
«Москвичра» пыракан ҫынсем — пурте Тутарстанрисем. Виҫӗ аслӑ ҫын тата пӗр ача вырӑнтах вилнӗ. Chevrolet Lacetti урапа водителӗ те сурансене пула ҫавӑнтах куҫне хупнӑ. Унӑн пассажирӗ те вӑйлах аманнӑ, вӑл та пурнӑҫпа сывпуллашнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Гагарин кӗперне 1972 ҫулта хута янӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кивелме ӗлкӗрнине кура ӑна юсас тесе хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ 2,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав ӗҫне «Мостотрест» ятлӑ организаци кӳлӗннӗ. Хула пуҫлӑхӗсем строительсене ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчен вӗҫлеме хушнӑ.
Ҫак вӑхӑтра стройорганизацин кӗперӗн япӑхнӑ виҫӗ ҫӗввине ватса йӗркене кӗртмелле. Пӑхмалли ҫӑлкуҫсене юсассине те манмалла мар.
Халӗ, юсав пынӑ пирки, Гагарин кӗперӗ урлӑ урапасене айккинчи сылтӑм йӗрпе кӑна ҫӳреттереҫҫӗ. Ун тӑрӑх ик енне те каҫма пулать.
Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнине хула администрацийӗнчисем ҫынсем ӑнланса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Меллӗрех маршрута пуҫлӑхсем урапа хуҫисене малтанах палӑртма сӗнеҫҫӗ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта хӑш-пӗр троллейбуссен маршрутне улӑштарма пултарасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ ӗнтӗ.
Икӗ троллейбус хӑйӗн маршрутне улӑштарӗ. Ҫакна Шупашкарта комисси ларӑвӗ иртнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ. Маршрутсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗҫ.
ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус малашне ҫӗнӗ кӑнтӑр районне, 1-мӗш троллейбус пекех, ҫитӗ. 6-мӗш троллейбус вара Трактор тӑвакансен проспектӗнчен Эгер бульварӗпе Мир проспектне тухӗ, унтан Иван Яковлев проспекчӗпе хӑйӗн ҫулӗпе малалла кайӗ.
Чӑваш Енри ялсенче ҫул сарас ӗҫ малалла пырать. Ку, паллах, ял ҫыннишӗн тем пекех савӑнӑҫ. Кун тӗлӗшпе 470 яхӑн миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫал республикӑри ялсенче 119 ҫул тума палӑртнӑ. ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫичӗ ҫула туса пӗтернӗ. Канаш районӗнчи Асхва, Красноармейски районӗнчи Ыхракасси, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха, Шупашкар районӗнчи Оппукасси, Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа, Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗҫыр, Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Камыш ялӗсен ҫыннисем яка ҫулпа утаҫҫӗ ӗнтӗ.
Кӑҫал ҫавӑн пекех регион тата муниципалитет шайӗнчи ҫулсене, пӗтӗмпе 33,7 ҫухрӑм, юсама палӑртнӑ.
Анчах ку штраф Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, «Тус» строительство организацийӗн пуҫлӑхне, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова урапана (машинӑна) тӗрӗс мар вырӑна лартнӑшӑн штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ паян сиксе тухнӑ. Николай Угаслов Шупашкар хула администрацине ӗҫпе пынӑ. Унтан тухнӑ ҫӗре ӑна тата темиҫе ҫынна ҫул-йӗр инспекторӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен урапине тӗрӗс мар вырӑна лартнине асӑрхаттарнӑ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑснӑшӑн штрафлама тивнине пӗлтернӗ. Строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсене хула администрацийӗ умне урапасене тӗрӗс мар лартнӑшӑн штрафлани пирки Дмитрий Семенов ятлӑ журналист «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |