Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ кун ҫул ҫинче 107 авари пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк тӑрук япӑх енне улшӑнни ҫул-йер ҫинчи лару-тӑрӑва начар витӗм кӳнӗ.
Ултӑ аварире пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр улттӑн аманнӑ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта япӑх ҫанталӑка пула автомобиль ҫине йывӑҫ ӳкнӗ 22 тӗслӗхе палӑртнӑ. Республикӑра кунашкал тепӗр виҫӗ тӗслӗх те пулнӑ.
Халӗ республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине пула чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнине ҫирӗплетнӗ.
Сӑмах май, Шупашкарти ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра виҫӗ водителе тупса палӑртнӑ. Вӗсем япӑх ҫанталӑка та пӑхман – руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнче асфальт ҫул туса пӗтереҫҫӗ. Тӗп урамри тата пӗве ҫывӑхӗнчи 520 метр ҫула тунӑ ӗнтӗ.
Ҫуран ҫӳрекенсемшӗн хӑрушӑ ан пултӑр тесе строительсем тротуарсем хута яраҫҫӗ. Ҫула пӗлтӗр тума тытӑннӑ. Кӑҫал ӑна тумашкӑн 6,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Унччен ял халӑхӗ пылчӑкра лавкка сутуҫине тавара михӗпе йӑтма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен урапа кӗреймен. Халӗ ав ялта ӗне усракан та нумайланнӑ. Ара, халӗ сӗт витрине ял хапхи патне йӑтса утмалла мар-ҫке-ха.
Юпшик Ялтӑрара пурнӑҫ вӗрет. Кунта пушӑ кил ҫук. Ялта ҫамрӑк ҫемьесем те тӗпленеҫҫӗ.
Темиҫе ҫул каялла халӑх хӑйӗн вӑйӗпе клуб тунӑ Халӗ унта чылай мероприяти ирттереҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарти Анисимов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫумӗпе ҫул тума шут тытнӑ. Ӑна ахаль те виҫӗ енчен ҫул хупӑрланине кура ҫавӑнта пурӑнакансем ку шухӑша тарӑхса йышӑннӑ иккен. Район администрацийӗпе калаҫу ирттерни те «ҫимӗҫне кӳмен» имӗш.
— Акӑ пирӗн ҫурт. Акӑ хула ҫулӗ иртет. Тепӗр енпе каллех ҫул выртать, — пӳрнепе тӳллесех ӑнлантараҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем. Машинӑсем хӗрӳ ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫуран иртесси уйрӑмах нушаллӑ.
Апла пулин те пурте апла шухӑшламаҫҫӗ иккен. Ҫурт комитечӗн ертӳҫи Галина Елисеенко шучӗпе ҫул тӑвассине ҫынсене пӗлтерме тивӗҫ мар. «Хӑть трактор айне кӗрсе выртӑр, хӑть ун урапи айне. Ҫак ҫула тӑвассине эпир чармӑпӑр», — тет иккен вӑл.
Ҫӗнӗ ҫул ытлашши тесе никам та каламасть иккен-ха. Ӑна туса пӗтерессе кӳршӗллӗ 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем уйрӑмах кӗтеҫҫӗ иккен. Йӗркеллӗ ҫул ҫуккине пула вӗсем тӑватӑ теҫетке ҫул асапланаҫҫӗ-мӗн. Кӗрсе-тухма ҫукранах ни тухтӑр машинин, ни пушар службин кӗрсе тухма май ҫук иккен. «Япала илсе килесси те чӗр нуша», — тесе калать-мӗн унта пурӑнакан Арнольд Матисон ятлӑ ҫын.
Паян ирхине Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ ҫумӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — ҪҪХПИ инспекторӗ Ҫеменкасси ял ҫыннине вилмеллех ҫапса кайнӑ. 48 ҫулхи арҫын ҫул хӗррипе утса пынӑ иккен, 36 ҫулхи инспектор ӑна тӗтреллӗ ҫанталӑка пула курман тесе шутлаҫҫӗ. Етӗрнери районсем хушшинчи тӗпчев пайӗ халӗ ку ӗҫпе тӗрӗслев ирттерет.
Хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынна ҫапса кайнӑ инспектор Муркашран (вӑл унта пурӑнать иккен) ӗҫ вырӑнне васканӑ пулать. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗр пулманни палӑрнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн инспектор ун пирки хӑйех пӗлтернӗ имӗш, вырӑнтан тарман. Инкек ҫул ҫинче тӗтре тӑнине пула пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ пуҫарнипе Шупашкарти маршрут автобусӗсем ҫинче ҫыпӑҫтаркӑчсем тупӑннӑ. Вӗсем ҪҪХПИне ҫул-йӗр правилисене пӑсакан водительсем пирки пӗлтерме чӗнсе калаҫҫӗ.
Акци «Эпӗ ҫул-йӗр правилине пӑсрӑм-и? ҪҪХПИне пӗлтер» ятлӑ. Маршрут автобусӗн водителӗ ҫул-йӗр правилисене пӑснине пассажирсем те, ытти ҫынсем те пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Кунашкал ҫыпӑҫтаркӑчсем 52, 54, 63-мӗш маршрутсем ҫинче пур ӗнтӗ.
Шупашкарти Лев Толстой урамӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Вӗсем патне пыма ҫул ҫук-мӗн: васкавлӑ медпулӑшу та, пушарнӑйсем те килеймеҫҫӗ.
Кунта пурӑнакан Зоя Терехина ав ҫавна пула пенси укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл хӗлле пӑрлак ҫулпа шыв турттарнӑ. Унччен те пулмасть ҫунашка ҫинчи бидон ӳкнӗ те автомобиле лекнӗ. Лешӗ унран 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӗрарӑм итлемен. Кун хыҫҫӑн адвоката 5 пин тенкӗ, нотариуса — 800 тенкӗ, шар курнине 17 пин те 100 тенкӗ тӳленӗ…
Кунта лайӑх ҫанталӑкра та урапа кӗреймест-мӗн. Васкавлӑ медпулӑшу машини тӑвайкки таран ҫеҫ пырать. Чирлӗ ҫынна унта йӑтса утмалла. Халӑх чиновниксенчен 2010 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Лешсем ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ. Унтан хыснара укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсем тепӗр ҫулхине те тӳре-шара патне ҫитнӗ. Каллех — ҫав истори.
ЖКХ урам программӑна кӗрейменнине пӗлтернӗ. Ӑна юсасси чи малтанах хулари Мускавр район администрацийӗнчен килет-мӗн.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче шӑматкунлӑх иртнӗ.
Пӗччен сурсан — типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать. Ваттисем ҫапла ахальтен каламан. Чылай ялта асфальт ҫул ҫук. Кӗҫӗн Шетмӗсем «ҫӳлтисем» сарса парасса кӗтмеҫҫӗ: хӑйсемех кар тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнче ҫынсем ҫула хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. «Нива» ЯХПК ертӳҫи И.М.Петров ҫула сармашкӑн вак кирпӗчпе тивӗҫтернӗ. Ҫынсем ӑна тракторпа турттарса ҫула тикӗсленӗ.
Сӑнсем (15)
Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмаха ҫакланнисене тӳлевлӗ курссенче вӗрентме тытӑнтарасшӑн. Курсра аварире айӑплисем кӑна мар, унта лекнисен те вӗренме тивӗ-мӗн. Ҫавна май ҫулсем хӑрушсӑртарах пулӗҫ. Ҫапла ҫирӗплетет транспорт комитечӗн элчи Александр Васильев.
Курссене автошкулсенче йӗркелесшӗн. Унта водительсене ҪҪХПИрен ярӗҫ. Курсра теорипе практика занятийӗсем ирттересшӗн. Курса каяс теменнисенчен, ахӑртнех, права туртса илӗҫ. Курс мӗн хак пулнине патшалӑх палӑртӗ. Проекта ҫитес вӑхӑтра Координаци канашӗнче сӳтсе явӗҫ.
Чылайӑшӗ ку ыйтӑва тӗрлӗрен йышӑннӑ. Пӗрисем курсра аварире айӑплин ҫеҫ вӗренмелле тесе шухӑшлать. Теприсем автошкулсенче коррупци аталанасран шикленет. Ара, укҫа парсан курс витӗр тухнӑ тесе палӑртма пулать-ҫке-ха.
Аса илтерер: 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен правасӑр юлнисен ӑна илес тесен тепӗр хут экзамен тытма тивет.
Паян Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ хыҫҫӑн строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлерӗҫ. Хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне выртакан транзитлӑ магистарльсене ҫыхӑнтаракан ҫул Шупашкарӑн транспорт тытӑмӗн шӑнӑрӗ шутланать.
Ӑна юсаса ҫӗнетме 90 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. Ҫул сарлакӑшне 17,5 метра ҫити анлӑлатнӑ. 30 ҫул ылмаштарман инженерипе техника сечӗсене улӑштарнӑ. Шыв, газ, ҫыхӑну участокӗсене те юсама лекнӗ. Троллейбус тата ҫутӑ валли ҫӗнӗрен 40 юпа вырнаҫтарма тивнӗ.
Ҫӗнетнӗ урама уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, транспорт тата строительство министрӗ Владимир Филиппов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, кӑткӑс участокра тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата сехечӗпе «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин филиалӗн аслӑ мастерне Сергей Макарова, «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин мастерне Дмитрий Семакина тата Сергей Сергеев монтажника чысланӑ.
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу уҫӑлнӑ кун хулари тӗп урамсенче хӑш-пӗр транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Ҫав кун ҫынсене хӑйсен транспорчӗпе ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. «Спорт бульварӗ» проект ӗҫленӗ чухне, юпан 9-мӗшӗнче, ирхи 1 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен Карл Маркс урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ таран, Воробьев композиторсен урамӗ Ярославль урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан Президент бульварӗ таран транспортсем ҫӳрессине чакарӗҫ. Юпан 8-мӗшӗнче 20 сехетрен пуҫласа юпан 9-мӗшӗнчи 19 сехетчен ҫав урамсенче транспортсен стоянки пурин валли те ӗҫлемӗ. «Спорт бульварӗ» маршрут ҫинче хӑварнӑ автомобильсене эвакуацилеҫҫӗ. Ку ыйтупа 24-27-70 тата 62-00-22 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравалса пӗлме пулать.
Юпан 9-мӗшӗнче хӑнасем килекен транспортсене оперӑпа балет театрӗ, Юханшыв порчӗ, Анне монуменчӗ умӗнче лартма юрать. Авӑнӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 15-мӗшӗччен «Хальхи спорт. Инновацисемпе малашлӑх» пӗтӗм тӗнчери курав ӗҫленӗ вӑхӑтра Республика тӳремӗ енчен Карл Маркс урамӗн сылтӑм ҫулӗпе 36-мӗш ҫуртран пуҫласа 38-мӗш таран, Республика тӳремӗпе Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртран пуҫласа Карл Маркс урамӗнчи 38-мӗш ҫурт таран транспортсене ҫӳреме чакарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |