Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ — ҫул ҫинче авари нумайланни сисӗнет. Ҫине ҫинех — авари. Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче пулнӑ инкек те ав республика халӑхне кулянтарчӗ. Ҫул ҫинче ачасем шар курни вара пушшех те пӑшӑрхантарать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе 16 инкек пулнӑ. Унта 18 ҫул тултарман 18 ача хур тӳснӗ.
Ытларах 18 ҫул тултарман ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе каяҫҫӗ-мӗн. Кӑҫал водительсем ача ҫине пырса кӗнӗ 9 тӗслӗхе шута илнӗ. 4 тӗслӗхӗ – ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта. Тепӗр 5-шӗнче ачасем хӑйсем ҫул-йер правилине пӑснӑ.
Пирвайхи виҫӗ уйӑхра ҫул ҫинче 7 инкеке шута илнӗ. Унта 9 ача суранланнӑ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ҫул ҫитмен ачасем урапа салонӗнче ятарлӑ хатӗрсӗр — ларкӑчсӑр — пулнӑ е пиҫиххипе ҫыхӑнман.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче авари ытларах тунтикун 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулнӑ.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен.
«Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.
Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.
Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.
«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.
Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ.
Ҫак кунсенче ҪҪХПИ инспекторӗсем хӑйне евӗр рейда тухнӑ. Пакунлисем ача кӳмисем ҫине ҫутаткӑчсем ҫакса янӑ.
Инспекторсем ашшӗ-амӑшӗсене ҫул ҫинче ачасен умне мӗнле хӑрушлӑх тухса тӑнине те аса илтернӗ. Акци ачасен сӗт кухнисем патӗнче иртнӗ.
ҪҪХПИ экипажӗ пепкепе е кӳмепе ҫул урлӑ мӗнле каҫмаллине лайӑх ӑнлантарса панӑ.
«Ҫул урлӑ каҫма тӑрсан ачана алӑ ҫине йӑтмалла. Ҫывӑхра хӑрушлӑх ҫуккине ӗненмесӗр кӳмене ҫул ҫине тӗксе кӑлармалла мар. Ҫунашкапа чухне те ҫул умӗнче чарӑнса тӑмалла, ачана алӑ ҫине йӑтмалла», — ҫапла ӑнлантарнӑ ҪҪХПИ управленийӗн сайтӗнче те.
Акцие ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи общество канашӗ тата Альберт Ильин пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ.
Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ.
Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур.
Сӑнсем (13)
Чӑваш Енрен Чулхула облаҫне малашне тӳррӗн ҫитме май килмӗ. Хӗлле, Сӑр юханшывӗ пӑрпа витӗнсен, унта ятарлӑ ҫул уҫаҫҫӗ. Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарнӑ.
Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнче уҫни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫес каҫма ирӗк пулнӑ. Ара, йывӑррисене тӳсеймесӗр пӑр катӑлӗ те. Машинӑсен хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан иртмелле маррине те палӑртнӑччӗ. Пӑр ҫула уҫиччен яваплисем темрен тем сиксе тухассине те пӑхса хӑварнӑччӗ: вӑл вырӑна инкекрен ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗччӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май пӑр ҫулпа ҫӳреме чарнӑ. Машинӑсен кӑна мар, ҫуран ҫурекенсен те тӳррӗн каҫма юрамасть.
Пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти Кривов урамӗнче пысӑк ӗҫ тунӑ тесен те йӑнӑш мар. Унта шӑтӑк-путӑклӑ ҫула ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ асфальт сарнӑ.
Анчах ҫуркунне юр ирӗлме тытӑнсан… ҫӗнӗ асфальт та шӑтӑк-путӑкланма тытӑннӑ. Ҫав вырӑнта «А» класлӑ асфальтьбетонлӑ ҫул сармалла пулнӑ. Анчах мэри хирӗҫленӗ — ку ҫула пула шӑв-шав нумай, ку ҫынсене кансӗрлет имӗш.
Кривов урамӗнчи ҫул чи япӑххисенчен пӗри пулнӑ. Юсав хыҫҫӑн вӑл лайӑхланасса шаннӑ ҫынсем. ZaRulem автопортал халӗ унта мӗн пулса иртнине тӗрӗслеме шутланӑ.
Куҫ умне шӑтӑк-путӑклӑ ҫул тухса тӑнӑ. Автопортал ЖКХран ҫакна ӑнлантарма ыйтнӑ. Кунти юсава питех паллӑ мар «Стройдоркомплекс» компани тунӑ-мӗн.
Хальлӗхе тӗрӗслев пулман-ха. Анчах ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан ҫул-йӗр ӗҫченӗсене шӑтӑксене саплама ыйтӗҫ. Унтан, ҫулсем типсен, хӑш-пӗр вырӑна улӑштарма та пултарӗҫ.
Яланах мар. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьел районӗнчи ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем Шӑмӑршӑ районӗнчи хӗрарӑм-водительсене чечек парнеленӗ.
Инспекторсене курсан хӗрарӑм-водительсем малтанах ҫухалса кайнӑ. Штраф парасшӑн чараҫҫӗ пуль тесе те малтанласа аптӑранӑ вӗсем, ҫул-йӗр правилинчен хӑшне пӑсрӑм-ши, ҫавӑншӑн тӑн кӗртесшӗн пуль тесе те пуҫ ватнӑ. Анчах инспекторсен аллинче тюльпан курсан хӗрарӑм-водительсем лӑшах сывласа янӑ.
Кун пек акцие ҫул-йӗр инспекторӗсем кӑҫал пуҫласа ирттермен. Ытти ҫул та ун пеккисене вӗсем йӗркеленӗ. Тӗрӗссипе, ытти ҫӗрте те ун пек акци йӗркелесе этемлӗхӗн черчен ҫуррине уяв кунӗнче савӑк кӑмӑл парнелес йӑла пур.
Сӑнсем (3)
Шупашкарти урамсенчи шӑтӑк-путӑка тӳре-шарасем хулари ҫул-йӗрҫӗсем пӗр уйӑхра сапласа пӗтерме шантарнӑ.
Хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫлекен управленийӗ шӑтӑк-путӑклӑ лаптӑк калӑпӑшне те шутласа кӑларнӑ. Вӗсем ун пекки 2380 тӑваткал метрпа танлашнине пӗлтернӗ.
Юсав ӗҫне ҫул-йӗр рабочийӗсем пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне 1232,9 тӑваткал метр лаптӑка юсама ӗлкӗрнӗ те. Юсав ӗҫне «Доэкс» предприятин 3 бригади хутшӑннӑ.
Иртнӗ эрнере кӑна ҫул-йӗрҫӗсем 380 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланӑ. Ҫак вӗҫӗччен хулари ҫул-йӗрсене юсаса пӗтерес тесен ӗҫе хӑвӑртламаллине те палӑртаҫҫӗ. Анчах васкаса ӗҫлени ӗҫ пахалӑхне витӗм кӳмессе шанаҫҫӗ, тӗплӗн юсӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑнсем (9)
Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗ, транспорт тарифӗсем улшӑнассине пӗлтернӗ.
Малашне троллейбуспа ҫӳремешкӗн 15 тенкӗ кирлӗ пулӗ. Хак 1 тенкӗ ӳсӗ. Маршруткӑсенче вара ҫулшӑн 20 тенкӗ памалла пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-слжуби пӗлтерет.
Автобуспа ҫӳремешкӗн хак ҫав шайрах юлӗ — 16 тенкӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара автобуспа 19 тенкӗпе илсе кайӗҫ. Маршруткӑпа каякансен 23 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Пӗрлӗхлӗ тариф карттипе (ЕТК) тӳлесен 1 тенкӗ скидка пулӗ.
Ку саккуна пичетлесен 10 кунран вӑя кӗрӗ. Хальлӗхе ӑна пичетлемен-ха. Асилтерер: общество транспорчӗсенчи хак юлашки хут 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӳснӗ. Ун чухне хак кашни транспортра 2-шер тенкӗ хӑпарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |