Нӗрӗш — Ҫӗрпӳ районӗнчи ял. Чиричкасси ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 47 ҫухрӑмра, Ҫӗрпӳрен 10 ҫухрӑмра ларать.
Ялта виҫӗ урам — Васильев пӗртӑвансен урамӗ, Ҫемрӑксен урамӗ, Совет урамӗ — пур.
Яла XVIII ӗмӗрте Тупнер ял ҫыннисем никӗсленӗ.
1927 ҫулта районсене туса хуриччен ял Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӗрпӳ вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районне кӗме пуҫланӑ.
1931 ҫулта кунта «Красный Октябрь» (чӑв. Хӗрлӗ Октябрь) колхоз йӗркеленӗ.
Хут ҫинче яла Нӗрӗш Катек (1923) ятпа ҫырӑнни те тӗл пулать.
1795 ҫулта Нӗрӗшре 18 кил пулнӑ.
Ытти ҫыравсен кӑтартӑвӗсем:
Ял «Рассвет» ЯХПК (2008) тытӑмне кӗрет.
Ӗлӗк-авал ял халӑхӗ атӑ-пушмак хатӗрленӗ, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ. Ку ӗҫсемпе халӑх паянхи кун та аппаланать.
Хальхи вӑхӑтра ялта суту-илӳ киоскӗ, 2 лавкка пур. М7 ҫул хӗрринче АЗС ӗҫлет — ӑна 2011 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.
Ялта фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш пур.
Ял хӗррипе М7 (Ҫӗрпӳ–Хусан пайӗ) ҫул иртет.